Чувашское книжное издательство

Пĕртăван Турхансене халалланă кĕнеке кун çути курчĕ

Нумай пулмасть «Чăвашсен чаплă çыннисем» библиографи ярăмĕ çĕнĕ кăларăмпа пуянланчĕ – Чăваш кĕнеке издательствинче Ф.Н. Козловăн «Братья Турхан: личности и время» монографийĕ (редакторĕсем _ В.Н. Алексеев тата Е.П. Семенова) кун çути курчĕ. Тиражĕ _ 1100 экземпляр.

Кĕнекене XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш интеллигенцийĕн паллă представителĕсене, хальхи Чăваш Республикинчи Елчĕк районне кĕрекен Турхан ялĕнче çуралнă пĕртăван Якку, Энтри, Хĕветĕр Турхансене халалланă. Кашниех _ историре, литературăра, фольклористикăра тата чиркӳ пурнăçĕнче палăрнă хăйне евĕрлĕ личность. Анчах паянччен те вĕсен биографийĕсене çителĕклĕ таран тĕпчемен, нумай ыйту çаплипех хуравсăр пулнă. Пĕртăвансен кун-çулне халиччен тишкернĕ тĕпчевçĕсен ĕçĕсем те тулли информаципе тивĕçтереймеççĕ. Шăпах çак сăлтав тата харкамлатнă наци историйĕпе, Чăваш çĕрĕнчи Православи аталанăвĕпе кăсăкланни Ф.Н. Козлова асăннă кĕнекене çырма хистенĕ.

Аннотацире пĕлтернĕ тăрăх, документсемпе пичетленнĕ çăл куçсене, пĕртăвансен тăхăмĕсенчен илнĕ интервью тексчĕсене, маларах ирттернĕ тĕпчевсене тĕпе хурса кашни геройăн пурнăçĕпе пултарулăх çул-йĕрне туллин реконструкциленĕ, паллă мар е тавлашуллă самантсене татса пама тăрăшнă. Чăваш çĕрĕнче XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче _ XX ĕмĕрĕн малтанхи вунăçуллăхĕсенче обществăпа политика тата чиркӳ хутлăхĕсенче пулса иртнĕ улшăнусем урлă уйрăм çын шăпи сăнарланать.

Пĕртăвансен кашнинех хăйĕн туртăмĕ, характерĕ. Кĕнеке авторĕ палăртнă тăрăх, Яккупа Хĕветĕр чăваш литературин тӳпинче метеор пек вĕçсе иртсе йĕр хăварнă, Энтри пултарулăх тĕлĕшĕнчен вăрăм ĕмĕрлĕрех пулнă. Анчах виççĕшне пĕрлештерекен пысăк ăсталăх та пур _ вĕсен кашни сăвви, палăртуллă та асра юлмалла тытăмлăскер, патриотизм туйăмĕпе сывлать тейĕн. Турхансем кулленхи улшăнусенчен аякра тăма пултарайман. Пĕр çемьеренех çĕршыва юрăхлă, пултаруллă та хастар темиçе ывăл тухни, вĕсем литературăри уйрăм жанрсене пуçарса яни, куçару ĕçĕн никĕсне хывни, хăйсене философи шыравĕнче тĕрĕслени _ пархатарлă тĕслĕх.

Кăларăмра Чăваш Республикинчи Патшалăх истори архивĕнчи, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнчи, Чăваш наци музейĕнчи, Вероника Андреевнăпа Василий Андреевич Турхансен, Л.П. Турханăн, Т.О. Аристован, Л.З. Толстован çемье архивĕсенчи тата А.Ф. Сухановскийĕн харкам архивĕнчи сăнӳкерчĕксемпе усă курнă. Фронтисписри пĕртăван Турхансен портречĕн авторĕ _ В.Н. Гончаров.

ТĔПЛĔНРЕХ

«Чăвашсен чаплă çыннисем» библиографи ярăмне 2003 çулта пуçарса янă. Ку таранччен çак кĕнекесем кун çути курнă: Э.Ф. Кузнецован «Архитектор Петр Егоров», Ю.В. Викторовăн «Элли Юрьев. Художник и время», М.Г. Кондратьевăн «Композиторы Воробьевы», П.В. Денисовăн «Слово о монахе Иакинфе Бичурине», Н.Г. Красновăн «Иван Яковлев и его потомки», М.И. Ивановăн «Даниил Эльмень: острые грани судьбы», М.Г. Кондратьевăн «Степан Максимов: музыкант-просветитель», «Николай Никольский: ученый, просветитель, общественный деятель» (авторĕсем _ В.Д. Димитриев, А.П. Леонтьев, Г.Б. Матвеев), В.О. Дайнесăн «Чапаев: мастер наступления и обороны», В.А. Иванован «Андриян Николаев: орбиты космические и земные», Ю.М. Артемьевăн «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессмертие», В.Г. Родионовăн «Сеспель _ цветок Земли и Неба», М.Г. Кондратьевăн «Гора золотая...» Федор Павлов и его время».

