Чувашское книжное издательство

«Пурнăç улшăнать»

Игнатий епископăн Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă хушса çĕнетнĕ иккĕмĕш кăларăмĕ шăпах çакăн пек ятлă. Вăл Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава пиллĕхĕпе пичетленнĕ. Кăларăм редакторĕ – В.Н. Алексеев, ӳнерçи – Д.В. Литаврин, тиражĕ – 3000 экземпляр. Унта Игнатий епископ Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕн настоятелĕ пулнă вăхăтра çырнă пĕчĕк калавсем кĕнĕ. Вĕсене пурнăç ӳкерчĕкĕсем теме пулать.

Мĕншĕн «Пурнăç улшăнать» тенĕ-ха? «...Пĕр пăхсан пурнăç лайăх еннелле улшăннă пек, çимелли темĕн те пур, тăхăнмалли те; тул çутăличчен тăрса кăмака та хутмастпăр – кунĕн-çĕрĕн газ çунать; шыв ăсма та урама тухмастпăр тата ытти те. Пурнăç мар, ырлăх! Çак вăхăтрах çемьесем арканнине шутласан пуринчен малта пыратпăр... Унччен «ай, мĕнле намăс!» пулни паян пите нимĕн чухлĕ те хĕретмест. «Çын мĕн калĕ?» ăнлав та калаçу чĕлхинчен тухса пырать...» – çапларах уçса парать «Пурнăç улшăнать» ятлă очерк кĕнекен тĕп шухăшне. Чун-чĕре пушанса пыни пăшăрхантарать автора, Турă еннелле çаврăнмалли пирки систерет Игнатий епископ.

«Çак кĕнекери калавсем притчăна çывăх, – тесе палăртрĕ филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, критик тата литература тĕпчевçи Юрий Артемьев кĕнекен умсăмахĕнче. – Вĕсем çăмăллăн вуланаççĕ пулин те, тарăн шухăша яраççĕ. Ку кĕнеке çамрăксемшĕн уйрăмах усăллă, вĕсене чиркӳ, Турă вĕрентĕвĕ патне çывхарма май паракан кăларăм пулса тăрать».

«Пурнăç улшăнать» – тĕлĕнмелле кăткăс кĕнеке, – каласа пачĕ пĕрремĕш кăларăмăн редакторĕ пулнă Ева Лисина та. – Вăл хăвăрт вуланать, анчах вуласа тухсан ун патне каялла таврăнатăн. Çакăн пек калавсемпе паллашакан улшăнать – ырăланать. Тата мĕнре-ха çак кĕнекен пахалăхĕ? Ăна чăваш епископĕ чăваш халăхĕ валли тăван чĕлхепе çырнă. Вырăсла калани малтан пуçа пырать, кайран чĕрене анать. Чăвашла калани вара пачах урăх çулпа каять – тӳрех чĕрене пырать, ăна ăшăтать. Калавсенчи сăнарсенчен чылайăшĕ айван шухăшлă, хушăран сивлекрех те пек пулса тухнă. Игнатий епископ вĕсене пурпĕрех шеллет, юратать, пулăшма тăрăшать».

Кĕнекене автор пурнăçра хăй курнă ӳкерчĕксене тĕпе хурса хатĕрленĕ. Ачасем аслисене итлеменнин сăлтавне ашшĕ-амăшĕн хăйсенче шырамалла, ултавçăсен серепине çакланасран ăслă пул тесе асăрхаттарать вăл. «Эпир сирĕнпе пурте тенĕ пекех тата тепĕр тĕрлĕ йăнăш тăватпăр. Ытти çынсен пире юратмалла, алă çинче йăтса çӳремелле иккен.... Евангелире урăхла çырнă. Унта санăн ыттисене юратмалла тесе çырнă... Сана юратаççĕ-и, юратмаççĕ-и, ан тив, эсĕ юрат! – çак сăмахсем кĕнекен тĕп шухăшне палăртаççĕ теме пулать. – Юлашкинчен çакна каласшăн. Чиркĕве çӳрĕр. Чиркĕве кайсан вара театрти пек пăхса тăракансем кăна ан пулăр... Ачасене хамăрăн чĕрĕ пурнăçпа, тĕслĕхпе пурăнма вĕрентмелле. Унсăрăн вĕсем тĕрĕс çул çинчен пăрăнса кайсан чунтан вĕрентсе каланине те хăлхана чикмĕç», – çапла пĕтĕмлетӳпе вĕçленет пуян содержаниллĕ те тарăн шухăшлă кăларăм.

О. ФЕДОРОВА, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

«Ялав», Куславкка район хаçачĕ. 01.06.2018.