Чувашское книжное издательство

Çемье илемне уçса парать

Тăван кил хăвачĕ виçесĕр пысăк. Кирек ăçта пулсан та вăл хăй патне туртать, ун ăшши çынна вăй-хал парса тăрать. Савнă кил тăвансене пĕрле пуçтарать, хуйха та, савăнăçа та пĕрле пайлаттарать.

Геннадий Волковăн «Кил илемĕ» кĕнекинче çак шухăш ‒? тĕпре. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче тӳрлетнĕ иккĕмĕш кăларăмĕ кун çути курчĕ.

Кĕнекене калавсем, юмахсем тата очерксем кĕнĕ. Пурнăçра тĕл пулакан пулăмсенех илсе парать çыравçă, кашнине тарăн шухăш шăнăрланă. Сăмахран, «Çил-тăвăл» калава илер-ха. Урамра пуç çĕклейми çил-тăвăл вĕçтернĕ чух ватă çын урамра пĕрене çинче ларать. Мĕн нуши хăваласа кăларнă-ши ăна йытă та йăвинчен пуçне кăларман çанталăкра?

«...‒? Тулти çил-тăвăл мĕн вăл? Пӳртре ав ывăлăмпа кинĕм харкашаççĕ, ниçтан чарма çук. Ку чăнласах та хăрушă çил-тăвăл», ‒? тесе пĕлтерет ватă урампа иртсе пыракан çамрăка.

Калавсен ячĕсем те каларăш евĕр янăраççĕ: «Суяпа инçе каяймăн», «Ĕçрен хăракан ырă курман», «Анне яшки – чи тутли» тата ытти те. Тата мĕнпе асра юлаççĕ паллă педагог калавĕсем? Чĕлхе пуянлăхĕпе, ваттисен сăмахĕсемпе анлă усă курнипе. Геннадий Никандрович хайлавĕсене чăваш халăх пурнăçне тĕпе хурса çырнă.

«...Унăн «Кил илемĕ» кĕнекинче халăх ăс-хакăлĕ, ăрусен черетленĕвĕ, иртнипе пуласлăх çыхăнăвĕ вăйлăн тапса тăрать. Пурнăç тути-масине туйса илеймесĕр, хурапа шурра уйăрма вĕренеймесĕр атте-аннене, тус-тăвана, халăха тата çĕршыва юрăхлă çын пулаймăн... «Кил илемĕ» кĕнекере пурнăçăн хура-шурă енĕсене кашни вулакана ăнланмалла кăтартса панă», ‒? тесе çырать кăларăм умсăмахĕнче педагогика наукисен докторĕ В.Н. Иванов.

Кĕнекене ансат чĕлхепе çырнă, асра юлакан тĕслĕхсене илсе панă, вăл çăмăллăн вуланать. Ачасемшĕн çеç мар, аслисемшĕн те усăллă кăларăм пулса тăрать.

Ольга ФЕДОРОВА.

«Пирĕн пурнăç», Хĕрлĕ Чутай район хаçачĕ. 30.05.2018.