Чувашское книжное издательство

КАНИКУЛ НАЯН ВАÇКА КАНĂВНЕ АН ÇАВРĂНТĂР ТЕСЕССĔН…

Мĕнпе илĕртÿллĕ те илемлĕ çуллахи каникул; Йăлтăркка хĕвелпе, çĕршер тĕслĕ чечек-курăкпа, пылак çырлапа, шывра чăмпăлтатма май пуррипе, çĕрĕ – кĕске, кунĕ вăрăм пулнипе... Вĕренÿ çулĕ çывхарасси карта юпи çине улăхса пăхсассăн та курăнмасть пек. Тĕрĕссипе, сехет йĕппи куçни, талăксем хыçа юлни сисĕнмест те. Çавăнпа пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшмалла. Каникул наян Ваçка канăвне ан çаврăнтăр тесессĕн хушăран та пулин алла кĕнеке тытмаллах – пуçа ĕçлеттермеллех. Аслисен те пĕчĕккисем пирки манмалла мар. Утă çулса типĕтнĕ, пахча çимĕç йăранĕсене çумран тасатнă хушăра ывăл-хĕре пĕр-пĕр хайлав вуласа пама меллĕ самант тупмаллах.

Подробнее...

По «мостикам» из прошлого в настоящее

«Андриян Николаев: орбиты космические и земные». Так назвала свою новую книгу заслуженный работник культуры России и Чувашии известный журналист Валентина Иванова.
В ее творческом багаже уже есть издание о прославленном космонавте, а также немало личных интервью с «Соколом» и статей. Создана книга в «фирменном» формате Валентины Андреевны: это документальная повесть в высказываниях самого космонавта, его родных и близких, авторских отступлениях. Новая работа подготовлена Чувашским книжным издательством в библиографической серии «Замечательные люди Чувашии», с 2003 года это десятая книга.
В ней отражены этапы жизненного пути, «звездные» подвиги славного сына Чувашии, ее национального героя, летчика-космонавта, дважды Героя Советского Союза А.Г. Николаева. Автору в ярком повествовании удалось отразить всю многогранность и уникальность его личности. В одном из первых сообщений о выходе книги журнал «Новости космонавтики» отметил, что она написана в репортажном стиле. В ней отражены не только воспоминания Андрияна Николаева, но и друзей-космонавтов и сподвижников. Глава администрации Мариинско-Посадского района Юрий Моисеев заметил: «Читаешь страницу за страницей буквально запоем и ловишь себя на мысли, что наш земляк Андриян где-то рядом с тобой и ведет незримую беседу». Мастерство автора проявляется как раз и в том, что в рассказах создается эффект присутствия, не упускаются даже мелочи. А «мостики» между прошлым и настоящим строит автор, передавая действующим лицам книги эстафету и незримый микрофон, комментируя «из сегодняшнего дня» их высказывания, что-то добавляя, уточняя, тесно переплетая современность и события полувековой давности. Приводятся малоизвестные факты из биографической хроники чувашского «Сокола».
«…Мне в те поистине исторические дни, если подходить с журналистской меркой, очень повезло: беспокойная репортерская профессия сделала меня не просто очевидцем незабываемых событий, связанных с именем космонавта-3, но посчастливилось быть и их летописцем, – пишет в предисловии к книге Валентина Андреевна. – Уже полвека говорю в своем творчестве о многогранности личности космонавта-3, кропотливо изучаю его биографическую хронику, стала автором-составителем прижизненной книги об Андрияне Николаеве из серии «Первопроходцы космоса». Фрагменты собственных оперативных репортажей и интервью, публицистических очерков разных лет теперь органично «вкрапливаются» в текст документальной повести «Андриян Николаев: орбиты космические и земные».
На снимке: автор книги Валентина Иванова, работавшая в августе 1962 года во время звездного полета Космонавта-3 на Чувашрадио, записывала тогда на этом магнитофоне интервью с его матерью Анной Алексеевной. А уже в сентябре, когда в родную Чувашию приехал сам Андриян Николаев, безотказный «Репортер» помогал ей фиксировать буквально каждое слово земляка-Героя для летописи его Подвига.

Л. ВАСИЛЬЕВ.

"Советская Чувашия", 09.07.2013.

Пĕтĕмпех чăваш «Кăйкăрĕ» çинчен

«Чăваш Енĕн паллă çыннисем» кĕнеке ярăмĕ çĕнĕ кăларăмпа пуянланчĕ - паллă журналист Валентина Андреевна Иванова «Андриян Николаев: орбиты космические и земные» документлă повеç пичетлесе кăларчĕ.

