Чувашское книжное издательство

Шухăшсем ачалăха тавăраççĕ…”


Эпĕ хăвăл çăкаран

Йăва турăм — хĕпĕртерĕм.

Шăнкăрчсем валли манран

Парне пултăрччĕ ку терĕм.

Йышăнсассăн йăвана

Чĕпĕсем кунта ÿстерчĕç.

Юрласа вĕсем мана:

“Тавтапуç, Хĕветĕр!” — терĕç.

Çак йĕркесене эпĕ Чăваш кĕнеке издательствинче анчахрах кун çути курнă Николай Карайăн “Мучи пĕви” кĕнекинчен илтĕм. Унта пĕчĕк вулакансем валли калăпăшĕпе пысăках мар вуншар сăвăпа калав кĕнĕ.

Николай Карай чăваш вулаканĕсемшĕн çĕнĕ ят мар. Унăн пĕрремĕш сăвви вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех Красноармейски районĕн “Ял пурнăçĕ” хаçатра çапăнса тухнă. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ хыççăн вăл республикăри шкулсенче ачасене тăван литература хăвачĕпе илемне туйса илме пулăшрĕ, пĕр вăхăт район хаçат редакцийĕнче хăйĕн çырас ăсталăхне малалла туптарĕ. Кирек ăçта ĕçлесен те, Николай Дмитриевич-Карай сăвă-калав хайлама пăрахмарĕ, паянччен вунă ытла кĕнеке пичетлесе кăларчĕ, ытларахăшĕ — кĕçĕн çулхи ачасем валли... Вĕсенче автор тăванлăхпа юрату, туслăхпа килĕшÿ темисене çĕклет, тăван тавралăх илемне упрама чĕнет. Çыравçă кашни сăмахпа йĕркене тĕплĕн шухăшласа, чуна витермелле калама тăрăшать. Унăн чылай сăввипе кĕвĕленĕ юрăсем радиохыпарлавпа телекурав кăларăмĕсенче час-часах янăраççĕ, халăх хушшинче те анлăн сарăлнă.

Николай Карай вăтăр çула яхăн Томск облаçĕнче пурăнать. Çичĕ теçетке урлă каçнăскерĕн сывлăхĕ начартарах пулнăран тăван тăрăха час-часах килсе çÿреймест. Апла пулин те тăван енче тĕвĕленнĕ çыхăнăва татмасть. Вулакансем асăрханах ĕнтĕ: “Ял пурнăçĕ” хаçатра ытти унăн хайлавĕсем тăтăшах пичетленеççĕ.

Пĕр ÿстермесĕрех калама пулать — “Мучи пĕви” кĕнеке шăпăрлансемшĕн чăннипех те пысăк парне вырăнĕнчех. Тĕрĕссипе, çыравçă хăйĕн пĕрремĕш “Шăллăм” кĕнекине те, иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулсен варринче тухнăсере, вĕсенех халалланăччĕ. Çак пархатарлă ĕçе ку таранччен те алăран ямасть.

— Ача пурнăçра аслисем курманнине курать, çитĕннĕ çын илтменнине илтет. Çапла вара мĕн курнине, мĕн илтнине хăйне май каласа пама пĕлет. Сăвă е калав çырнă чух шухăшсем мана ачалăха тавăраççĕ. Çавăнпах пулĕ маншăн çырса, каласа кăтартмалли пайтах, — тенĕччĕ пĕррехинче çак йĕркесен авторне Николай Дмитриевич.

Çак сăмахсем чăнлăхпа пĕр килнине унăн çĕнĕ кĕнекипе çывăхрах паллашнă хыççăн тепĕр хут туятăн та, ĕненетĕн те.

Чăваш кĕнеке издательствин сунтăхĕнче Николай Карайăн çĕнĕ ал çырăвĕсем татах та пур. Вулакансем патне вĕсем ыран-паян çитессе кĕтсех тăратпăр, авторне вара литература лаççинче малашне те паха произведенисем шăратса кăларма ырлăх-сывлăх, иксĕлми пултарулăх сунатпăр.

В. ШИНГАРЕВ.
"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета), 09.08.2013.

