Чувашское книжное издательство

Юрату хăвачĕ иксĕлми

Нумаях пулмасть кун çути курнă «Чĕкеçĕм» кĕнеке авторĕ Иван Михайлов профессионал писатель мар. Комсомольски районĕнчи Хирти Сĕнтĕрте çуралса ÿснĕскер, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕскер илемлĕ литература авăрне путиччен ахаль строительтен управленин тĕп инженерĕ таран çĕкленнĕ.
Иван Никонорович хăй каланă тăрăх — литературăпа яланах кăсăкланнă. Ача чухне Михаил Федоровăн «Арçури» балладине алăран яман, вырăс, ют çĕршыв классикĕсен произведенийĕсене юратса вуланă. Хальхи чăваш писателĕсенчен Улькка Эльменĕн кĕнекисене килĕштерет.
Иван Михайловăн «Родные деревни: Полевой Сундырь и Полевые Инели», «Новое Изамбаево, «Починок Инели», «Деревня Беззубино» кĕнекисем таврапĕлÿпе çыхăннă. Автор çуралса ÿснĕ тăрăхĕпе ун çывăхри ялсен кун-çулне тĕпченĕ, унта пурăнакан çынсен шăпипе кăсăкланнă. 2013 çулта кăларнă «Ĕмĕрсен çути» повеçĕнче тăван ялĕнчи виçĕ йăхăн ĕçне-хĕлне çичĕ тапхăрпа сăнланă.
Çĕнĕ кăларăм пирки çакна каламалла: повеçри тĕп геройăн — пултаруллă художникăн Кольăн пурнăçĕ пур енĕпе те ăнса пырать темелле: арăмĕпе хĕрĕсем, кăсăклă ĕç тата чун киленĕçĕ хавхалантарса тăраççĕ ăна. Унран телейлĕ çын çук та тейĕн. Пĕр пăтăрмах арçыннăн пурнăç урапине ÿппĕн-теппĕн çавăрса хунă. Ыратупа асаплану ытамĕнчен хăтăлма Турă çырнине тĕл пулни кăна пулăшать. Таса юрату çĕнĕ хăват хушать, кашни саманта хаклама вĕрентет, анчах телейлĕ мăшăра ăмсанакан та, ура хуракан та чылай...

Надежда СМИРНОВА.
«Хыпар», 27.07.2016.