Чувашское книжное издательство

Николай Терентьевăн «Суйласа илнĕ пьесисен» виççĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Терентьевăн (1925_2014) _ паллă чăваш драматургĕн, куçаруçин, актерĕн, Чăваш Республикин халăх писателĕн, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ деятелĕн _ «Суйласа илнĕ пьесăсем» кĕнекин виççĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ _ Борис Чиндыков? тиражĕ _ 1050 экземпляр.

Пĕрремĕш том 1994 çултах кун çути курнăччĕ. Иккĕмĕшĕ вулакан патне пĕлтĕр çитрĕ, унта халиччен пичетленмен хайлавсемпе те паллашма пулать. Виççĕмĕш тома драматургăн тĕрлĕ çулта çырнă чи паллă пьесисем кĕнĕ: «Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем (Ыйха çухатнисем)», «Çĕпĕр дивизийĕ (Сансăр пурнăç çук)», «Пурăнасчĕ çынсем пек», «Çылăх», «Çĕрпе хĕр», «Хумсем çырана çапаççĕ», «Çиçĕм хыççăн аслати». Н.Терентьев произведенийĕсен никĕсĕнче _ социаллă тата кăмăл-сипет хирĕçтăрăвĕсем. Вĕсенче тĕрлĕ саманари тĕрлĕ çынсен телейĕ-савăнăçĕпе хуйхи-суйхине кăтартса панă. Тĕпре яланах психологизм, çивĕчлĕх тата сăнарлăх.

Сăмахран, «Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем (Ыйха çухатнисем)» икĕ пайлă мыскара ялти çынсен пурнăçне сăнлать драматург. Лаврен Васильчпа Мархва, кӳршĕсем, хăйсен ачисене пĕрлештересшĕн. Арçын «масштаблă» шухăшлать: пускилсен çурт-йĕрĕ хӳхĕм, пахчи пысăк, эппин, хуçалăха самаях пысăклатма, пуйма пулать. Хĕрарăм килте арçын алли çитмест тесе пăшăрханать.

Хĕрпе каччă _ Петĕрпе Люба _ çап-çамрăк-ха, ачаранпах туслă. Вĕсем ашшĕ-амăшĕпе пĕр шухăшлă мар пулин те, çакна пытараççĕ. Любăн савнийĕ пур, Геннадипе вăл амăшĕнчен вăрттăн тĕл пулать, ăна качча тухса Якутие кайма ĕмĕтленет. Петĕр вара Улькана савать, анчах ашшĕн сăмахĕнчен иртме хăнăхманскер ăна хирĕçлеймест. Аслă ăру палăртнă тĕллевсенчен пачах пăрăнасшăн мар. Яш-кĕрĕм те тавçăрулăхпа, хастарлăхпа палăрса тăрать. Йывăр лару-тăруран мĕнле хăтăлса тухĕç-ши вĕсем. Пуласлăх камсен аллинче.

Мыскарана Н.Терентьев 1961 çултах çырнă, анчах вăл хăйĕн пĕлтерĕшне халĕ те çухатман. Самана улшăнать, ашшĕ-амăшĕ çав-çавах ывăлĕ-хĕрĕн пурнăçне йĕркелессишĕн хыпăнать, хăш-пĕр чухне виçерен иртсех. Çакна яр уççăн кăтартнă та драматург. Пьесăн тĕп шухăшĕ Улька сăмахĕсенче палăрнăн туйăнать: «Кашни çыннăн хăй вырăнне тупмалла пурнăçра. Унсăр пурнăç кичем. Мĕншĕн тесен пурнăç вăл пĕрре пулать. Ăна лайăх пурăнса ирттермелле, кайран чун ыратса е намăсланса çӳремелле ан пултăр!»

«Пурăнасчĕ çынсем пек» икĕ пайлă тунсăхлă комедири тĕп сăнар _ вун тăххăрти Натали студентка. Вăл университетра каçхи сменăра вĕреннисĕр пуçне Павăл ятлă тантăшĕпе пĕрле маляр ĕçĕсене пурнăçлама та ĕлкĕрет. Каччă хĕре вăрттăн юратать. Наталин чунне вара Лукка слесарь тыткăнлать, вĕсем пĕрлешме шутлаççĕ. Хĕрĕн ашшĕ, Степан Евсеевич, сисчӳленсе йышăнать ку хыпара.

Çăмăл-ши çемьеллĕ пурнăç. Натали ырми-канми ăшталанать: вĕренет, ĕçлет, килти хуçалăха тытса пырать, çитменнине, упăшкине техникума вĕренме кĕме хатĕрлет. Пурнăç урапи пĕр йĕрпе кусмасть çав _ Лукка тĕрĕс çултан аташса каять, мăшăрĕн чĕрине амантать. Мĕнпе вĕçленет-ши çемье историйĕ. Çамрăксем пĕр-пĕрне ăнланма, каçарма, килĕшӳ тупма хал çитерĕç-ши. Ĕç-пуç вĕçне тухичченех хумхантарĕç ку ыйтусем вулакана.

Николай Терентьевăн пьесисем _ пурнăç ыйтнипе çырăннă хайлавсем. Вĕсенче сăнланă ĕçсем пирĕн хушăрах, ахаль çынсемпех пулса иртеççĕ. Кашни сăнарăн шăпи хăйне евĕрлĕ. Вĕсем урлă драматург вулакана та, куракана та шухăшлаттарать, çиччĕ виçсе пĕрре касма хистет.

 

О. АВСТРИЙСКАЯ.

«Ял пурнăçĕ», Красноармейски район хаçачĕ, 11.08.2017.