Чувашское книжное издательство

«Пиллĕкмĕш чĕрĕке» кĕтсе илер-и.

Ял-хулари шкулсенче юлашки шăнкăрав янăраса иртрĕ ĕнтĕ. Апла пулин те вĕренӳ çулĕпе сывпуллашма иртерех: яш-кĕрĕме экзменсен хĕрӳ тапхăрĕ кĕтет, кĕçĕнрех ӳсĕмрисене вара _ пиллĕкмĕш чĕрĕк.

«Хальччен тăватă чĕрĕкчĕ-çке. Ăçтан тупăнчĕ тепри.» _ тесе тĕлĕнетĕр ахăртнех. Ку вăрттăнлăха Ара Мишшин тинтерех Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă кăларăмĕ çеç уçса парайĕ. Икĕ чĕлхепе _ вырăсла тата чăвашла _ кун çути курнăскер шăпах «Пятая четверть. Пиллĕкмĕш чĕрĕк» ятлă.

Çамрăк вулакансем Ара Мишши (Михаил Краснов) çыравçă, журналист ятне аван пĕлеççĕ. Тухăçлă ĕçлекен автор çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсем шăрçалать, литература уявĕсене хутшăнать, вулавçăсемпе тĕл пулать.

Хайлавсенчи тĕп сăнар _ улттăмĕш класс пĕтерекен Артем. Вăл хулара пурăнать пулин те, яла çӳреме юратать. Ваня пиччĕшĕпе Валя инкĕшĕ ялан тарават кĕтсе илеççĕ-çке ăна. Хальхинче те çуллахи канăва усăллă та интереслĕ ирттерес ĕмĕтпе ашшĕн тăван тăрăхне çул тытать вăл...

Артем _ ăслă, маттур, пултаруллă арçын ача. Ваня пиччĕшĕпе еплерех çивĕч ыйтусем хускатать тата çитĕннисем каланине тимлĕ итлет, вĕсен сăмахĕсене ăша хывса пурнăçра усă курма хăнăхса пырать. «Ял çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе яваççĕ...» _ вулатпăр кĕнекери пĕрремĕш калавра.

Ара Мишшин çĕнĕ кĕнеки ачасемшĕн пиллĕкмĕш чĕрĕке ертсе кĕрекен çул кăтарткăç пултăр, Артем «экскурсовод» вара ку ĕçре чăннипех те пулăшĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

«Тантăш», 07.06.2018.