Чувашское книжное издательство

Чăваш чĕлхин çӳпçи

«Чăваш чĕлхин ăнлантару словарĕ» _ ку Н.И. Ашмаринăн пысăк ĕçне малалла туни.

Словаре Совет самани хыççăнхи вăхăтра чăваш лексикинче пулса иртнĕ улшăнусене шута илсе хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш кĕнеке издательствинче унăн виçĕ томне пичетлесе кăларнă ĕнтĕ. Пĕрремĕш томĕ 2011 тата 2013 çулсенче кун çути курнă. Унта А_И саспаллисемпе пуçланакан сăмахсем кĕнĕ. Иккĕмĕш томĕ 2014 çулта пичетленнĕ, унта чăваш алфавичĕн Й_К саспаллийĕсенчен пуçланакан чăваш сăмахĕсем кĕреççĕ.

Словарĕн виççĕмĕш томĕ те вăрахчен кĕттермен, ăна нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче 1500 экземпляр тиражпа пичетлесе кăларнă (наука редакторĕ _ Г.А. Дегтярев). Кĕнеке чăваш алфавичĕн К_П саспаллийĕсенчен пуçланакан сăмахсем кĕнĕ.

О.ФЕДОРОВА.

«Ĕç ялавĕ», Етĕрне районĕн хаçачĕ, 20.05.2017.

Роман-многотомник для читателей

Исполнилось 72 года со Дня Великой Победы. К этому важному празднику Чувашское книжное издательство подготовило для своих читателей необычный подарок – роман-многотомник В. Муравьева «Грешник» (Çылăхлă арçын). В издание вошли первые две книги.
Валериан Муравьев (1946-2017) – известный журналист, прозаик, краевед, член Союза журналистов России и Союза профессиональных писателей Чувашской Республики, составитель «Ядринской энциклопедии». Родился в с. Балдаево Ядринского района и до конца своих дней творил свои произведения на родной земле. Роман «Грешник» – одна из объемных его работ. Действие в романе происходит в годы Великой Отечественной войны и послевоенное время. Главный герой – раненый Федор Федоров – возвращается домой с фронта, и его сразу назначают председателем колхоза.
Из небольшой чувашской деревни на поле боя ушли 178 мужчин, 69 из них пали смертью храбрых, 30 человек пропали без вести. После возвращения фронтовиков домой жизнь в деревне меняется до неузнаваемости: дождавшиеся своих мужей и сыновей женщины вытирают слезы радости, а в сердцах других женщин зарождаются обида и зависть, поэтому не избежит любовных интриг и главный герой Федор.
Будет ли избранный им путь верным? Об этом читатель узнает уже в первых двух книгах. Полный любви и драматизма роман уже ждет своих читателей.


"Знамя труда", Ядринская районная газета, 24.05.2017.

Вулакансем валли нумай томлă романĕ

Аслă Çĕнтерĕве 72 çул çитрĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ уяв тĕлне Чăваш кĕнеке издательстви хăйĕн вулаканĕсем валли çĕнĕ парне - В.Муравьевăн «Çылăхлă арçын» нумай томлă романне хатĕрлерĕ. Романа пĕрремĕшпе иккĕмĕш кĕнеки кĕнĕ.

Валерий Муравьев ?1946-2017% - паллă журналист, прозаик, таврапĕлӳçĕ, Раççейĕн Журналистсен союзĕн тата Чăваш Республикин Профессиллĕ çыравçăсен союзĕн членĕ, «Етĕрне энциклопедине» хатĕрлекен. Етĕрне районĕнчи Палтай ялĕнче çуралнă, унтах ĕçлесе пурăннă. «Çылăхлă арçын» роман - унăн чи калăпăшлă ĕçĕсенчен пĕри. Романти ĕç-пуç Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче тата вăрçă хыççăнхи вăхăтра пулса иртет. Тĕп сăнар - аманнă Федор Федоров - килне фронтран таврăнать, ăна тӳрех колхоз председателĕ пулма уйăрса лартаççĕ.

