Чувашское книжное издательство

Илемлĕ юрату историйĕ

Кирек мĕнле вырăн та хăйĕн историйĕпе палăрса тăрать. Анчах та вăхăт иртнĕçемĕн чылай япала манăçать, ун вырăнне халăхра упранакан халапсем йышăнаççĕ. Вĕсемпе паллашма кăмăллă, вулама интереслĕ. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Микул Ишимбайăн «Тăрачул» кăларăмĕ кун çути курчĕ. Унта повеçсемпе калавсем кĕнĕ.

Мĕн-ха вăл Тăрачул? Меселпуçĕнчи шкул музейĕнче хĕрарăмăн чул кӳлепи упранать. Пирĕн эрăчченхи пиллĕкмĕш ĕмĕртех ăсталанă-мĕн ăна. Çав кӳлепе пирки халăхра илемлĕ легенда упранать. Унти ĕç-пуç тĕп сăнарсен – Илемпе Акпаттăрăн – юратăвĕ тавра çаврăнать.

«– ...Тĕнче курса çӳресе куç уçăлчĕ ман. Ниçта та пирĕн пек уйрăмшарăн пурăнмаççĕ. Кун çинчен ваттисем умĕнче сăмах хускатрăм – вăрçса пĕтерчĕç. Эс çумра чух тĕнче тĕрлĕ тĕслĕн курăнать мана, çук чух вăл та тĕксĕм. Мĕне кирлĕ мана пуянлăх çумра эс çук пулсан? Лартам та урхамах çине илсе каям кăнтăр енчи ют çĕре.

– Юхан шыв та çыран тыткăнĕнче, Акпаттăр. Пĕр çил кăна нăхтасăр çӳрет пуль. Пиртен тухман йăла-йĕркене хирĕç кайса ăраскаллă пулаймăпăр. Ĕмĕтленни ĕмĕтпех юлĕ, курасси умрах пулĕ...» – çакăн пек калаçу пулса иртет тĕл пулсан Акпаттăрпа Илем хушшинче. Акпаттăрăн пĕр ĕмĕт – ытти çĕршывсенчи пек уйрăмшарăн мар, хĕрарăмпа арçын çемье пулса пĕр хуçалăх тытса пытăр.

Анчах мĕншĕн-ха повеçе «Тăрачул» тенĕ? Мĕнле вăрттăнлăх упранать çав чул кӳлепере? Куна вулакан кĕнекепе паллашсан тавçăрса илĕ.

Çавăн пекех кĕнекене «Суккăр юрăç» детектив тата пурнăç ӳкерчĕкĕсенчен калăпланă калавсем кĕнĕ. Çыравçăн чĕлхи пуян, сюжечĕсем интереслĕ: юратнă сăнарсен телейĕ синкерлĕ пулса тухнишĕн чун-чĕререн хурланатăн, тепĕр калавĕнче вара герой пĕр-пĕр кулăшла пăтăрмаха çакланнине пĕлетĕн.

Автор пирки

Микул Ишимбай 1955 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Пушкăртстанри Авăркас районĕнчи Дадановка ялĕнче çуралнă. Меселпуçĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Стерлитамак хулинчи химзаводра ĕçленĕ. Çарпа тинĕс флотĕнче службăра тăнă хыççăн Ишимбай хулине пурăнма куçнă. Унта «Восход» хаçатра малтан корреспондент, унтан пай пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ, пĕр вăхăтрах Челябинскри политехника институтĕнче вĕреннĕ.

Малтанхи сăввисем Авăркас район хаçатĕнче кун çути курнă. Вăл пултаруллă çыравçă çеç мар, куçаруçă та: Пушкăртстанра пурăнакан вырăс, тутар, пушкăрт çыравçисен чылай хайлавне чăвашла куçарнă. 2003 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Фатых Карим премийĕн лауреачĕ (2006). Хальхи вăхăтра – Пушкăртстанри «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн правленийĕн председателĕ.

О. ФЕДОРОВА,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

«Ялав», Куславкка район хаçачĕ,

26.01.2018.

Кĕлĕ _ ĕненекенсен хӳтлĕхĕ

Кĕлĕпе пуçланă ырă ĕç ăнăçса пырать. Турра ĕненекен çын пурнăçĕнче сăваплă та хăватлă çак сăмахсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă кăларăмсем Православи тĕнне тытса пыракансемшĕн питех те усăллă пулĕç.