Ача-пăчана тĕлĕнтермĕш тĕнче парнелер-и?

Чăваш кĕнеке издательстви çурлана ырă вулав уйăхлăхĕ тесе палăртать, пурне те «Кĕнеке парнелетĕн-и/ Тĕнче парнелетĕн!» ыр кăмăллăх акцине хутшăнма йыхравлать.

Çамрăк вулакансем валли издательство çулсеренех илемлĕ те пуян содержаниллĕ вуншар кĕнеке кăларать. Вĕсен йышĕнче - чăваш литературинчи классиксемпе паянхи авторсен произведенийĕсем, халăх юмахĕсем, чикĕ леш енчи тата вырăс çыравçисен хайлавĕсен чăвашла куçарăвĕсем. Кĕçĕн çулти ачасемпе ашшĕ-амăшне, воспитательсемпе педагогсене уйрăмах вырăсла-чăвашла, акăлчанла-чăвашла тухакан, сăрласа илемлетмелли кĕнекесем килĕшеççĕ. Вăтам тата аслăрах ӳсĕмри вĕренекенсем валли «Шкул библиотеки» ярăмпа паха повеçсемпе калавсем пичетленеççĕ. Вĕсенче ача-пăча тĕнчи, шухăш-кăмăлĕ туллин сăнланать.

«Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» ӳкерчĕксемпе сочиненисен республика конкурсĕ çулсеренех çирĕплетсе парать - ачасем çĕнĕ кĕнекесемпе паллашсах тăраççĕ, урокра тата класс тулашĕнчи мероприятире илнĕ пĕлӳпе пĕлсе усă кураççĕ, хăйсен шухăшне хаваспах палăртаççĕ, пĕтĕмлетӳсем тăваççĕ... Анчах пур кĕнеке те вĕсем патне çитменни пăшăрхантарать. Шкул тата модель вулавăшĕсенче ача-пăча кĕнекисем ?уйрăмах чăвашлисем% питех те сахал.

Сире чĕлхене упраса хăварас, ăна аталантарас ыйтусем хумхантараççĕ тĕк, ачасем кĕнеке вуласа çитĕнччĕр тетĕр пулсан эсир ку пуçарулăхран аякра пăрăнса юлмастăрах. Пĕр пархатарлă ĕç çĕршер ырă сăмахран витĕмлĕрех. Мĕншĕн тесессĕн ырă кăмăллăх вăл - ăслăлăх та, абстрактлă ăнлав та мар. Вăл - татăклă утăм тума пултарни. Арçын ачасемпе хĕр пĕрчисене чăн-чăн ĕлккен тĕнче - кăсăклă та илĕртӳллĕ вулав тĕнчи - парнелесси - кашнин аллинче.

Мĕн тумалла-ха ăна валли/ Питĕ ансат - Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă кĕнекесене туянмалла та Пĕлӳ кунĕ умĕн вĕсене е шкул тата модель вулавăшĕсене, е ача çурчĕсемпе интернатсене, е нумай ачаллă çемьесене парнелемелле. Информаципе тĕплĕнрех www.chuvbook.ru сайтра паллашма (8352) 28-85-51 телефонпа ыйтса пĕлме пулать. Акцине кирек кам та хутшăнаять. Адреслă пулăшăва та йышăнаççĕ. Литературăна 10 пин тенкĕлĕх е ытларах туяннă пулсан ăна кирлĕ çĕре çитерессине йĕркелӳçĕсем хăйсем çине илеççĕ.

«Ыр кăмăллăх» тени пирĕн çĕр-шывра нихăçан та пушă сăмах пулман. Апла, кăмăллă йăлана паян та тăсмаллах. «Кĕнеке парнелетĕн-и? Тĕнче парнелетĕн!» акци евĕр мероприятисем уйрăм çынсем тăрăшнине пĕр тĕвве пуçтарма, ыттисене те çак ĕçе явăçтарма пулăшаççĕ. Пĕрле пухăнса ача-пăчана тĕлĕнтермĕш тĕнче парнелер-и? Çав тĕнчен ячĕ вара - КĔНЕКЕ!

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

«Тантăш», 08.08.2013.