Пысăк мар чăваш ялĕнчен çапăçу хирне 178 арçын тухса кайнă, вĕсенчен 69-шĕ паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ, вăтăрăшĕ хыпарсăр çухалнă. Фронтовиксем килĕсене таврăнсан ялти пурнăç урăхларах йĕрпе кусма тытăнать: хăйсен упăшкисемпе ывăлĕсене кĕтсе илнĕ хĕрарăмсем «çăмăлраххăн сывласа ячĕç, таврăнманнисен вара хуйхи пысăкланчĕ, кĕвĕçӳ туйăмĕ вăйланчĕ». Тĕп сăнар Хĕветĕр те юрату авăрĕнчен хăтăлаймасть.

Вăл суйласа илнĕ çул тĕрĕс пулĕ-и. Кун пирки вулакан пĕрремĕшпе иккĕмĕш кĕнекинче пĕлĕ. Юратупа тата пурнăç кăткăслăхĕпе пуян роман хăйĕн вулаканĕсене кĕтет.

«Ĕç ялавĕ», Етĕрне районĕн хаçачĕ, 24.05.2017.

Çирĕп кăмăллă та ырă чунлă пулма хавхалантаракан кĕнеке

Нумаях пулмасть чăваш ача-пăча литератури тепӗр çӗнӗ кӗнекепе («Чăлах пуканесем» калавсен ярăмӗпе) пуянланчӗ. Вăл Чăваш кӗнеке издательствин «кăмакинчен» пиçсе тухрӗ. Авторӗ – пултаруллă çамрăк çыравçă Ольга Австрийская. Тӗрлӗ калавсем кӗнӗ унта: шухăша яраканнисем («Чăлах пуканесем», «Миххи пӗви»), лирикăлли («Супăнь хăмпи»), йăл култараканнисем («Сăн ӳкерчӗк», «Сайтра тупнă «савни») тата ытти те.
Çамрăк çыравçă хайлавӗсенче юратупа кӳренӳ, савăнăçпа хурлăх, шанăçа çухатнипе малалла ăнтăлни юнашар пыраççӗ. Пурнăçра йывăрлăхсем нумай, анчах вӗсене çӗнтерме пуян чун-чӗрепе тӳрӗ кăмăл кирлӗ тет автор. Пӗрремӗш черченкӗ те таса юрату пысăк вырăн йышăнать кӗнекере.
Калавсене сăнарсен ӳсӗмне кура вырнаçтарса тухнă. Кӗнекене уçсанах вулакан шкулта аслă классенче вӗренекенсемпе паллашать, вӗсемпе, пӗрремӗш юрату авăрне лекнӗскерсемпе, пӗрле пăшăрханать-савăнать. Кăларăм вӗçӗнчи страницăсенчи сăнарсем – çамрăксем. Университетран вӗренсе тухнă ӗнтӗ, ӗçе вырнаçнă. Кунта вара пачах урăхла йывăрлăхсем. Çапах та пуçа усмаççӗ вӗсем, малаллах ăнтăлаççӗ.
Кам-ши вăл Ольга Австрийская? Вăл Вăрнар районӗнчи Пăртас ялӗнче çуралса ӳснӗ. «Тантăш» хаçатра корреспондентра, çамрăксен политикин пай редакторӗнче ӗçленӗ. Халӗ Чăваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература пайӗн редакторӗнче тăрăшать. Ачаранпах калавсем, сăвăсем çырнă, вӗсем республикăри тата Вăрнар районӗн «Çӗнтерӳ çулӗ» хаçатӗнче тухнă. Унăн хайлавӗсем «Çӗнӗ ятсем уçатпăр – Открываем новые имена» коллективлă сборникра пичетленнӗ. «Чăлах пуканесем» – унăн уйрăм тухнă пӗрремӗш кӗнеки. Çӗнӗ кӗнекери сăнарсем авторӗ пекех çирӗп кăмăллă та ырă чунлă. Вӗсем çутă малашлăха ӗненеççӗ, унталла ăнтăлаççӗ. Çакă вӗсене пурнăçра вăй-хăват парса пырать. Çавăнпа та чунра йывăр чухне Ольга Австрийская кӗнекине уйрăмах тытса вулама усăллă пек туйăнать.
Ольга ФЕДОРОВА.
"Сувар", 18.05.2017.

