Чувашское книжное издательство

Пирĕн тăрăхри вĕçен кайăксем

Чăваш кĕнеке издательствинче нумай пулмасть хитре иллюстрацисемлĕ «Птицы Чувашии. Неворобьиные» кĕнеке тухрĕ. Вăл Чăваш Енре тата юнашар регионсенче пурăнакан вĕçен кайăксем çинчен (тĕсĕсем, шучĕ, миграци срокĕсем, ăçта пурăннин картосхемисем, мĕнле ĕрчени, вĕсене сыхласси, экосистемăри вырăнĕ) çырнă.

Кĕнекене хатĕрлекенсенчен пĕри Александр Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре вĕçен кайăксем çинчен тулли информациллĕ кĕнеке хальччен пулман. Ула кураксем, кăвакарчăнсем, кураксем пурăнни çинчен çырнă-ха, анчах ăçта, миçен вĕсем, хăçан вĕçсе килсе вĕçсе кайни çинчен пулман. Чăваш Республики Хусан, Чĕмпĕр, Чулхула кĕпĕрнисене кĕнĕ вăхăтра мĕнле вĕçен кайăксем пурăнни çинчен асăннă-ха, анчах регион çинчен уйрăм çырман. Çавăнпа та вĕсен тĕллевĕ _ XX ĕмĕр вĕçĕнче, XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче Чăваш Енре мĕнле вĕçен кайăксем пурăннине палăртса историре хăварасси.

Сăмах май, регионта хальхи вăхăтра 290 тĕрлĕ вĕçен кайăк пурăнать. Питĕ сайра тĕл пулаканнисене те курма пулать. А.Яковлев сăмахĕсем тăрăх, 2009 çулта Пăрачкав районне фламингосем те вĕçсе килнĕ пулнă-мĕн. Чăн та, унта икĕ эрнерен ытла пурăнман.

«Птицы Чувашии» кĕнекен иккĕмĕш томне те хатĕрлеме тытăннă, пĕрремĕшĕнче 80 тĕрлĕ вĕçен кайăк çинчен çырнă пулсан, иккĕмĕшĕнче 90 яхăн, виççĕмĕшĕнче 100.

Çавна кура содержанийĕпе пуян кĕнеке орнитологсем, экологсем, студентсемпе шкул ачисем, çаплах çутçанталăка юратакансем валли питĕ усăллă.

 

     Чăваш кĕнеке издательствин информацийĕпе

     усă курса Ирина КУЗЬМИНА хатĕрленĕ.

     О.Федорова сăнÿкерчĕкĕ.

     «Сувар», 28.04.2017.

Чăваш Енри кайăксем çинчен

     Чăваш кĕнеке издательствинче иллюстрацисемпе пуян илемлетнĕ «Птицы Чувашии. Неворобьиные» кĕнекен пĕрремĕш томĕ 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курнă (ăна хатĕрлекенсем Л.Н. Воронов, О.В. Глушенков тата ыттисем).

     Ядринская районная газета «Ĕç ялавĕ» («Знамя труда»),

      26.04.2017.

Халь самани йăлт юптару валли!

Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть пичетленсе тухнă «Дипломлă Тиха» кĕнеке пирки сăмах пуçарни ахальтен мар: чăваш литературинче юптару жанрĕпе çырнă уйрăм кĕнеке чылайранпа пулманччĕ-ха. Чăваш халăх поэчĕ Александр Галкин хыççăн юптару мелĕпе хĕрсех питлекен-çаптаракан та курăнмастчĕ. «Дипломлă Тихан» авторĕ _ Владислав Николаев, ку унăн _ виççĕмĕш кĕнеки. Вулакансене Виталий Станьял тĕпчевçĕн çак кĕнекене хакласа çырнипе паллаштаратпăр.

Чăваш юптаруçи Крылов асаттен, Аттайпа Кăлкан пиччĕшĕсен çулĕпех пырать, çав ӳсентăрансемпех, чĕрчунсемпех калаçать, çав япаласемпех усă курать. Анчах вĕсем пурте хальхисем, асаттесен вăхăтĕнчисем мар. Амăшне сӳре туса пулăшма пикенекен Тихасем çук халĕ. Хальхи Тиха-Пăрушсем хут вĕреннĕ. Вĕсене дипломне ашшĕ-амăшĕ хура ĕç тума туянса паман. Тиха килте ларать, ака-сухана тухмасть. Унăн диплом пур! Ĕç тума пĕлмен дипломçăсем паян лăк тулли, куккăш-пиччĕшсен хӳттипе кантур пуканĕсене якатса, талантлă ĕçтешĕсене таптаса, хура халăха нушалантарса лараççĕ. Йăпăлти Йăпарсем, шĕлепкеллĕ Сурăхсем, телевизорлă Автансем, праваллă Тыркассем, Лаша депутатсем, Хăнкăла президентсем алхаснă чухне кулăшпа питлев валли тĕслĕх шыраса хăшкăлас çук. Владислав Дмитриевич калашле, халь самани йăлт юптару валли! Тĕрĕссине шахвăртса калама хăюлăхпа ăсталăх кăна кирлĕ.

