Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ

01 апреля 2024

Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн тӗлпулӑвӗ ытти чухнехинчен урӑхларах форматпа иртрӗ.

Вулавӑшӑн акт залне поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе библиотекарьсем, студентсемпе чӑваш литературине юратакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Тӗллевӗ пурин те пӗрре – Владимир Левукова «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кӑларӑмӗ кун ҫути курнӑ ятпа саламласси. Хайлав пуххи пӗлтӗрхи кӗркунне Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑччӗ. Унта икӗ повеҫпе тӑватӑ калав кӗнӗ. Редакторӗ – Ольга Федорова.
Хӑтлава «Чӑваш кӗнеки» центрӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева ертсе пычӗ. Вӑл чи малтанах пурне те «Шанчӑк» чӑваш халӑх ансамблӗн ертӳҫин Наталья Панфиленкӑн видеосаламӗпе паллаштарчӗ. Пуҫтарӑннисем уяв хуҫи ҫинчен ятарлӑ видеопрезентаци те курма пултарчӗҫ. Унтан Владимир Левуков хӑй ҫинчен интересли чылай каласа пачӗ. Прозаик, поэт, таврапӗлӳҫӗ, педагог инҫе ҫула кӗскетсе Тольятти хулинчен ҫитнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл – Самар тӑрӑхӗнчи пӗртен-пӗр чӑваш ҫыравҫи. Владимир Леонтьевич 1950 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Тутарстанри Аксу районне кӗрекен Кивӗ Тимушкел ялӗнче йышлӑ ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Тӑхӑр пӗртӑванран асли шӑпах Владимир. Тӑван чӗлхене юратас, унӑн пуянлӑхне туяс туйӑм ӑна амӑшӗнчен, Ульяна Сергеевнӑран, куҫнӑ-мӗн. Вӑл нумай чӑваш халӑх юррине, йӑли-йӗркине астуса тӑнӑ, хӑй пӗлнине ачисене, ҫамрӑк ӑрӑва вӗрентсе хӑварма тӑрӑшнӑ.
Ҫыравҫӑн кукамӑшӗ Анна аппа Николай Шелепи чӑваш халӑх поэчӗпе кӳршӗллӗ пурӑннӑ. «Шелепи урама тухатчӗ те кил умӗнче хӑй сӑввисене каласа, юррисене юрласа ларатчӗ. Манӑн та ун пек сӑвӑҫ пулас килетчӗ», – аса илнӗ каярахпа Ульяна Сергеевна. Анчах нумай вӗренме пӳрмен ӑна. Кил-йыш чухӑн пулнипе хӗрача тӑватӑ класс ҫеҫ пӗтернӗ, унта та пулин кӗркуннепе ҫуркунне кӑна шкула ҫӳренӗ, хӗлле вара юрӑхлӑ тумтир пулманнипе килте ларма тивнӗ. Пӗлӳ ҫуртӗнче ачасене Николай Шелепин ывӑлӗ Александр Николаевич вӗрентнӗ. «Хӗрачу ӑслӑ, ун вӗренмелле», – тенӗ вӑл Анна аппана (В. Левуковӑн кукамӑшне). Шел те, чухӑнлӑх ӗмӗтсене пурнӑҫа кӗртме май паман.
Владимир Леонтьевича пысӑк витӗм кӳнӗ ҫынсен шутне Ксения Титова вӗрентекене те кӗртмелле. Ксения Тарасовна Ефрем Еллиев ҫыравҫӑ патӗнче ӑс пухнӑ, ачасене кӑсӑкли тем те пӗр каласа панӑ, уроксем асаилӳсемпе пуян пулнӑ. 1957–1967 ҫулсенче пулас ҫыравҫӑ тӑван ялти вӑтам шкулта вӗреннӗ, ун хыҫҫӑн Елабугӑри патшалӑх педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1972 ҫулта институтран ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухса икӗ ҫул тӑван ялӗнчи вӑтам шкулта, унтан пилӗк ҫул Ҫӗнӗ Тимушкелӗнчи тулли мар шкулта физика тата математика вӗрентнӗ, вӗсенчен виҫӗ ҫулне вӗрентӳ енӗпе директор ҫумӗ пулнӑ.
1979 ҫултанпа вӑл Самар облаҫӗнчи Тольятти хулинче пурӑнать, вӑтӑр пӗр ҫул ҫӑмӑл машинӑсем кӑларакан АвтоВАЗ заводра ӗҫленӗ, профсоюз цехкомне ертсе пынӑ. Тольяттири Чӑваш наципе культура автономийӗнче вунӑ ҫул ытла правлени председателӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ, халӗ те унта культура пайне ертсе пырать. 2014 ҫултанпа хулари Вырсарни шкулӗнче чӑваш чӗлхи урокӗсене ертсе пырать, мӑшӑрӗпе пӗрле хулари вӗренӳ заведенийӗсене тӑтӑшах тухса ҫӳрет: студентсене, гимназистсене, шкулта вӗренекенсене, ача садне ҫӳрекенсене чӑваш культурипе, чӗлхипе, историйӗпе паллаштарать. Ҫамрӑксене патриотизмла воспитани парас енӗпе тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ӑна Самар облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн хушӑвӗпе «Куйбышев – запасная столица» тата «За служение людям» хисеплӗ паллӑсемпе чысланӑ.