Ф.Н. Козловăн «Братья Турхан: личности и время» кĕнеки ярăмри вун тăваттăмĕш кăларăм пулса тăчĕ.

Серин ӳнерçи _ Э.М. Юрьев.

Людмила Николаеван «Хĕвел кулли. Улыбнулось солнышко» кĕнекен хăтлавĕ иртрĕ

Нумаях пулмасть Шупашкарти 62-мĕш шкулта Людмила Николаеван «Хĕвел кулли. Улыбнулось солнышко» ача-пăча кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. Кĕнеке уявне хулари шкулсенче вĕренекенсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, Л.П. Симонова куçаруçă, Н.В. Андреева ӳнерçĕпе Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ О.Л. Федорова килчĕç. «Хĕвел кулли. Улыбнулось солнышко» Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ, вăл икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла пичетленчĕ.

Людмила Николаева кĕнеке епле çурални пирки каласа пачĕ. «Эпĕ хаваспах куçартăм Людмила Петровна сăввисене, ачасем валли çырнăскерсем ансат, çав вăхăтрах сăнарлă та тарăн шухăшлă», — тесе пĕлтерчĕ Людмила Павловна куçаруçă. Уява килнĕ ӳнерçĕпе редактор валли те ертсе пыракансем тĕпчевлĕ ыйтусем хатĕрленĕ иккен. «Кĕнекери сăнарсенчен хăшĕ сирĕн чуна чи çывăхрах пулчĕ. Кĕнеке ӳнерçи пулма çăмăл-и.» — ыйтрĕç Н.Андреевăран.

Людмила Петровна вĕренекенĕсем уява парнепе килнĕ: вĕсем пуян ӳкерчĕклĕ кăларăмпа паллашнă хыççăн хатĕрленĕ ӳкерчĕксемпе паллаштарчĕç, «Пахча çимĕç» пĕчĕк сценка лартса пачĕç. «Людмила Петровна Николаева пирĕн шкул уçăлнăранпах кунта ĕçлет, чăваш чĕлхи вĕрентет. Вĕрентет çеç мар, сăвăсем те çырать. Ку унăн тăваттăмĕш кĕнеки пулчĕ. Çакăн пек илемлĕ кĕнекепе паллашнă хыççăн пирĕн ачасем чăваш чĕлхине тата та ытларах юратса вĕренеççĕ, тĕрĕс çыраççĕ, таса вулаççĕ», — каласа пачĕ 62-мĕш шкул директорĕ Н.А. Кузнецова.

«Çак кĕнекене Чăваш Енри кĕçĕн çулхи вулакансем çеç мар, Тутар Республикинче пурăнакансем те хаваспах йышăнасса шанас килет. Çитес вăхăтра шăпах унта каятăп эпĕ», — вăрттăнлăхне уçса пачĕ сăвăç.

 

«Ял пурнăçĕ», Красноармейски район хаçачĕ, 13.10.2017.

Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кĕнекисем

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ çитрĕ. Ачасем шкула çӳреме пуçларĕç. Кирек мĕнле çула та юлташпа тухсан шанчăклăрах, хаваслăрах. Пĕлӳ тĕнчин сукмакне такăрлатма вара кĕнеке пулăшать. Çакна шута хурса Чăваш кĕнеке издательстви кăçалхи пĕрремĕш çур çулта чылай çĕнĕ кăларăм пичетлесе кăларчĕ.

Ачасем валли чылай кĕнеке кун çути курчĕ. Вĕсен йышĕнче юмах та пур (Галина Зотова «Вăтăр çичĕ пĕртăван»), сăвăсен пуххисем те (Людмила Николаева «Хĕвел кулли. Улыбнулось солнышко», Виталий Шемекеев «Витрери çăлтăрсем», Елена Светлая «Не шутите на дороге!»), калавсен пуххисем те (Ара Мишши «Пĕрремĕш утăмсем. Первые ступеньки», Ольга Австрийская «Чăлах пуканесем»).

