Чувашское книжное издательство

Новости

Рейтинг@Mail.ru

HotLog

Яндекс.Метрика

 

 

Анатолий Рыбкин художникăн альбомĕ _ «Çулталăк кĕнеки» конкурсăн лауреачĕ

Анатолий Рыбкинăн «Мой старый добрый дом... Записки художника» альбомĕ, нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăскер, «Çулталăк кĕнеки» конкурс лауреачĕн ятне тивĕçрĕ. Асăннă конкурс _ «Вулакан тĕнче» регионсем хушшинчи наци кĕнекин фестивалĕн мероприятийĕсенчен пĕри. Вăл Рязань хулинче иртнĕ.

Пултарулăх ăмăртăвĕнче Раççейри 21 регионтан пурĕ 52 издательство хутшăннă. Жюри членĕсем 152 тĕрлĕ кăларăма хак панă. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕн, Чăваш Республикин халăх художникĕн, Раççей ӳнер академийĕн член-корреспонденчĕн А.П. Рыбкинăн ӳкерчĕксемпе пуян кĕнекине конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетме пулăшакан кăларăм» номинацире палăртнă тата Дипломпа чысланă.

Кăларăма Анатолий Петровичăн асаилĕвĕсем, искусство пирки шухăшласа, çулçӳревсенче курни-илтнине сăнласа çырнисем кĕнĕ. А.И. Мордвинова искусствоведени кандидачĕ умсăмахра палăртнă тăрăх, ку альбома «художник çинчен çырнă кĕнеке» мар, «художник кĕнеки» теме пулать. Ӳнерçĕн пуçа килнĕ шухăшĕсене блокнота, ӳкерчĕксем хĕрринче, хут таткисем çинче çырса хурасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çавнашкал пурнăç ӳкерчĕкĕсенчен йĕркелленнĕ те «Мой старый добрый дом... Записки художника» кĕнеке. Тăван кил тата çывăх çынсем, ачалăх тата çамрăклăх, ӳнер ăсталăхĕ тата илем _ чылай ыйтăва хускатнă автор. Кăларăм страницисенче А.П. Рыбкинăн произведенийĕсене те курма пулать.

«Вулакан тĕнче» фестивале Рязань облаçĕн Правительстви, Рязань облаçĕн культурăпа туризм министерстви, Рязань облаçĕн Горький ячĕллĕ универсаллă ăслăлăх библиотеки Раççей кĕнеке издателĕсен ассоциацийĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Çулсеренех издательсем, кĕнеке сутакансем, библиотекарьсем, çыравçăсем, вулакансем Рязань хулине наци кĕнекин уявне пуçтарăнаççĕ. Фестиваль программинчи мероприятисен, çав шутра «Çулталăк кĕнеки» конкурсăн та, тĕп тĕллевĕ _ кĕнекене вулакансем хушшинче сарасси, наци литературипе чĕлхисене пропагандăласси, вулавçăн тĕслĕхлĕ сăн-сăпатне йĕркелесси.

 

О. ИВАНОВА.

«Ял пурнăçĕ», Красноармейски район хаçачĕ, 27.10.2017.