Корзина
(пусто)
(0 руб.)

10-мĕш класс валли «Чăваш литератури» вĕренÿ кĕнеки пичетленчĕ

20 июня 2024

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче çĕнĕ вĕренÿ кĕнеки кун çути курчĕ. Ăна вырăсла пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенчи 10-мĕш классем валли хатĕрленĕ.

Авторĕсем – А.А. Ядрицова, И.В. Ядранская, А.Ф. Мышкина; рецензенчĕсем – И.В. Софронова, Н.В. Варюхина, Н.И. Степанова; редакторĕ – А.Г. Майорова. Унччен тухнă вĕренÿ кăларăмĕсемпе танлаштарсан ку – пачах çĕнĕ вĕренÿ кĕнеки, ăна авторсем çĕнĕ программăпа килĕшÿллĕн тунă.
Паянхи пурнăçпа шкул уйрăмлăхĕсене шута илсе вĕренÿпе вулав кĕнекине икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатĕрленĕ. Çакă чăваш чĕлхине лайăхах пĕлмен ачасене вĕренÿ материалне тарăнрах ăнланма пулăшĕ.
Вĕренÿ кĕнекине калăпланă чухне авторсем чăваш литература историйĕн пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕсене тата литература пĕлĕвĕн çивĕч ыйтăвĕсене тĕпе хунă. Кĕнекен кашни пайĕнче литература историйĕ, литература теорийĕн ыйтăвĕ, программăна кĕртнĕ чăваш литературин классикĕсемпе хальхи çыравçăсен кун-çулĕпе пултарулăхне тишкерни, илемлĕ хайлав, урокра е килте пурнăçламалли ĕçсемпе ыйтусем вырăн тупнă. Çавăн пекех кăларăмра «Хушма вулав» пай пур, унта килте вуласа паллашмалли хайлавсене кĕртнĕ.
Çĕнĕ вĕренÿпе вулав кĕнекине Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.

Подробнее о книге...

 


Галерея

IMG_20240619_162408_edit_8131801531050 Чăваш литератури-10 класс (1)