Çулсеренех Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсне ирттерет. Пĕлтĕр пултарулăх ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ ал çырусем те уйрăм кĕнекен пичетленсе тухрĕç. Марина Карягинăн «Паттăр вăйĕ _ пăтăра» кĕнекине, сăмахран, шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли ӳсĕм уйрăмлăхĕсене шута хурса хатĕрленĕ. Автор поэзин тĕрлĕ жанрĕпе усă курнă. Чăваш литературинче сайра тĕл пулакан хăвăрткаламăшсем (скороговорки) ача чĕлхинчи кăлтăксене пĕтерме пулăшаççĕ, чĕлхине пуянлатаççĕ.

Вăтам классенче вĕренекенсем валли Николай Ишентейĕн «Ачаш кулăш вăрттăнлăхĕ» кĕнеке тухрĕ. Унта калавсемпе юмахсем тата юптарусем кĕнĕ. Ырă шӳт йывăрлăха сирет, кăмăла çĕклет. Йĕплесе илни вара çитменлĕхсемпе кĕрешме пулăшать, чăнлăха суяран уйăрма вĕрентет. Çак шухăш кăшăлласа тăрать те кĕнекене кĕнĕ хайлавсене.

Владислав Николаевăн «Дипломлă тиха» юптарусен пуххине вара аслă классенче вĕренекенсем кăна мар, çитĕннисем те интересленсех вулĕç. Айван ăслă е чее сăнарсем урлă çыравçă кулленхи пурнăçа сăнласа парать, çитменлĕхсене питлет. Пултарулăх, малалла ăнтăлас, ĕçлес туртăм çук çамрăка ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе илнĕ диплом нимле те пулăшаймасть тесе асăрхаттарть автор пĕр юптарăвĕнче.

Чăваш кĕнеке издательствинче сăрласа илемлетмелли кĕнекесем унччен те пичетленсе тухнă. Кăçал Елена Еньккан «Чувашский народный костюм. Чăваш кĕпе-тумтирĕ» ятлă кăларăмĕ кун çути курчĕ. Ăна вырăсла-чăвашла хатĕрленĕ. Чăваш тумĕ тăхăннă çынсене сăрлама пуçăниччен кĕнекери хушма материалпа паллашсан питĕ аван пулмалла. Тĕрĕс тĕссем суйласа илме кăна мар, тумтир пайĕн ячĕсене тĕрĕс палăртма та пулăшĕ ку. Кĕнеке вĕçĕнче танлаштарса пăхма чăваш тумĕн тĕрлĕ тĕслĕ ӳкерчĕкĕсене панă. Тăван культурăна тарăнрах пĕлес текенсемшĕн (çав шутра ачасемшĕн кăна мар, çитĕннисемшĕн те) Елена Еньккан кăларăмĕ чăннипех те пысăк парне пулĕ.

Çак кунсенче Левтина Марьен «Çыран чĕкеçĕ» пьеса-юмахĕсем те вулакан патне çитрĕç. Кĕнекене тăватă пьеса-юмах кĕнĕ. Вĕсен тĕп шухăшĕ _ туслăх, пĕр-пĕрне кӳрентерсен те каçарма пĕлни. «Çыран чĕкеçĕ» юмахра амăшĕ хăйĕн чĕпписене кушак аçинчен хӳтĕлесе суранланать _ суккăр пулса тăрать. Йывăр вăхăтра амăшĕпе юнашар кĕçĕн ывăлĕ çеç юлать. Пĕррехинче вăл асамлă чечек амăшне сыватма пултарассине пĕлет. Анчах ăçтан тупмалла-ха ăна. Чĕвĕлти чечеке шырама çула тухать. Левтина Марьен пьесисем шкул театрĕсемшĕн усăллă пулмалла. Сăмах май каласан, кĕнекери юмахсем радиоэфира тухма та ĕлкĕрнĕ.

Валентин Савелькинăн «Элчел» шухăшласа кăларман повеçĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçин пуçламăшĕнче плена çакланнă чăваш каччисен шăпи çинчен каласа парать. «Идель-Урал» легиона лекнĕскерсен кун-çулĕ пирки шухăшласа кăлармасăр çырса кăтартнă, чăн фактсемпе усă курнă.

Илемлĕ литература хайлавĕсем те кун çути курсах тăраççĕ. Сăмахран, Валерий Муравьевăн «Çылăхлă арçын» романĕн малтанхи икĕ кĕнеки, Хветĕр Агиверăн «Йĕпхӳри сасă», Николай Мартыновăн «Пурнăç урапи», Анатолий Кибечăн «Юлашки çыру» кĕнекисем пичетленсе тухрĕç.

