Ачасем Галина Матвеева çыравçăпа тĕл пулчĕç
29 октября 2025
Шупашкарти 9-мĕш вăтам шкулти 2 «А» класра вĕренекенсем Кĕнеке палатинче Галина Матвеева çыравçăпа тĕл пулчĕç. Калаçy вăл çырнă «Тилĕпе Улатакка. Лиса и Дятел» сăвăлла юмах тавра пычĕ. Кăларăм Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Тĕлпулăва хатĕрленсе ачасем юмахпа малтанах паллашнă, çaвăнпа калаçy питĕ чĕррĕн те интереслĕн йĕркеленсе пычĕ. Çамрăк вулавçăceм çыравça нумай-нумай ыйту пачăç. Кĕнеке палатинче ĕçлекенсем хатĕрленĕ ятарлă викторина ыйтăвĕceне пĕр-пĕринпе ăмăртмалла хуравларĕç.
Пĕрлехи сăнÿкерчĕкре – çамрăк вулакансем, вĕceне вĕрентекен Елена Николаевна Афанасьева, шкул библиотекарĕ Aлександра Валентиновна Панкова тата Галина Матвеева çыравçă.
Кĕнеке палатинче ĕçлекен Галина Геннадьевна Евлампьева викторина ирттерет.
Галерея