Чувашское книжное издательство

Новости

Рейтинг@Mail.ru

HotLog

Яндекс.Метрика

 

 

Халăх поэзийĕ виçĕ чĕлхепе янăрать

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче «Çĕр çавра юрă» ятлă илемлĕ кăларăм пичетленсе тухрĕ. Пухса хатĕрлекенĕ – Михаил Кондратьев, ӳнерçи – Станислав Юхтар. Мĕнлерех кĕнеке-ха вăл?

«Чăваш халăхĕн тăват йĕркеллĕ юррисене вуласа пынă май акă мĕн асăрхатăн: çав юрăсен ятне манăçа туха пуçланă терминпа – халăх ят панă «çавра юрăсем» тесе кăтартнă, ку юрă е унăн пĕр «вĕçленнĕ» çаврăмĕ тенине пĕлтерет. Çавра юрăсенче хура-шур курса ӳснĕ çын пурнăçĕн чи хаклă ăнлавĕсем – ашшĕ-амăшĕ, ачисем, тăван-пĕтен, ĕç, чыс, шăпа, илем, пурнăçри савăнăçпа хурлăх – тĕпре тăраççĕ», – тесе палăртать кĕнекене пухса хатĕрленĕ Михаил Григорьевич. Çавра юрăсем кĕнекере чăвашла çеç мар, вырăсла (Михаил Кондратьев куçарнă) тата акăлчанла (куçаруçи – Питер Франс) пичетленнĕ.

Чăвашсен çавра юррисене перссен рубаи, яппунсен танки, турккăсен мани йышне кĕртет вăл. Çавра юрăсенче параллельлĕх тĕпре. «Кĕмĕл çĕрĕ çыруллă, тăхнăр çыру пĕтиччен. Пĕр юрланă юррине аснăр асран кайиччен.

Сăвăсене шухăшĕсене кура тĕрлĕ сыпăксене ушкăнланă: юррăн пĕлтерĕшĕ, пурнăçри ырăлăхпа сывлăх, кил-çемье илемĕ çинчен тата ытти те.

О. ФЕДОРОВА,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

«Пирĕн сăмах», Сĕнтĕрвăрри район хаçачĕ,

27.01.2018.