Чăваш кĕнеке издательстви хатĕрленĕ кĕнекене Чăваш Енĕн наци паттăрĕн, космонавт летчикăн, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн А.Г.Николаевăн пурнăç çулĕн тапхăрĕсене, «çăлтăр» паттăрлăхне халалланă. Автор тĕлĕнмелле çак çыннăн нумай енлĕ пултарулăхне кăтартса пама тăрăшнă. Кĕнекене репортаж стилĕпе çырнă, вăл Андриян Николаевăн, унпа пĕр шухăшлисен, тусĕсен, тăванĕсемпе çывăх çыннисен аса илĕвĕсенчен тăрать. Каласа кăтартнисенче вак-тĕвеке те айккине хăварман. Автор иртнипе хальхине çыхăнтарать, кĕнекери çынсене куçа курăнман микрофон «тыттарать», пулăмсене паянхи кун куçĕпе хаклать, хальхипе 50 çул каялла пулни-иртнине танлаштарать. Чăваш «Кăйкăрĕн» биографийĕнчи никамах та пĕлмен фактсене илсе кăтартать.

«...Журналист куçĕпе пăхсан мана истори пĕлтерĕшлĕ çав кунсенче чăннипех ăнса пычĕ: репортерăн канăçсăр профессине суйласа илнĕ май 3-мĕш Космонавт ячĕпе çыхăннă манăçми пулăмсене куртăм кăна мар, мана вĕсене çутатса пама телей пÿрчĕ, - тесе çырать кĕнеке ум сăмахĕнче Валентина Андреевна. - Акă çур ĕмĕр ĕнтĕ 3-мĕш Космонавтăн нумай енлĕ таланчĕ çинчен калатăп, унăн биографине тĕплĕн тишкеретĕп, Андриян Николаев çинчен «Первопроходцы космоса» ярăмри кĕнекене хатĕрлерĕм. Хам тĕрлĕ çулта çырнă репортажсемпе интервьюсен, публицистика очеркĕсен сыпăкĕсемпе паян «Андриян Николаев: орбиты космические и земные» документлă повеçре вырăнлă усă куртăм».

2003 çултанпа «Чăваш Енĕн паллă çыннисем» библиографи ярăмĕ «Архитектор Петр Егоров» /Э.Ф.Кузнецова/, «Элли Юрьев. Художник и время» /Ю.В.Викторов/, «Композиторы Воробьевы» /М.Г.Кондратьев/, «Слово о монахе Иакинфе Бичурине» /П.В.Денисов/, «Иван Яковлев и его потомки» /Н.Г.Краснов/, «Даниил Эльмень: острые грани судьбы» /М.И.Иванов/, «Степан Максимов: музыкант-просветитель» /М.Г.Кондратьев/, «Николай Никольский: ученый, просветитель, общественный деятель» /авторĕсем - В.Д.Димитриев, А.П.Леонтьев, Г.Б.Матвеев/, «Чапаев: мастер наступления и обороны» /В.О.Дайнес/ кĕнекесем пичетлесе кăларнă. «Андриян Николаев: орбиты космические и земные» - çак ярăмри вуннăмĕш кĕнеке.

 А.ВАСИЛЬЕВА.

"Хыпар", 03.07.2013.

"Мана та йÿçĕ тĕтĕм чыхăнтарнă..."

Сăввисене вуласан авторăн кун-çулĕ куç умне тухса тăракан поэтсем пирĕн нумаях мар. Петĕр Хусанкая тÿрех аса илме пултаратпăр ку енĕпе, çырнисем пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Юрий Айдаша та çак йыша кĕртес килет.

Подробнее...

Пĕчĕк вулавçăсем валли

Чăваш кĕнеке издательстви кĕçĕн çулти ачасем валли çуллен çирĕм ытла кĕнеке пичетлесе кăларать.

Çак кунсенче тата виçĕ çĕнĕ кăларăм пĕчĕк вулавçăсем патне çитнĕ. Николай Карайăн «Мучи пĕви», сăмахран, ачасене килти чĕр чунсемпе, вĕçен кайăксемпе паллаштарать.

Лидия Сарине чăваш шăпăрланĕсене «Телейлĕ кăмпа» кĕнекепе савăнтарасшăн. Унта «Ылтăн укçа», «Телейлĕ кăмпа», «Кÿршĕсем», «Телей» тата ытти юмах-пьеса кĕнĕ.

Надежда Медюковăн «Новогодний праздник» кĕнекине кĕçĕн класра вĕренекенсем çеç мар, ачасен ашшĕ-амăшĕ те вуласса шанатпăр. Унта аслисемпе çитĕнекен ăру хутшăнăвĕсене хускатнă. Кĕнекере 12 калав.

 Н. КИРИЛЛОВА.

"Хыпар", 25.06.2013.