Николай Мартыновăн ячĕ тĕрлĕ сăлтава пула, ытти хăш-пĕр çыравçăпа танлаштарсан, тен, ытлашши анлă сарăлман пулĕ. Анчах вăл _ чăваш литературинчи чи сисĕнкĕ, пултаруллă прозаиксенчен пĕри. «Пурнăç урапи» кĕнекене çыравçăн сакăр калавĕпе виçĕ повеçĕ кĕнĕ. Вĕсенче, тĕпрен илсен, юратупа мораль, чун-чĕрепе кăмăл-туйăм туртăмĕсем пирки сăмах пырать.

Атнер Хузангайăн «Без иллюзий: мой временникъ» литературăпа критика статйисен сборникĕ чăваш тата ытти халăх çыравçисен пултарулăхĕпе паллаштарать.

 

Ольга ИВАНОВА.

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

«Ял пурнăçĕ», Красноармейски район хаçачĕ, 15.09.2017.

Николай Терентьевăн «Суйласа илнĕ пьесисен» виççĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Терентьевăн (1925_2014) _ паллă чăваш драматургĕн, куçаруçин, актерĕн, Чăваш Республикин халăх писателĕн, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ деятелĕн _ «Суйласа илнĕ пьесăсем» кĕнекин виççĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ _ Борис Чиндыков? тиражĕ _ 1050 экземпляр.

Пĕрремĕш том 1994 çултах кун çути курнăччĕ. Иккĕмĕшĕ вулакан патне пĕлтĕр çитрĕ, унта халиччен пичетленмен хайлавсемпе те паллашма пулать. Виççĕмĕш тома драматургăн тĕрлĕ çулта çырнă чи паллă пьесисем кĕнĕ: «Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем (Ыйха çухатнисем)», «Çĕпĕр дивизийĕ (Сансăр пурнăç çук)», «Пурăнасчĕ çынсем пек», «Çылăх», «Çĕрпе хĕр», «Хумсем çырана çапаççĕ», «Çиçĕм хыççăн аслати». Н.Терентьев произведенийĕсен никĕсĕнче _ социаллă тата кăмăл-сипет хирĕçтăрăвĕсем. Вĕсенче тĕрлĕ саманари тĕрлĕ çынсен телейĕ-савăнăçĕпе хуйхи-суйхине кăтартса панă. Тĕпре яланах психологизм, çивĕчлĕх тата сăнарлăх.

Сăмахран, «Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем (Ыйха çухатнисем)» икĕ пайлă мыскара ялти çынсен пурнăçне сăнлать драматург. Лаврен Васильчпа Мархва, кӳршĕсем, хăйсен ачисене пĕрлештересшĕн. Арçын «масштаблă» шухăшлать: пускилсен çурт-йĕрĕ хӳхĕм, пахчи пысăк, эппин, хуçалăха самаях пысăклатма, пуйма пулать. Хĕрарăм килте арçын алли çитмест тесе пăшăрханать.

Хĕрпе каччă _ Петĕрпе Люба _ çап-çамрăк-ха, ачаранпах туслă. Вĕсем ашшĕ-амăшĕпе пĕр шухăшлă мар пулин те, çакна пытараççĕ. Любăн савнийĕ пур, Геннадипе вăл амăшĕнчен вăрттăн тĕл пулать, ăна качча тухса Якутие кайма ĕмĕтленет. Петĕр вара Улькана савать, анчах ашшĕн сăмахĕнчен иртме хăнăхманскер ăна хирĕçлеймест. Аслă ăру палăртнă тĕллевсенчен пачах пăрăнасшăн мар. Яш-кĕрĕм те тавçăрулăхпа, хастарлăхпа палăрса тăрать. Йывăр лару-тăруран мĕнле хăтăлса тухĕç-ши вĕсем. Пуласлăх камсен аллинче.

Мыскарана Н.Терентьев 1961 çултах çырнă, анчах вăл хăйĕн пĕлтерĕшне халĕ те çухатман. Самана улшăнать, ашшĕ-амăшĕ çав-çавах ывăлĕ-хĕрĕн пурнăçне йĕркелессишĕн хыпăнать, хăш-пĕр чухне виçерен иртсех. Çакна яр уççăн кăтартнă та драматург. Пьесăн тĕп шухăшĕ Улька сăмахĕсенче палăрнăн туйăнать: «Кашни çыннăн хăй вырăнне тупмалла пурнăçра. Унсăр пурнăç кичем. Мĕншĕн тесен пурнăç вăл пĕрре пулать. Ăна лайăх пурăнса ирттермелле, кайран чун ыратса е намăсланса çӳремелле ан пултăр!»