«Кĕлĕ _ пирĕн хӳтлĕхĕмĕр» брошюра пĕрремĕш хут пичетленмест ĕнтĕ _ Турра ĕненекенсем çул çӳренĕ чух вуламалли кĕлĕсен кĕнекине кăларма ыйтнăран кăçал вăл улттăмĕш хут тухрĕ. Унăн редакторĕ тата куçаруçи _ В.Г. Григорьев, ӳнерçи _ Н.В. Андреева, тиражĕ _ 5000 экземпляр.

Ку кăларăм Туррăн Таса Ӳчĕпе Юнне ăша илес умĕн вуламалли кĕлĕсен йĕркине ылмаштарма пултараймасть, вăл _ килтен аякра çӳренĕ чухне пĕрле илсе çӳремелли кĕнеке. Çавăнпа калăпăшĕпе пĕчĕк, кĕсьере е сумкăра чиксе çӳреме меллĕ. Канаш тата Тăвай епархийĕн Высокопреосвященнейший Стефан епископ пиллĕхĕпе хатĕрленĕ кăларăма ирхи тата каçхи, кулленхи, кирек епле ырă ĕçе пуçăнас умĕн йăлăнмалли, Турра тав тумалли тата ытти кĕлĕсем кĕнĕ. Кирек мĕнле япалана та кĕлтуса тасатма, выçлăхран хăтăлма, тырă-пулă акнă, тĕрлĕ çимĕç лартнă, вĕсене пухса кĕртнĕ чухне пулăшу ыйтма, çĕнĕ пӳрте е хваттере пурăнма куçнă чух, чир-чĕрпе асапланнă чух... _ тĕрлĕ лару-тăрура вулама та ятарлă кĕлĕсем тупма пулать кунта.

Брошюрăра Таса Архангелсене кунсеренех йăлăнмалли кĕлĕсем те пур. Сăмахран, тунтикун Михаил Архангела кĕлтумалла, ытларикун _ Гавриил Архангела, юнкун _ Рафаил Архангела. Çавăн пекех Таса Апостола, Турă Амăшне, святойсене йăлăнмалли кĕлĕсем те вырăн тупнă кĕнеке страницисенче.

Февралĕн 19-мĕшĕнче Аслă типĕ пуçланать. Вăл апрелĕн 7-мĕшĕчченех тăсăлĕ. Çавăнпа та «Критри Андрей святойăн Аслă Канонĕ» кăларăм Аслă типĕ умĕн 3000 экземплярлă тиражпа кун çути курни _ чăннипех ырă хыпар. Ăна пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ _ В.Г. Григорьев, ӳнерçи _ Н.И. Орлова. Ку кĕнекене кăларнă чухне 1907 çулта Чĕмпĕр хулинче тухнă «Сборникъ молитвъ, песнопений и чтений изъ службъ Триоди постной» ятлă кĕнекепе усă курнă.

 

Критри Андрей святой çырнă «Аслă Канона» чиркӳре Аслă типпĕн пĕрремĕш эрнинче, тăватă пая пайласа, тунтикун, ытларикун, юнкун тата кĕçнерникун Каçхи кĕлĕ хыççăн, çавăн пекех Аслă типпĕн пиллĕкмĕш эрнинчи кĕçнерникун Ирхи кĕлĕре пĕтĕмĕшпех вулаççĕ. Пиллĕкмĕш эрнен кĕçнерникунĕнче Аслă Канона малтан пуçласа вĕçне çитиех (пайламасăр) вулаççĕ. Турра ĕненекенсем вăл канона килĕсенче кирек хăш кун та вулама пултараççĕ. Вăл _ ӳкĕнӳ канонĕ. Çавăнпа та ăна васкамасăр, тунă çылăхсемшĕн чунтанах ӳкĕнсе вуламалла. Вăхăчĕ пуррипе çителĕксĕррине кура, Аслă типĕн пĕрремĕш эрнинчи пек, канона пайласа вулама та е малтан пуçласа вĕçне çитиех вулама та юрать.

О. АВСТРИЙСКАЯ.

