Чувашское книжное издательство

Ачасен чунне ырă вăрлăх акакан кĕнеке

Тинтерех Чăваш кĕнеке издательствинче «Шураçка» кĕнеке кун çути курнă. Унăн авторĕ _ Николай Ларионов çыравçă, журналист.

Николай Николаевич çут çанталăк тусĕ пулни тӳрех сисĕнет. Вĕçен кайăксемпе чĕр чунсен пурнăçĕнче кулленех пулса иртекен, анчах эпир чылай чухне асăрхаман ĕçсене питĕ ăста сăнласа парать вăл. Сăмахран, «Чĕкеç» калавра пĕр мăшăр чĕкеç йăва çавăрнине вуласа пĕлетпĕр: «Часах вĕсем хăйсене килĕшекен кĕтес тупрĕç, аслăк çунатти айне йăва тума пуçларĕç. Темиçе кун тăрăшса ĕçлерĕç кайăксем, пылчăк, тăм, тĕк, лаша-ĕне çăмĕ, пĕлтĕрхи курăка пуçтарчĕç. Вĕсене çыпăçтарса çӳллĕ вырăнта йăва туса хучĕç». Вун икĕ çулти Сентиер пĕррехинче тата тĕлĕнмеллерех пулăм курать: чĕкеç йăви патне хура çĕлен авкаланса пырать иккен! Тĕпренчĕксен амăшĕ çухалса каймасть _ туххăмрах шăрчăк йăтса килет. Кайăка мĕн тума кирлĕ-ши вăл. Çĕлен кăпшанкă таврашне çимест вĕт. Ку кăсăклă ыйту хуравне вулакан хайлав вĕçĕнче тупĕ.

Сăнарсем тавра яланах интереслĕ ĕçсем пулса иртеççĕ: е вăрмантан хурăн пуçлă çĕлен йăтса таврăнаççĕ те ăна килте усрама пуçлаççĕ, кайран вăл хура çĕленпе «тытăçнине» сăнаççĕ («Хурăн пуçлă çĕлен»), е теттисене те канфет çитермелле выляççĕ («Сахăр катăкĕ»), е пĕччен ват çынна йытă çури кӳрсе параççĕ («Шураçка»). Кулăшла самантсем кăмăла çĕклеççĕ. Авă Кетте качакаран ялти мĕнпур йытă хăрать-мĕн, харсăрскер пĕринче чиркӳ чанне çапма хăпарса каять.

Кĕнекере чуна пырса тивекен, тарăн шухăша яракан калавсем йышлă. Хăшне-пĕрне вара куççульсĕр те вулаймăн.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

«Тантăш», 31.05.2018.