 

 

 

 

 

 

 

Чăваш кĕнеке тĕнчи çĕнĕ романпа пуянланчĕ

Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче фашистсене çĕнтернине кăçал çитмĕл иккĕмĕш хут палăртатпăр. Çак пысăк уяв тĕлне Чăваш кĕнеке издательстви чăваш литературине юратакансем валли çĕнĕ парне хатĕрлерĕ - Валерий Муравьевăн темиçе кĕнекерен тăракан «Çылăхлă арçын» романĕ пичетленчĕ. Вулакансем патне хальлĕхе романăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш кĕнеки çитрĕ.

В.В. Муравьев ?1946-2017% - паллă журналист, поэт, прозаик, таврапĕлÿçĕ. Вăл Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕ, унтах ĕçлесе пурăннă. Литература анине сăвăсемпе пырса кĕнĕ. Унтанпа нумай калав-повесть калăпланă, Етĕрне районĕн икĕ томран тăракан энциклопедине пухса хатĕрленĕ.

«Çылăхлă арçын» çыравçăн калăпăшлă ĕçсенчен пĕри. Унти ĕçсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Тĕп сăнар, Федор Федорович Федоров, вăрçăран яла урине амантса таврăнать, апла пулин те тÿрех хĕрÿ ĕçе кÿлĕнет - ăна колхоза ертсе пыма шанаççĕ.

Анчах та фронтра кăна мар, ялта та хаяр çапăçу пырать иккен. Тăхăр вунă виçĕ киллĕ Вăрманкасаран вăрçа çĕр çитмĕл сакăр çын тухса кайнă. Вĕсенчен утмăл тăххăрăшĕ хаяр çапăçусенче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ, вăтăрăшĕ хыпарсăр çухалнă. Фронтовиксем яла таврăнсан ял пурнăçĕ урăхларах йĕрпе кусма тытăнать. Çывăх çыннисене фронтран кĕтсе илнисем «çăмăлраххăн сывласа ячĕç, таврăнманнисен вара хуйхи пысăкланчĕ, кĕвĕçÿ туйăмĕ вăйланчĕ. Арçынсемшĕн кĕрешÿ, хирĕç тăру вăйланчĕ... Вăт çапла, халĕ фронт тени яла куçрĕ - куçа курăнман хаяр кĕрешÿ пуçланчĕ. Камшăн, мĕншĕн тетĕр-и. Арçыншăн. Арçын тутине кăшт та пулин тутанса пхассишĕн. Вăрттăн-и унта е уççăн... Мĕнле май килĕ», - паллаштарать автор хайлаври лару-тăрупа.

Хĕветĕр вăрçа кайсан темиçе çул туслă çÿренĕ Клава унран ача çуратать. Ялта хăйне мăшăрланма ĕлкĕреймен хĕр кĕтсе пурăннине пĕле тăркачах каччă госпитальте сипленнĕ чух унти медсестрапа юрату авăрне лекет. Фронтран таврăнсан ăна Верук почтальонка ирĕклĕн утма памасть... «Мĕн пулнă ял хĕрарăмĕсене - ватти те, вĕтти те аташаççĕ. Арçынсемшĕн тунсăхласа çитнĕ-и. Анне килте Çеменпе ыталашса выртать, кунта тути хĕрринчен амăшĕ сĕчĕ типме ĕлкĕреймен çап-çамрăк Верук маншăн ниçта кайса кĕреймест. Клава та...» - тĕлĕнет ĕнерхи салтак. Çитменнине тата яла госпитальти юратăвĕ - Белоруссии хĕрĕ Марина хырăмпа килсе тухать... «Мĕн тумалла-ши. Кампа пурнăç çулĕпе пĕрле утмалла. Капла çылăха кĕрсе çÿресен çемье çавăрасси те пулмĕ...» - пăтранаççĕ Хĕветĕр пуçĕнче шухăшсем. Тĕрĕс çул çине мĕнле тухĕ-ши вăл.

Алина ВЛАДИМИРОВА.

«Сувар», 13.05.2017.