«Пурнăç çулĕпе», Элĕк район хаçачĕ,

02.02.2018.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

«Тăрачул» кĕнеке пичетленчĕ

Кирек мĕнле вырăн та хăйĕн историйĕпе палăрса тăрать. Анчах та вăхăт иртнĕçемĕн чылай япала манăçать, ун вырăнне халăхра упранакан халапсем йышăнаççĕ. Вĕсемпе паллашма кăмăллă, вулама интереслĕ. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Микул Ишимбайăн «Тăрачул» кăларăмĕ кун çути курчĕ (редакторĕ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Елена Енькка, тиражĕ – 1000 экземпляр). Унта повеçсемпе калавсем кĕнĕ. Мĕн-ха вăл Тăрачул? Меселпуçĕнчи шкул музейĕнче хĕрарăмăн чул кӳлепи упранать. Пирĕн эрăчченхи пиллĕкмĕш ĕмĕртех ăсталанă-мĕн ăна. Çав кӳлепе пирки халăхра илемлĕ легенда упранать. Унти ĕç-пуç тĕп сăнарсен – Илемпе Акпаттăрăн – юратăвĕ тавра çаврăнать.

– ...Тĕнче курса çӳресе куç уçăлчĕ ман. Ниçта та пирĕн пек уйрăмшарăн пурăнмаççĕ. Кун çинчен ваттисем умĕнче сăмах хускатрăм – вăрçса пĕтерчĕç. Эс çумра чух тĕнче тĕрлĕ тĕслĕн курăнать мана, çук чух вăл та тĕксĕм. Мĕне кирлĕ мана пуянлăх çумра эс çук пулсан? Лартам та урхамах çине, илсе каям кăнтăр енчи ют çĕре.

– Юхан шыв та çыран тыткăнĕнче, Акпаттăр. Пĕр çил кăна нăхтасăр çӳрет пуль. Пиртен тухман йăла-йĕркене хирĕç кайса ăраскаллă пулаймăпăр. Ĕмĕтленни ĕмĕтпех юлĕ, курасси умрах пулĕ... – çакăн пек калаçу пулса иртет тĕл пулсан Акпаттăрпа Илем хушшинче. Акпаттăрăн пĕр ĕмĕт – ытти çĕршывсенчи пек уйрăмшарăн мар, хĕрарăмпа арçын çемье пулса пĕр хуçалăх тытса пытăр.

Анчах мĕншĕн-ха повеçе «Тăрачул» тенĕ? Мĕнле вăрттăнлăх упранать çав чул кӳлепере? Кăна вулакан кĕнекепе паллашсан тавçăрса илĕ.

Çавăн пекех кĕнекене «Суккăр юрăç» детектив тата пурнăç ӳкерчĕкĕсенчен калăпланă калавсем кĕнĕ. Çыравçăн чĕлхи пуян, сюжечĕсем интереслĕ: юратнă сăнарсен телейĕ синкерлĕ пулса тухнишĕн чун-чĕререн хурланатăн, тепĕр калавĕнче вара герой пĕр-пĕр кулăшла пăтăрмаха çакланнине пĕлетĕн.

О. ФЕДОРОВА,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

«Çĕнтерӳ ялавĕ», Муркаш район хаçачĕ,

27.01.2018.

Чăваш халăх поэзийĕ виçĕ чĕлхепе янăрать

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче «Çĕр çавра юрă» ятлă илемлĕ кăларăм пичетленсе тухрĕ. Пухса хатĕрлекенĕ – Михаил Кондратьев, ӳнерçи – Станислав Юхтар, тиражĕ – 1500 экземпляр. Мĕнлерех кĕнеке-ха вăл?

«...Чăваш халăхĕн тăват йĕркеллĕ юррисене... вуласа пынă май акă мĕн асăрхатăн: çав юрăсен ятне манăçа туха пуçланă терминпа – халăх ят панă çавра юрăсем тесе кăтартнă, ку юрă е унăн пĕр «вĕçленнĕ» çаврăмĕ тенине пĕлтерет. Çавра юрăсенче хура-шур курса ӳснĕ çын пурнăçĕн чи хаклă ăнлавĕсем – ашшĕ-амăшĕ, ачисем, тăван-пĕтен, ĕç, чыс, шăпа, илем, пурнăçри савнăçпа хурлăх – тĕпре тăраççĕ», – тесе палăртать кĕнекене пухса хатĕрленĕ Михаил Григорьевич. Çавра юрăсем кĕнекере чăвашла çеç мар, вырăсла (Михаил Кондратьев куçарнă) тата акăлчанла (куçаруçи – Питер Франс) пичетленнĕ.

Чăвашсен çавра юррисене перссен рубайи, яппунсен танки, турккăсен мани йышне кĕртет вăл. Çавра юрăсенче параллельлĕх тĕпре:

Кĕмĕл çĕрĕ çыруллă,

Тăхнăр çыру пĕтиччен.

