Чувашское книжное издательство

Конкурс çĕнтерӳçисем

Чăваш Наци библиотекинче «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи вуланакан кĕнеке» конкурса пĕтĕмлетнĕ.

«Хальхи проза» номинацире Арсений Тарасовăн «Вĕлтĕртетсе вĕçет сарă çулçă» чăвашла, Андрей Растворцевăн «Тринадцатое полнолуние» вырăсла кĕнекисем çĕнтернĕ.

Ачасем валли чăвашла çырса икĕ издани мала тухнă. «Кĕлпук мучи юптарать» унта Ефим Никитин драматургăн халăх юмахĕсем кĕнĕ тата Светлана Асаматăн «Урам вăранчĕ» кĕнекисем. Калас пулать, Светлана Васильевна сăвăсене вырăсла та куçарнă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Вячеслав Рафиновăн проекчĕпе хатĕрленĕ «Мамины, бабушкины и мои сказки» кĕнеки те чи нумай вуланакан кĕнеке йышне кĕнĕ.

Куçарнă кĕнекесенчен Борис Чиндыковăн «Дети леса» мала тухнă.

Çак кĕнекесем пурте Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ. Апла пулсан пирĕн кĕнекесене вулакан асăрхать, алла тытса вулать.

 

Ольга ФЕДОРОВА, Чăваш кĕнеке издательствин

 ертсе пыракан редакторĕ.

 

«Елчĕк ен», Елчĕк районĕн хаçачĕ, 03.05.2017.

 

 

Малочисленные и редкие птицы родного края

С незапамятных времен птицы завораживали людей своей грациозностью и служили источником вдохновения для художников, поэтов и музыкантов. Они оставили глубокий след и в культуре народов разных стран мира, их голоса гармонично вплетаются в симфонию природы. Кочующих птиц можно встретить в любой точке нашей планеты.
На протяжении всей долгой истории изучения живой планеты птицы привлекали к себе внимание ученых. Научный интерес к загадкам мира пернатых не угасает и поныне.

В Чувашском книжном издательстве вышел первый том богато иллюстрированной книги «Птицы Чувашии. Неворобьиные» тиражом 1000 экземпляров (составители Л. Воронов, О. Глушенков и др.) Она рассказывает об образе жизни птиц, населяющих территорию республики и сопредельных регионов. Первый том содержит сведения о таких видах отрядов, как гагарообразные, аистообразные, фламингообразные, пеликанообразные, гусеобразные и других, отмеченных на территории Чувашской Республики. В очерках приводятся современные данные по распространению, численности, размножению, охране и роли птиц в экосистемах.
Издание имеет богато иллюстрированный материал, в него включены картосхемы мест обитания малочисленных и регистрации редких видов птиц. Книга адресована орнитологам, экологам, студентам, школьникам, а также любителям природы родного края.
О. ФЕДОРОВА,
ведущий редактор Чувашского книжного издательства.
Козловская районная газета "Знамя", 03.05.2017.

 

 

 

 

Уявра чăваш кĕнеки

Пурнăçăн тӳнтер енĕсене уçса кăтартнă

Пурнăçри кăлтăксене уçса паракан юптару жанрĕ чăваш литературинче анлă сарăлнă теме йывăртарах пулĕ. Мĕн ачаранпах эпир, вăтам çулсенчи вулакансем, Иван Мучи, Александр Кăлкан, Александр Галкин юптарăвĕсене вуласа ӳснĕ — ун хыççăн ытти авторсен юптару кĕнеки алла лекмен. Çыраканĕ çук-ши текен шухăш та çурала пуçланăччĕ... Паянтан çук, пачах та апла мар тесе хăюллăнах калама пулать.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче çамрăк та пултаруллă çыравçăн Владислав Николаевăн «Дипломлă Тиха» юптарусен кĕнеки 1000 экземпляр тиражпа пичетленсе тухрĕ. Чи малтанах çак кĕнекен ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2016 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ тесе палăртмалла.

Тĕрлĕ темăсем хускатнă хайлавсенче çыравçă. Ак сăмахран:

...Аван курав. Çĕнни нумай.

Курса тĕлĕнмелли самай.

Анчах... Тăхта-ха, кам унта,

Çав кĕтесре. Тухсам кунта.

Ак тухрĕ Капăртма,

Ун хыççăн – Пашалу...

Вĕсем те хутшăнасшăн пулнă курава,

Анчах та лекнĕ тĕттĕм кĕтесе кăна.

(«Капăртмапа Пашалу».)

Е тепĕр юптарăвĕнче Тиха алла диплом илет, ялта ашшĕ-амăшĕ савăнать. Анчах иртерех мар-ши дипломлă тихапа мухтанма. Ун юрри ял майне каймасть иккен:

Диплом ман пур, каймастăп ĕçлеме —

Хура ĕç ĕçлеме эп вĕренмен...