Хуккапа туслашма васкăр!

Лайăх кĕнекен пĕр паха ен пур. Мĕнлине пĕлетĕр-и Ăна вуласа тухсассăн та алран ярас килмест. Вăл нихăçан та йăлăхтармасть. Эсĕ пусăрăнчăк кăмăллă чухне хавхалану кӳрет «чĕмсĕр тусу». Хаваслă чухне вара сăн-питре йăл кулă çиçтерет.

Тин кăна Чăваш кĕнеке издательствинчен 1500 экземплярлă тиражпа тухнă «Домовенок Фока и его друзья. Управçă Хуккапа унăн тусĕсем» кĕнеке те çавăн йышшисенченех. Унăн авторĕ - Андрей Растворцев. Кĕнеки кăна мар, çыравçи те тĕлĕнмеллискер. Çавăнпа унпа паллаштармаллах вулакана. Андрей Васильевич Амур облаçĕнчи Гонжа салинче çуралса ӳснĕ. Ленинградри топографи техникумне пĕтернĕ. 1979 çултанпа Шупашкарта пурăнать. 35 çул ĕнтĕ Вăта Атăл аэрогеодези предприятийĕнче тăрăшать. Çав хушăрах литература анинче тухăçлă ĕçлет.

А.Растворцев - темиçе сăвă пуххин, «Лунная дорога» 2009, «Хранители очага» 2012 кĕнекесен авторĕ. «ЛИК» журналта тăтăшах пичетленет. Раççейĕпе паллă «Невский альманах», «Дальний Восток», «Юность» журналсемпе те тачă çыхăну тытать. Пултаруллă çыравçă хайлавĕсене ахаль вулакансем кăна мар, критиксемпе литературоведсем те пысăк хак параççĕ. Ахальтен мар 2011-2013 çулсенче А.Растворцев «Большой финал» конкурсра харăсах темиçе номинацире çĕнтерӳçĕ, призер ячĕсене тивĕçнĕ. Виçĕ калавне «Ширтан», «Белый кречет», «Душа таежная» «Триумф короткого сюжета» кĕçĕн проза конкурсĕнче 2011-2012 дипломпа палăртнă.

«Управçă Хукка» патне таврăнар-ха. Вырăсла çыракан авторăн хайлавĕсене чăвашла Юрий Сементер Чăваш халăх поэчĕ куçарнă. Вĕсене кĕçĕн çулхи ачасене халалланă. Апла пулин те кирек хăш ӳсĕмри вулавçăшăн та кăсăклă пулмалла. Сăнарсем ырă та килĕшмеллискерсем, тепĕр чухне - кулăшла та. Кашнинчен тĕслĕх илмелле. Хĕрт-сурт ачи Хукка, сăмахран, «питĕ вăр-варскер», «питĕ вĕренесшĕн», «кирек мĕнле ĕçе те хăех тăвать», «мĕн пĕлменнине те хăвăртах вĕренет»... Кăткăс лару-тăрура та ытти кил управçсем унранах «ăс ыйтаççĕ», мĕншĕн тесессĕн Хукка пĕлмен япала çук. Канашпа-и е ĕçпе - яланах пулăшать маттурскер.

Кăварçă, Хĕрт-сурт тата Картишçĕ те кил-çурта тирпейлĕхре тытас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ, «тар юхтарсах ĕçлеççĕ». Канма та пĕлеççĕ: пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ, шашкăлла, пытанмалла выляççĕ, какай арманĕн аври çине ларса, тетте пăравуспа ярăнаççĕ, карап ăсталаççĕ, хăмпăпа тӳпене хăпараççĕ... Вĕсемпе пĕрле яланах - Хукка. Йывăрлăхсенчен те хăрамаççĕ кил управçисем.

Куçару чĕлхи илемлĕ, яка. Вуланăçем вулас килет, куç умне ӳкерчĕк сăнарланса тухать: «Симĕс вăрман уçланкинче, сенкер кӳлĕ хĕрринче, ешерекен пахчаллă-анкартиллĕ ял ларать. Унти хитре, ăшă, таса çуртсенче ырă кăмăллă çынсем пурăнаççĕ. Çав çынсен пулăшса пыраканĕсем те пур: хĕрт-суртсем, картишçĕсем тата кăварçăсем».

