Чувашское книжное издательство

Новости

Рейтинг@Mail.ru

HotLog

Яндекс.Метрика

 

 

Николай Андреев çамрăк çыравçăн кĕнеки — вулакан аллинче

Чăваш кĕнеке издательстви çулсерен тĕрлĕ çыравçăсен хайлавĕсене пичетлесе вулакансем патне çитерет. Классиксемпе паянхи кун палăрнă авторсен кĕнекисемпе пĕрлех чăваш литературинче пĕрремĕш утăмсем тăвакансен кăларăмĕсем те кун çути кураççĕ. Çакă çамрăк çыравçăсене чăваш литературине малалла аталантарма самаях пулăшмалла.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче çамрăк прозаикăн Николай Андреевăн «Шăрăх кунсем» кĕнеки пичетленчĕ. Кăларăма Василий Кервен пухса хатĕрленĕ. «...Николай Андреевăн калавĕсемпе повеçĕсем хĕрӳллĕн савăнма, пурнăçа юратма, çын умĕнчи яваплăха туйма вĕрентеççĕ, усалпа кĕрешме йыхăраççĕ. Сюжечĕсем яланах çивĕч, вĕри пулнипе малалла тата мĕн сиксе тухассине çав тери пĕлес килнипе вĕсене вуласа тухмасăр алăран яраймастăн», — тесе çырать ун пирки умсăмахра Василий Гаврилович. Кĕнекене пурĕ çичĕ калав кĕнĕ: «Граната», «Хурлăхлă юрă», «Сая кайнă пурнăç», «Çул çинче», «Чиркӳ укçи», «Шăрăх кунсем» тата «Çăлăнăç — юратура». Хайлавсенчи сăнарсем — хальхи самана çамрăкĕсем. Таса юрату пилленисĕр пуçне пурнăç тĕрлĕ тĕрĕслевсем кăларса тăратать вĕсен умне. Ачалла ашкăнчăклăх пысăк инкек патне илсе çитерет («Граната»), алла лекнĕ янтă укçа çынна нихăçан та телей кӳмест («Чиркӳ укçи»), çын аллипе пуйма ăнтăлакан шар курасси куçкĕрет («Шăрăх кунсем»), чăн-чăн юрату темле йывăр инкекрен те çăлать («Çăлăнăç — юратура»).

Николай Андреев – Тутар Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ялĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче юридици факультетĕнче ăс пухнă, кайран «Заря» агрофирмăра вăй хунă. Тăван ял илемĕ, ялти пурнăçа курса тăни, çутçанталăк илемне чĕрипе туйни ăна илемлĕ хайлавсем çырма хĕтĕртнĕ. Çапах та калавсенчен малтан вăл сăвăсем шăрçаланă, вĕсене «Тăван ен» Çĕпрел район хаçатĕнче пичетленĕ, 2015 çултанпа Шупашкарта тухса тăракан «Тăван Атăл» литературăпа культура тата искусство журналĕнче пичетленет.

«Шăрăх кунсем» — Николай Андреевăн пĕрремĕш кĕнеки. «Унăн ăсталăхĕ ӳссе пыни пысăк шанăç кӳрет», — тесе пĕлтерет вулакансене В.Г Кервен çыравçă. Пурăна киле çак сăмах тӳрре тухтăрччĕ.