Уява Владимир Леонтьевич пӗччен килмен. Унӑн мӑшӑрӗ Зинаида Владимировна – ҫармӑс (мари) хӗрарӑмӗ. Апла пулин те чӑваш культури, чӗлхи уншӑн пӗртте ют мар. Вӑл – упӑшки ертсе пыракан шкулӑн хастар вӗренекенӗсенчен пӗри, халӑх тумӗллӗ пуканесем ӑсталать, чӑвашла та илемлӗ юрлать. Хӑтлавра пултаруллӑ мӑшӑр В. Левуковӑн амӑшӗ юрланӑ юрӑсене – «Улма йывӑҫ», «Телейлӗ уҫланкӑ» – шӑрантарчӗ. Ҫармӑс юрри те парнелерӗҫ варкӑшҫӑсене. Зинаида Владимировна каланӑ тӑрӑх, вӑл чӑваш чӗлхине юратса вӗренет, ҫармӑс чӗлхипе пӗрпеклӗх нумаййине асӑнчӗ. Ку, чӑнах, халӑх тумӗнче те палӑрать.
Сумлӑ делегаци йышӗнче Мари Республикинчи Сардаял ялӗнчи тӗп пӗлӳ паракан шкул директорӗ Полина Сорокина пурччӗ. Полина Владимировна – Зинаида Владимировнӑн аппӑшӗ. В. Левуковӑн вӗренекенӗ Любовь Полякова та уява хаваспах килнӗ. Вӑл саккӑрмӗш класс таран тӑван чӗлхене шкулта вӗреннӗ, халӗ Владимир Леонтьевич пулӑшнипе пӗлӗве тарӑнлатать.
Хӑтлава хутшӑнакансенчен чылайӑшӗ ҫыравҫӑн чӗлхе туйӑмӗ ҫивӗч пулнине палӑртрӗ. «Вуланӑҫемӗн вулас килет. Пӗр пӗчӗк хайлаврах автор темиҫе проблема хускатать, вӗсене хӑйне евӗр татса пама тӑрӑшать. Тӗслӗхрен, «Исаак тӑрни» калавра ашшӗ-амӑшӗн ачисем умӗнчи тивӗҫе, ҫутҫанталӑка упрас ыйтӑва, тӑванлӑхпа туслӑх темисене тимлӗх уйӑрать. Пурнӑҫра чӑн пулнине тӗпе хурса ҫырни туйӑнать», – терӗ Анатолий Хмыт прозаик.
Раиса Воробьева поэт «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кӑларӑма тарӑн шухӑшлӑ произведенисем кӗнине пӗлтерчӗ. «Автор вырӑнти сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе, ваттисен сӑмахӗсемпе, каларӑшсемпе, юрӑ ҫаврӑмӗсемпе вырӑнлӑ усӑ курать. Туй йӑли-йӗркипе те, салтак ӑсатнипе те паллашаятпӑр кунта. Тумтир таранах илемлӗ сӑнланӑ. Сӑнарсен характерне (арҫын-и вӑл, хӗр-и) пӗлсе уҫса панӑ. Килӗшнӗ самантсене хам валли ҫырса та илтӗм. «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» повеҫре пӗрремӗш юрату ӗмӗрлӗхе пынине куратпӑр. Ку кӗнекене каярахпа тепӗр хут тишкерсе вуласа тухмалла тесе пӗтӗмлетрӗм», – терӗ Раиса Васильевна.
Светлана Асамат чӑваш халӑх поэчӗ, Лидия Сарине ҫыравҫӑ Владимир Леонтьевича саламланӑ май хӑйсен кӗнекисене парнелерӗҫ. Анатолий Кипеч чӑваш халӑх писателӗ тата Мая Салампи поэт хӑйсен сӑввисене вуласа пачӗҫ. В. Левуковӑн юлташӗ Надежда Гаврилова ӑна икӗ томлӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарь» тыттарчӗ. Ку парнешӗн ҫыравҫӑ хытах хӗпӗртерӗ: ара, ун ҫинчен тахҫанах ӗмӗтленнӗ-ҫке. Надежда Алексеевна операци тунине пӑхмасӑр «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кӑларӑма хӑрах куҫпа вуласа тухнӑ, хайлавсене пысӑка хурса хакларӗ. Хӑй кӗнекине ҫырнӑ чухне те аслӑ тусӗпе интернет урлӑ тӑтӑшах канашланӑ-мӗн.
Хӑтлавра пурне те тӑванлӑхпа туслӑх туйӑмӗ пӗрлештерчӗ тейӗн. Ку литература уявне Владимир Левуков та, ун хӑнисем те нумайччен савӑк кӑмӑлпа аса илсе пурӑнӗҫ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнÿкерчĕкĕсем


Галерея

plxgis25p4Q kzYmZ5VzX1w kJbTXPn5qA4 JfKtK8kpSqA GhqMB0LAVy8 4TqQD5hMfYs dbIo8Z5GQyI S-TBqRyIs3k rceXsuMB7J4 UXoN3sAE9uM