Чувашское книжное издательство

Юмахсем икĕ чĕлхепе пичетленчĕç

Чĕр чунсем çинчен калакан юмах кăларăмĕсем – вулаканăн чи пирвайхи кĕнекисенчен пĕри. Кашни хайлавăн хăйĕн сюжечĕ, апла пулин те тĕп сăнарĕсем пĕр: тилĕ, упа, кашкăр... Вĕсем хăйне евĕр: тилли чеелĕхĕпе палăрать, кашкăр айванлăхне пула шар курать – пур юмахĕ те асра юлать, сăнарĕ тӳрех куç умне тухса тăрать.

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче кĕçĕн çулти вулакансем валли «Кашкăрпа Така» ятлă юмахсен пуххи кун çути курчĕ. Кĕнекене пухса хатĕрлекенĕ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Светлана Кангина. Чăваш юмахĕсене икĕ чĕлхепе – чăвашла тата акăлчанла – хатĕрленĕ. Акăлчанла Вячеслав Платонов куçарнă. Ют чĕлхене вĕренекенсемшĕн ку паха парне пулĕ: тăван чĕлхе пуянлăхне туйма та, акăлчан чĕлхи пĕлĕвне пуянлатма та пулăшĕ.

Кĕнекери ĕçсем Кашкăр тата килти выльăх-чĕрлĕх тавра пулса иртеççĕ. Кашни юмахра тенĕ пекех тукмак хӳре мĕне те пулин тытса çиме ĕмĕтленет, анчах айван ăслăскер кашнинчех шар курать:

«...Çул çинче Кашкăра хирĕç пĕр Сурăх тĕлех пулать. Кашкăр ăна калать:

– Сурăх, эпĕ сана çиетĕп вĕт халĕ! – тет.

Сурăх ăна хирĕç:

– Эсĕ, Кашаман, кама та пулин урăххине тупса çиеймĕн-ши/ Эпĕ тĕнчере чи лайăх ташă ăстисенчен пĕри-çке. Эпĕ пĕтсен питĕ те шел пулмалла-çке, – тет тунсăхлăн...

Сурăх тăрăст-тăрăст сиксе ташла пуçларĕ тет. Сикнĕçемĕн пысăк çаврасем туса çаврăнса Кашкăртан тарса хăтăлчĕ тет...»

Кашни юмахрах Кашкăр çапла усал тетĕр-и/ Çук иккен. «Кашкăр, Йытă, Кушак, Шăши» юмахра вăл Турă çырса панă хутпа тăранса пурăнма шутлать те...

Çак шухăша Кашкăрăн мĕншĕн пăрахăçлама тивнине вулакансем кĕнекепе паллашсан пĕлĕç.

Любовь ЛЕВАЦКАЯ.

«Тантăш», 22.02.2018.