Пĕр юрланă юррине

Аснăр асран кайиччен.

Серебряное кольцо с надписью

Носите, пока не сотрется.

Нами спетую песню

Вспоминайте, пока не забудется.

Wear the inscribed silver ring

Until the inscription is wornĕ

Remember the song that we sing

Until you recall is moreĕ

(«Шухăшăмсене юрă уçрĕ» çавраран).

Сăвăсене шухăшĕсене кура тĕрлĕ сыпăксене ушкăнланă: юррăн пĕлтерĕшĕ çинчен «Шухăшăмсене юрă уçрĕ», пурнăçри ырăлăхпа сывлăх пирки «Çанталăкра мĕн хаклă» сыпăкра каланă, кил-çемье илемĕ çинчен калакан юрăсене «Илемĕсем кайĕç эпир кайсан» сыпăка пуçтарнă, унсăр пуçне «Юрла-юрла ĕçнисем илемлĕ», «Юри килтĕм юрлама», «Тăванăмсем-çунатăмсем», «Мĕн курасси пур-ши?», «Ырă ят юлтăр», «Ĕмĕр иккĕ килмест» сыпăксем те кĕнĕ.

Ольга ФЕДОРОВА,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

«Ялав», Куславкка район хаçачĕ,

02.02.2018.

Çамрăк çыравçăн кĕнеки пичетленчĕ

Чăваш кĕнеке издательстви çулсерен тĕрлĕ çыравçăсен хайлавĕсене пичетлесе вулакансем патне çитерет. Классиксемпе паянхи кун палăрнă авторсен кĕнекисемпе пĕрлех чăваш литературинче пĕрремĕш утăмсем тăвакансен кăларăмĕсем те кун çути кураççĕ. Çакă çамрăк çыравçăсене чăваш литературине малалла аталантарма самаях пулăшмалла.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче çамрăк прозаикăн Николай Андреевăн «Шăрăх кунсем» кĕнеки пичетленчĕ. Кăларăма Василий Кервен пухса хатĕрленĕ. «...Николай Андреевăн калавĕсемпе повеçĕсем хĕрӳллĕн савăнма, пурнăçа юратма, çын умĕнчи яваплăха туйма вĕрентеççĕ, усалпа кĕрешме йыхăраççĕ. Сюжечĕсем яланах çивĕч, вĕри, малалла тата мĕн сиксе тухассине çав тери пĕлес килнипе вĕсене вуласа тухмасăр алăран яраймастăн», — тесе çырать ун пирки умсăмахра Василий Гаврилович. Кĕнекене пурĕ çичĕ калав кĕнĕ: «Граната», «Хурлăхлă юрă», «Сая кайнă пурнăç», «Çул çинче», «Чиркӳ укçи», «Шăрăх кунсем» тата «Çăлăнăç — юратура». Хайлавсенчи сăнарсем — хальхи самана çамрăкĕсем. Таса юрату пилленисĕр пуçне пурнăç тĕрлĕ тĕрĕслевсем кăларса тăратать вĕсен умне. Ачалла ашкăнчăклăх пысăк инкек патне илсе çитерет («Граната»), алла лекнĕ янтă укçа çынна нихăçан та телей кӳмест («Чиркӳ укçи»), çын аллипе пуйма ăнтăлакан шар курасси куçкĕрет («Шăрăх кунсем»), чăн-чăн юрату темле йывăр инкекрен те çăлать («Çăлăнăç — юратура»).

Николай Андреев – Тутар Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ялĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче юридици факультетĕнче ăс пухнă, кайран «Заря» агрофирмăра вăй хунă. Тăван ял илемĕ, ялти пурнăçа курса тăни, çутçанталăк илемне чĕрипе туйни ăна илемлĕ хайлавсем çырма хĕтĕртнĕ. Çапах та калавсенчен малтан вăл сăвăсем шăрçаланă, вĕсене «Тăван ен» хаçатра пичетленĕ, 2015 çултанпа Шупашкарта тухса тăракан «Тăван Атăл» журналта пичтеленет.

«Шăрăх кунсем» — Николай Андреевăн пĕрремĕш кĕнеки. «Унăн ăсталăхĕ ӳссе пыни пысăк шанăç кӳрет», — тесе пĕлтерет вулакансене В.Г. Кервен çыравçă. Пурăна-киле çак сăмахсем тӳрре тухмалла пултăр.

Ольга ВАСИЛЬЕВА.

«Канаш», Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ,

22.12.2017.