(«Дипломлă Тиха».)

Пурнăçăн тӳнтер енĕсем уççăнах тухса тăраççĕ «Дипломлă Тихара»: çăткăнлăх, каппайчăклăх, çынна мулне кура хисеплени, пуш параппан çапни, çăхав çырса пуçлăхсем умĕнче ырă пулни, тăван кĕтесе манса кайни... Тата ытти кăлтăксене çиеле кăларакан хайлавсене аслă классенче вĕренекенсемшĕн вулама усăллă, интереслĕ пулĕ. Ыттисен мар, хамăр пурнăçах тухса тăрĕ куç умне тимлĕрех тишкерсен. Çакă пĕтĕмпех кĕнекере çеç юлсан питĕ те шеп пулĕччĕ.

Чăваш кĕнекин уявĕ

ÇАВРА СĔТЕЛ

Етĕрне районĕнче Чăваш чĕлхин кунне 1-мĕш гимнази никĕсĕ çинче паллă турĕç.

Уяв пынă май гимназистсем хутшăннипе чăваш чĕлхин, литературин тата тăван ен культурин вĕрентекенĕсен педагогика ăсталăхĕн фестивалĕ иртрĕ. Унтан «Чăваш кĕнекине хальхи условисенче анлă сарасси: çивĕч ыйтусем тата вĕсене татса памалли çул-йĕрсем» ятпа муниципалитетсен семинарĕ пулчĕ.

Мероприятие Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ В.Алексеев уçрĕ. Семинара хутшăнакансене Чăваш Енĕн вĕрентӳпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ А.Федорова, Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Софронов саламларĕç. Çавра сĕтел ĕçне чăваш поэчĕ Ю.Сементер, ача-пăча çыравçи М.Краснов, поэт, драматург М.Карягина, Чăваш наци конгресĕн представителĕсем, Чăваш кĕнеке издательствин, республикăри ача-пăча çамрăксен библиотекин ĕçченĕсем, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш тата Етĕрне районĕсенчи библиотекарьсемпе вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Семинара хутшăнакансем тухса тăракан çивĕч ыйтусене татса памалли çул-йĕрсене сӳтсе яврĕç, чăваш кĕнекисене пичетлес тата сарас, чăваш чĕлхипе литературине шкулсенче, ача сачĕсенче вĕрентес ыйтусем тăрăх хăйсен сĕнĕвĕсемпе асăрхаттарăвĕсене пачĕç.

Мероприятире «Етĕрне энциклопедийĕн» иккĕмĕш томне презентацилерĕç. Етĕрнери тĕп библиотека системин директорĕ Н.Долгова энциклопедие хатĕрлес енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Сăмах май каласан, вăл хăй те кĕнеке пичетлесе кăларма материалсем хатĕрлес ĕçе тӳпе сахал мар хывнă.

Энциклопеди авторĕ журналист, çыравçă, таврапĕлӳçĕ Валериан Муравьев шутланать. Вăл сахал мар кĕнеке, çав шутра «Етĕрнен кĕске энциклопедине» тата «Етĕрне энциклопедийĕн» пĕрремĕш томне хатĕрленĕ. Шел пулин те, кăçалхи апрелĕн 16-мĕшĕнче унăн чĕри тапма пăрахнă, анчах вăл хăйĕн пурнăçĕнчи тĕп ĕçне алăра тытса пăхма ĕлкĕрнĕ...

Унăн мăшăрĕ Ольга Максимовна тата хĕрĕ Надежда Валериановна мăшăрĕпе ашшĕ çинчен тата çавăн пекех энциклопедие пичете хатĕрлени çинчен аса илчĕç. Иккĕмĕш кĕнекене 1800 ытла словарь статйи, çав шутра район ĕçченĕсен биографийĕсем, халăх пурăнакан вырăнсем, предприятисемпе учрежденисем çинчен калакан сведенисем кĕнĕ.

«Етĕрне энциклопедине» тăвас ĕçе республикăра паллă таврапĕлӳçĕсем сахал мар хутшăннă. Вĕсем: Г.Иванов, Г.Зотова, Н.Сапожников, Г.Савельев, Ф.Федоров. Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Иванова вĕсене тата çавăн пекех Муравьевсен çемйине тав туса çĕнĕ кĕнеке парнелерĕ.

Семинар вĕçĕнче Етĕрне районĕн ӳнерпе краеведени музейĕнче чăваш йăлин залне уçрĕç.

 

А.ДАНИЛОВ.

«Ĕç ялавĕ» Етĕрне район хаçачĕ, 29.04.2017.