Чувашское книжное издательство

Новости

Рейтинг@Mail.ru

HotLog

Яндекс.Метрика

 

 

Хĕрарăм шăпине уçса паракан кĕнеке

Хĕрарăм _ пурнăç чечекĕ, кил вучахĕн управçи. Унсăр кил-çуртăн илемĕ те, хăчĕ те çук. Пур çĕре те ĕлкĕрмелле, тем тĕрлĕ ĕç те тумалла унăн: пӳрт-çуртри, картишри тирпейлĕхпе тасалăхшăн тăрăшмалла, ачи-пăчине тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессишĕн ăшталанмалла, упăшкине юрама пĕлмелле... Ахальтен мар ваттисем: «Хĕрарăм аллинче хĕрĕх тĕрлĕ ĕç вылянать», _ тенĕ.

Ку калаçăва ăнсăртран пуçармарăмăр: çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче çĕнĕ кăларăм пичетленсе тухрĕ. Вулакансем патне Елена Мустаевăн «Уй варринче çинçе хăва» кĕнеки (пухса хатĕрлекенĕ _ Василий Кервен, редакторĕ _ Ольга Иванова, ӳнерçи _ Екатерина Васильева) çитрĕ. 1000 экземплярпа кун çути курнăскере вуникĕ калавпа тăватă повесть кĕнĕ.

Хайлавсенче тĕпре _ чăваш хĕрарăмĕн шăпи. Телейĕпе çумăнах хурлăхĕ çӳрет, савăнăçĕ куççульпе ылмашăнать. Çапла, хĕрарăм кун-çулĕ нихăш вăхăтра та çăмăл мар. Чунра-юнра чăтăмлăх упранни тата ырра шанни кăна малалла талпăнма пулăшаççĕ, кирек мĕнле йывăрлăха та парăнтарма вăй-хал хушаççĕ. Елена Мустаеван сăнарĕсем темĕнле инкек-синкекре те çынлăха, кăмăл çирĕплĕхне çухатмаççĕ. Вĕсен пархатарлăхĕпе тӳсĕмлĕхĕ чăннипех те тĕлĕнтереççĕ.

Калавсемпе повеçсенче сăнланнă ĕçсем тĕрлĕ саманара пулса иртеççĕ: ĕлĕкхи пурнăç ӳкерчĕкĕсем хальхипе ылмашаççĕ. Акă «Шак-шак-шак!» калаври хĕрача така сутма пĕчченех каять. Килти пĕртен-пĕр выльăха пасара çавăтса кайма нуша хистет. Çавăнпа хĕрача такана хаклăрах сутма чееленнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар-тăр. «Хĕр курни» калаври ачасем çĕнĕ çын курма васкаççĕ. «Айăп» ятлинче сăнланнă ĕçсем вăхăчĕпе пире çывăхрах. Ултав тата ылхан мĕн патне илсе çитерме пултарнине витĕмлĕн кăтартса панă Е.Мустаева. «Каллех ыйхă килмест» хайлавра паянхи пурнăç мала тухать.

Этем чунĕ кирек хăш ĕмĕрте те телейпе юратушăн çунать. Тепĕр чухне ку туртăм ăссăрла ĕçсем тума хĕтĕртет. Çакна «Айăппа асап (Ют ялта)» повеçре тӳрех асăрхатпăр. Ирина хăйĕн телейĕшĕн çунса пуçне йăлт çухатать: çын упăшкине хапсăнма та вăтанмасть, амăшне юмăçа яма та хăрамасть. «Юмăç юхăнтарнă, тухатмăш тустарнă», _ тени асра та çук. Петр Люкин çамрăк агронома тĕл пулсан Ирина ăна мăшăрĕпе тĕпренчĕкĕнчен сивĕтесшĕн. Анчах çынна хурлăх кăтартса ăраскаллă пулайĕ-ши вăл. Петĕр арăмĕ Аниççа çăмăллăнах парăнĕ-ши. Ку ыйтусен хуравĕсене вулакансем кĕнекепе паллашсан тупайĕç.

«Уй варринче çинçе хăва» повеçри Санька ачаллах тăлăха юлать. Амаçури амăшĕн пусмăрне тӳсме тивсен те, пĕчĕклех нуша кулачне тутансан та хуçăлса ӳкмест вăл. Хуйхи-суйхине ĕçпе пусарать, шав пуласлăх пирки шухăшлать. «Ир такăнсан _ каçчен» тенĕ пек, юратнă çынпа пĕрлешсен те нумай юп курса пурăнаймасть Санька: хăрушă инкек кĕтмен çĕртен пырса çапать. Каллех «çанталăк улшăнса каять» вара... Мĕн кăна тӳсме тивмест çамрăк хĕрарăмăн: çухату, элек, терт-асап, усал сăмах... Хĕрарăмăн йывăр шăпине ĕненмелле те тарăннăн кăтартса парать çыравçă.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

«Канаш», Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ,

15.12.2017.