Чувашское книжное издательство

Чăваш халăх тумĕпе паллаштарать

Касса кăлармалли пуканесем – черчен теттесем, апла пулин те вĕсем хĕрачасене илемĕпе, пуянлăхĕпе тыткăнлаççĕ, çавна май паянхи кун та чи юратнисем шутланаççĕ. Çапла пулмасăр, вĕсене пĕр самантрах тĕрлĕ-тĕрлĕ кĕпе-тумтир тăхăнтартма пулать-çке!

Чăваш халăх историйĕпе культурин тĕпчевçин, ӳнерçĕн Елена Еньккан Чăваш кĕнеке издательствинче кĕçĕн çулхи ачасем валли илемлĕ те хăйне евĕр кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Вăл «Чăваш пуканисем» ятлă. Редакторĕ – Ольга Федорова, тиражĕ – 2000 экземпляр. Ку кăларăм – касса кăлармалли кĕнеке. Тĕп сăнарсем – Сарине, Сентти, Илемпи тата Атнар – ачасем патне хăнана килнĕ, анчах та хăш тумне суйламаллине пĕлмеççĕ. Чи малтан вĕсене (туссем кĕнеке варринче вырнаçнă) касса кăлармалла та хытă хут çине çыпăçтармалла. Ӳнерçĕ вĕсем валли илемлĕ, тĕрлĕ-тĕрлĕ чăваш тумĕ хатĕрленĕ. Асăрхаттарса хăвармаллах: пуçа тăхăнмалли ӳкерчĕксемпе тимлĕрех пулăр. Çамка тĕлне ятарласа хура йĕрпе палăртнă. «Ăна касма ан манăр, унсăрăн Сенттипе Атнар ялккас е çĕлĕк тăхăнаймĕç. Хĕрсемпе хĕрарăмсен пуç капăрĕсемпе ĕçленĕ чух пичĕ тĕлне касса кăларăр. Ăна В сас паллипе палăртнă».

Кашни тумăн клапанне номерлесе тухнă. Мĕн тума кирлĕ-ши çакă? Чăваш тумĕн е капăрăн – хăйĕн ячĕ, чылайăшне манса та пыратпăр. Вĕсене тĕрĕс астуса юлас тесен кĕнеке вĕçĕнче вырнаçтарнă тумпа капăрсен списокĕпе усă курмалла. Клапан çинчи номерпе списокри номерĕ тӳр килеççĕ. Унсăр пуçне унта ку е вăл тум хăш ушкăнри чăвашсен пулнине те палăртса хăварнă. Чăваш Республикин хăш районĕ мĕнле этнографи ушкăнне кĕнине пĕлес тесен карттăна пăхса илĕр – вăл та кĕнекере вырăн тупнă. Тата Елена Енькка хăвăрăн сăрласа илемлетмелли тум та хатĕрленĕ. Ăна та айккине ан сирĕр.

Пĕр сăмахпа, касăр, сăрлăр, ĕçлĕр, выльăр – туссене чăваш тумĕсĕр ан хăварăр. Çав вăхăтрах чăваш халăх тумĕсен ячĕсене те çăмăллăнах астуса юлатăр.

О. ФЕДОРОВА,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

«Ялав», Куславкка район хаçачĕ. 15.06.2018.