«Пурăнасчĕ çынсем пек» икĕ пайлă тунсăхлă комедири тĕп сăнар _ вун тăххăрти Натали студентка. Вăл университетра каçхи сменăра вĕреннисĕр пуçне Павăл ятлă тантăшĕпе пĕрле маляр ĕçĕсене пурнăçлама та ĕлкĕрет. Каччă хĕре вăрттăн юратать. Наталин чунне вара Лукка слесарь тыткăнлать, вĕсем пĕрлешме шутлаççĕ. Хĕрĕн ашшĕ, Степан Евсеевич, сисчӳленсе йышăнать ку хыпара.

Çăмăл-ши çемьеллĕ пурнăç. Натали ырми-канми ăшталанать: вĕренет, ĕçлет, килти хуçалăха тытса пырать, çитменнине, упăшкине техникума вĕренме кĕме хатĕрлет. Пурнăç урапи пĕр йĕрпе кусмасть çав _ Лукка тĕрĕс çултан аташса каять, мăшăрĕн чĕрине амантать. Мĕнпе вĕçленет-ши çемье историйĕ. Çамрăксем пĕр-пĕрне ăнланма, каçарма, килĕшӳ тупма хал çитерĕç-ши. Ĕç-пуç вĕçне тухичченех хумхантарĕç ку ыйтусем вулакана.

Николай Терентьевăн пьесисем _ пурнăç ыйтнипе çырăннă хайлавсем. Вĕсенче сăнланă ĕçсем пирĕн хушăрах, ахаль çынсемпех пулса иртеççĕ. Кашни сăнарăн шăпи хăйне евĕрлĕ. Вĕсем урлă драматург вулакана та, куракана та шухăшлаттарать, çиччĕ виçсе пĕрре касма хистет.

 

О. АВСТРИЙСКАЯ.

«Ял пурнăçĕ», Красноармейски район хаçачĕ, 11.08.2017.

С любовью пишем историю университета

19 октября в конференц-зале главного корпуса состоялась презентация монографии «Полвека на ниве образования: к 50-летию ЧГУ имени И.Н. Ульянова» и альбома «Чувашский государственный университет им. И.Н. Ульянова. 50 лет». Юбилейные книги вышли в Чувашском книжном издательстве.

В торжественном мероприятии участвовали авторский коллектив изданных трудов, деканы факультетов, преподаватели и студенты историко-географического факультета, факультета русской и чувашской филологии и журналистики, представители средств массовой информации.

Главный редактор монографии и книги-альбома, ректор А.Ю. Александров тепло приветствовал гостей встречи и рассказал об истории подготовки уникальных изданий, выразил искреннюю благодарность авторскому коллективу. Андрей Юрьевич подчеркнул, что коллективная монография – первый комплексный научный анализ роли нашего родного университета в социокультурном пространстве Поволжья и России, столь подробная летопись основных событий истории ЧГУ составлена впервые. Основные вехи истории, структура, система управления, факультетов и их кафедр в их истоической эволюции… Интересно и точно рассказывается о научно-образовательной миссии университета, многообразии его подразделений.

Книга-альбом отразила современное состояние вуза. Ее обложка выполнена в нежно-голубых оттенках, в цвете безоблачного неба, подразумевающего креатив и инновации, а фотографии освещают деятельность многотысячного коллектива Чувашского госуниверситета.

С добрыми словами и откликами выступили декан историко-географического факультета О.Н. Широков, главный научный сотрудник Чувашского государственного института гуманитарных наук И.И. Бойко, генеральный директор Чувашского книжного издательства В.П. Комиссаров, генеральный директор газеты «Советская Чувашия» В.Л. Васильев, заведующая кафедрой истории и культуры зарубежных стран Т.Н. Иванова, профессор кафедры электроснабжения промышленных предприятий В.А. Щедрин, декан химико-фармацевтического факультета О.Е. Насакин. Они отметили высокий уровень фундаментальных трудов.

Действительно, над монографией около пяти лет трудилась большая команда. Специалисты изучали архивные материалы, собирали воспоминания ветеранов, интервьюировали преподавателей, сотрудников и выпускников университета. Уникальными документами поделились музей ЧГУ и газета «Ульяновец». Под чутким руководством деканов велась работа на факультетах.

В завершение встречи ректор вручил экземпляры книг авторскому коллективу, деканам и гостям.

Н. АРТАМОНОВА.

«Ульяновец», 27.10.2017.