Калавсене вуласа тухсассăн кил управçисем чăнласах та пуррине ĕненме пуçлатăн. Ара, М.Николаевăн ӳкерчĕкĕсем те çак шухăша çирĕпленме пулăшаççĕ мар-и/ Питех те чĕррĕн курăнаççĕ Хуккапа тусĕсем. Килте пĕр-пĕр кĕтесре пирĕнтен пытанса пурăннăнах туйăнаççĕ хайхискерсем.

Кашни çемьене çитерес килет асăннă кĕнекене. Кил-йышпа пĕрле пуçтарăнса вуланинчен, кайран сӳтсе явнинчен ырăраххи мĕн пултăр Çутă туйăмсем, кил ăшши, пурнăç хаваслăхĕ, ĕç савăклăхĕ - йăлтах пур Андрей Растворцев кĕнекинче. Кашниех хăйне кирлине тупайĕ унта.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

«Тантăш», 08.08.2013.

Чувашское книжное издательство запускает акцию

Чувашское книжное издательство запускает акцию
 Фото  Видео репортаж Видео

Даришь книгу ― даришь мир! Чувашское книжное издательство в преддверии Дня знаний объявило август месяцем доброго чтения.
Жителей республики приглашают принять участие в благотворительной акции – приобрести детские книги и передать их в дар школьным или модельным библиотекам, детдомам, интернатам, многодетным семьям. Ежегодно Чувашское книжное издательство выпускает для юных читателей десятки книг – произведения классиков чувашской литературы и современных авторов, сказки, сборники повестей и рассказов. Часть изданий централизованно закупают министерства образования и культуры, но даже при этом детской литературы в библиотеках сейчас явно недостаточно. 
Наталия Яхатина, заместитель директора Чувашского книжного издательства: «Мы порядка 23 названий детских книг издаем в год. Хорошо если 50% этих книг поступает в общедоступные публичные библиотеки и в школьные библиотеки. И вот с этой целью, чтобы все наши книги дошли до юных читателей, мы эту акцию объявили».
Доставку до адресата книг на сумму от 10 тысяч рублей организаторы возьмут на себя. Всю информацию об условиях участия в акции можно узнать на сайте Чувашского книжного издательства. 


ГТРК "Чувашия", 07.08.2013

Паллă композитора халалласа

Чăваш кĕнеке издательствинче "Пĕр юрăн шăпи" ятлă çĕнĕ кĕнеке кун çути курчĕ.

Халăхра анлăн сарăлнă “Уçланкăри палан” юрă (сăвви Чăваш халăх поэчĕн Ю. Сементерĕн, кĕвви СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕн, Раççей халăх артисчĕн Ф. Лукинăн) янăрама тытăннăранпа вăтăр çул çитрĕ. Кĕнекере шăпах çак юрра шăрантарнă артистсен аса илĕвĕсем, Филипп Мироновичăн кун-çулĕпе творчествăри пултарулăхĕ çинчен статьясем, асăннă юрăн чăвашла тата вырăсла нотисем пичетленнĕ. “Пĕр юрăн шăпи” кĕнекене Ф. Лукин композитор çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. “Ача çулĕсенченех пирĕн ăс-тăнра хамăрăн паллă ентешĕн Ф. Лукин композиторăн халăхра анлăн сарăлнă юррисен кĕввисем юлнă. Унăн ятне халĕ кам пĕлмест пулĕ? Филипп Миронович юррисене эпир шкулта, уй-хирте, çуралнă çĕртен аякра пулсан та, юрланă. Паян та хамăр пурнăçа вĕсемпе йĕркелесе пыратпăр, çав юрăсем пире питех те çывăх”, — çыраççĕ кĕнеке ум статйинче район пуçлăхĕпе В. Григорьевпа район администрацийĕн ертÿçи А. Шестаков.
Кĕнекене А. Яковлев журналист пухса хатĕрленĕ. Тиражĕ 500 экземпляр.

 "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета), 02.08.2013.