Чувашское книжное издательство

Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кĕнекисем

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ çитрĕ. Ачасем шкула çӳреме пуçларĕç. Кирек мĕнле çула та юлташпа тухсан шанчăклăрах, хаваслăрах. Пĕлӳ тĕнчин сукмакне такăрлатма вара кĕнеке пулăшать. Çакна шута хурса Чăваш кĕнеке издательстви кăçалхи пĕрремĕш çур çулта чылай çĕнĕ кăларăм пичетлесе кăларчĕ.

Ачасем валли чылай кĕнеке кун çути курчĕ. Вĕсен йышĕнче юмах та пур (Галина Зотова «Вăтăр çичĕ пĕртăван»), сăвăсен пуххисем те (Людмила Николаева «Хĕвел кулли. Улыбнулось солнышко», Виталий Шемекеев «Витрери çăлтăрсем», Елена Светлая «Не шутите на дороге!»), калавсен пуххисем те (Ара Мишши «Пĕрремĕш утăмсем. Первые ступеньки», Ольга Австрийская «Чăлах пуканесем»).

Çулсеренех Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсне ирттерет. Пĕлтĕр пултарулăх ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ ал çырусем те уйрăм кĕнекен пичетленсе тухрĕç. Марина Карягинăн «Паттăр вăйĕ _ пăтăра» кĕнекине, сăмахран, шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли ӳсĕм уйрăмлăхĕсене шута хурса хатĕрленĕ. Автор поэзин тĕрлĕ жанрĕпе усă курнă. Чăваш литературинче сайра тĕл пулакан хăвăрткаламăшсем (скороговорки) ача чĕлхинчи кăлтăксене пĕтерме пулăшаççĕ, чĕлхине пуянлатаççĕ.

Вăтам классенче вĕренекенсем валли Николай Ишентейĕн «Ачаш кулăш вăрттăнлăхĕ» кĕнеке тухрĕ. Унта калавсемпе юмахсем тата юптарусем кĕнĕ. Ырă шӳт йывăрлăха сирет, кăмăла çĕклет. Йĕплесе илни вара çитменлĕхсемпе кĕрешме пулăшать, чăнлăха суяран уйăрма вĕрентет. Çак шухăш кăшăлласа тăрать те кĕнекене кĕнĕ хайлавсене.

Владислав Николаевăн «Дипломлă тиха» юптарусен пуххине вара аслă классенче вĕренекенсем кăна мар, çитĕннисем те интересленсех вулĕç. Айван ăслă е чее сăнарсем урлă çыравçă кулленхи пурнăçа сăнласа парать, çитменлĕхсене питлет. Пултарулăх, малалла ăнтăлас, ĕçлес туртăм çук çамрăка ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе илнĕ диплом нимле те пулăшаймасть тесе асăрхаттарть автор пĕр юптарăвĕнче.

Чăваш кĕнеке издательствинче сăрласа илемлетмелли кĕнекесем унччен те пичетленсе тухнă. Кăçал Елена Еньккан «Чувашский народный костюм. Чăваш кĕпе-тумтирĕ» ятлă кăларăмĕ кун çути курчĕ. Ăна вырăсла-чăвашла хатĕрленĕ. Чăваш тумĕ тăхăннă çынсене сăрлама пуçăниччен кĕнекери хушма материалпа паллашсан питĕ аван пулмалла. Тĕрĕс тĕссем суйласа илме кăна мар, тумтир пайĕн ячĕсене тĕрĕс палăртма та пулăшĕ ку. Кĕнеке вĕçĕнче танлаштарса пăхма чăваш тумĕн тĕрлĕ тĕслĕ ӳкерчĕкĕсене панă. Тăван культурăна тарăнрах пĕлес текенсемшĕн (çав шутра ачасемшĕн кăна мар, çитĕннисемшĕн те) Елена Еньккан кăларăмĕ чăннипех те пысăк парне пулĕ.

Çак кунсенче Левтина Марьен «Çыран чĕкеçĕ» пьеса-юмахĕсем те вулакан патне çитрĕç. Кĕнекене тăватă пьеса-юмах кĕнĕ. Вĕсен тĕп шухăшĕ _ туслăх, пĕр-пĕрне кӳрентерсен те каçарма пĕлни. «Çыран чĕкеçĕ» юмахра амăшĕ хăйĕн чĕпписене кушак аçинчен хӳтĕлесе суранланать _ суккăр пулса тăрать. Йывăр вăхăтра амăшĕпе юнашар кĕçĕн ывăлĕ çеç юлать. Пĕррехинче вăл асамлă чечек амăшне сыватма пултарассине пĕлет. Анчах ăçтан тупмалла-ха ăна. Чĕвĕлти чечеке шырама çула тухать. Левтина Марьен пьесисем шкул театрĕсемшĕн усăллă пулмалла. Сăмах май каласан, кĕнекери юмахсем радиоэфира тухма та ĕлкĕрнĕ.

Валентин Савелькинăн «Элчел» шухăшласа кăларман повеçĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçин пуçламăшĕнче плена çакланнă чăваш каччисен шăпи çинчен каласа парать. «Идель-Урал» легиона лекнĕскерсен кун-çулĕ пирки шухăшласа кăлармасăр çырса кăтартнă, чăн фактсемпе усă курнă.

Илемлĕ литература хайлавĕсем те кун çути курсах тăраççĕ. Сăмахран, Валерий Муравьевăн «Çылăхлă арçын» романĕн малтанхи икĕ кĕнеки, Хветĕр Агиверăн «Йĕпхӳри сасă», Николай Мартыновăн «Пурнăç урапи», Анатолий Кибечăн «Юлашки çыру» кĕнекисем пичетленсе тухрĕç.

Николай Мартыновăн ячĕ тĕрлĕ сăлтава пула, ытти хăш-пĕр çыравçăпа танлаштарсан, тен, ытлашши анлă сарăлман пулĕ. Анчах вăл _ чăваш литературинчи чи сисĕнкĕ, пултаруллă прозаиксенчен пĕри. «Пурнăç урапи» кĕнекене çыравçăн сакăр калавĕпе виçĕ повеçĕ кĕнĕ. Вĕсенче, тĕпрен илсен, юратупа мораль, чун-чĕрепе кăмăл-туйăм туртăмĕсем пирки сăмах пырать.

Атнер Хузангайăн «Без иллюзий: мой временникъ» литературăпа критика статйисен сборникĕ чăваш тата ытти халăх çыравçисен пултарулăхĕпе паллаштарать.

 

Ольга ИВАНОВА.

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

«Ял пурнăçĕ», Красноармейски район хаçачĕ, 15.09.2017.