Чувашское книжное издательство

Тарăн шухăша яракан кĕнеке

Виталий Енĕш хайлавĕсен сăнарĕсем – шăпăрлансем – пĕрмаях пĕр-пĕр кулăшла лару-тăрăва кĕрсе ӳкеççĕ. Çапла майпа вĕсем пурнăçра хăйсене кирлине вĕренеççĕ. Акă, сăмахран, тин кăна Чăваш кĕнеке издательствинче кĕçĕн çулхи ачасем валли çырнă «Асаннӳ пур-и?» кăларăм пичетленсе тухрĕ. Хуплашки тӳрех тыткăнларĕ: таса чунлă ача пăхса тăрать ман çине. Кĕнеке ячĕ те хăйне евĕр – «Асаннӳ пур-и?». Мĕн пирки-ши вăл?

Унта халапсемпе калавсем кĕнĕ. «Пĕчĕкçĕ паттăрсем» халапра иртĕхсе кайнă Çырма Хăвалăх ялне ишсе-ватса пĕтересшĕн. Хĕпĕртет, малтан мала ыткăнать вăл. Анчах та ял ачисем иртĕхме памĕç ăна. Мĕнле майпа çăлĕç-ши вĕсем яла? Пĕрре ирĕклĕхе туйса илнĕ Çырмана парăнтарма пачах та çăмăл мар. Апла пулин те ялта ӳснĕ ачасем мĕн тумаллине тӳрех тавçăраççĕ. Эсир те, тусăмсем, хайлавпа паллашнă май вĕсен шухăшне ăша хывăр.

Чылай калаври тĕпе хунă пулăмсене çыравçă чăн пурнăçран илнĕ. Сăмахран, «Музыкант», «Кĕтмен тĕлпулу» хайлаври ĕç-пуçсем хăйĕнпе пулса иртнĕ тесе каласа пачĕ Виталий Григорьевич.

«Çăкăр тĕрекĕ» калав паянхи кун та питĕ вырăнлă. Çăкăр çиес килсен лавккана çити утма ӳркенмелле мар çеç, унта вара мĕнли кăна çук! Çисе тăрансан çăкăр таткисене ним шутламасăр перетпĕр мар-и-ха? Хайлаври тĕп сăнар та хăйне килĕшмен татăка ывăтса ярать. Çакна курсан ашшĕ, паллах, кăмăлсăрланать. Вăл ачана çăкăр хакĕ пирки питĕ ăслă та ĕмĕрĕпех асра юлмалла ăнлантарса парать. «...Тавтапуç, атте, ырă ăс панăшăн! Эпĕ ăна нихăçан та манас çук!» – тет вĕçĕнче тĕп герой.

«Асаннӳ пур-и?» калав вара питĕ чĕрĕ пулса тухнă: пĕчĕк Ванюк асламăшне кӳреннипе куккăшĕ патне пурăнма тухса каять. Хула пурнăçĕ ялти пек мар çав, пачах урăхла. Унта вара «...тем те пур, асанне кăна çук» Ванюкăн. Çак хыпара арçын ача еплерех йышăннине кĕнеке хуплашки питĕ курăмлă кăтартса парать.

Виталий Енĕшĕн ачасем валли çырнă кĕнеки шухăшĕпе те, чĕлхипе те пуян. Тĕрлĕ вăхăтра çырнă хайлавсем паянхи куншăн та питĕ вырăнлă. Вĕсене вуласа тухас çеç марччĕ, ăша та хывасчĕ.

Любовь ЛЕВАЦКАЯ.

«Елчĕк ен», Елчĕк район хаçачĕ. 02.06.2018.