Кĕнеке «Капăртмапа Пашалу» юптарупа уçăлать. Шупашкарти кăтартура тем çимелли те пур _ матнакаш, лаваш, багель, крендель, круассан, крутон... _ пурне те мур пĕлет! Хыçалти кĕтесре Пашалупа Капăртма та пур иккен. Анчах «Пур чаплă вырăна валеçнĕ ютсене». Кĕрсе пăхăр-ха Шупашкарти ертӳлĕх учрежденийĕсене _ миçе çĕрте Капăртмасемпе Пашалусене тĕл пулаятăр.

Лараççĕ вара ютран илсе килнĕ тутăх Хачăсем çамрăксене касса та вакласа. Вĕсем «ÇĕвПромПĕрлешĕвĕнче» çеç мар, Чăваш университетĕнче те, Вĕрентӳ управленийĕнче те, ЖКХара та лăк туллиех («Хачă» юптару). XXI ĕмĕр пуçламăшне «Хăнтăр тухтăр» юптарура пит тĕрĕс ӳкернĕ, Упа хуçа вăрман тухтăрне Хăнтăра лартнă («Хăнтăр тухтăр»). Кайнă вара çĕршывра экологи ĕçĕ. Юманĕ, Йăмри, Хырĕ, Чăрăшĕ _ йăлтах Хăнтăр пăчки айне лекнĕ! Анчах Упа сăтăрçă Хăнтăра хӳтĕлет, лешĕ, чеескер, çăкасене тивмест. Çăкалăхри утартан Упа пуçлăха пыл пырса параççĕ çав! Каснă-лартнă паянхи лару-тăру.

Юптару жанрĕн классики хирĕçле мăшăрлăха юратать. Пакша, çӳлте ларса, Мулкача ăс парать: «Эс Кашкăртан мĕн-ма хăран. Эпир вĕт пурте пĕр йăхран...» «Кашкăр» тенине илтсенех Пакша мĕн тăвать. Хăвăла тарса пытанать!

Сĕмсĕр вăрă Пăсараран йăваш Сăсар ним те ыйтмарĕ: «Мĕн-ма вăл тарнă йăваран, çурисене мĕн-ма пăрахса хăварнă, ма арăмне çурса пăрахнă.» _ хĕрхенчĕ те пурăнмашкăн вырăн уйăрса пачĕ. Мĕнпе вĕçленеççĕ çакăн пек историсем. Паллах, шар курнипе, кил-çурта пайланипе, судлашнипе.

«Ĕнепе юн ĕçенсем» юптару та паянхи çивĕч ыйтăва тапратать. Вăрăмтуна, Пăван, Сăвăс, Шăна, «пĕчĕк бизнеса суса илме кĕртеççĕ çĕнĕ налуксем», вара ĕмеççĕ ĕнене саккунлă. Ĕне итлет вĕсене, курăк çаранĕ чăнах та çавсен тесе шутлать. Юптару моралĕ каламасăрах паллă: «бизнесменсен тăрас пулмасть мăк-мак туса».

Чăваш капкăнçисем «перестройкăна» «утăрья» кăшкăрса кĕтсе илчĕç те шăлсăр тăрса юлчĕç. Телее, Кăлканпа Галкин юптаруçăсен ялавне çĕре вуçех ӳкесрен тытса тăракансем пĕтмен-ха. Вĕсен ретĕнче Владислав Николаев тупăнчĕ. Тискерлĕхе хăюллăн, çĕнĕ сăмахпа, хăрамасăр питлет юптаруçă. Сăнарĕсем курăмлă, чĕлхи çивĕч, шухăшĕ татăклă. Паллах, ăна кирек кам та ăнланатех пулĕ тетĕп. Вăл аса илтерекен сăнарсем _ Автансем, Тилĕсем, Тыркассем, Тăманасем _ чун-ăсĕпе кам пулни чăваш халăх юмахĕсенченех пит паллă-çке! Çĕнĕ йышши кайăк-кĕшĕк те вулакансен асĕнче юлатех тетĕп.

Итлĕр-ха, мĕнле калаçать фламинго пек пулма шутлакан Кăркка: «Фла-мин-го _ мĕнлерех янрать! Эп Кăркка мар текех, Фламинго тейĕр малашне!». Ват кăркка ăна калать: «Мĕнле Фламинго. Эс _ Анго-Минго». Анкă-минкĕ Кăрккана хуçи чăмтарнă яшкана!

«Кăркка-фламинго», «Калта», «Виçе», «Непĕссĕр çĕрулми», «Хур» тата темиçе юптарăва шкул вĕренĕвне кĕртме сĕнетĕп. Вĕсем тасалăх, танлăх, тӳрĕлĕх, тирпейлĕх çинчен калаçма пит меллĕ.

 

Виталий СТАНЬЯЛ.

«Республика», 25.04.2017.

Издан второй том «Ядринской энциклопедии»

Кто они, славные сыны и дочери ядринской земли, чем может гордиться Ядринский район и какие тайные хранят в себе топонимические названия – обо всем этом расскажет второй том «Ядринской энциклопедии», который недавно увидел свет в Чувашском книжном издательстве.
В нее вошли слова на букву от П до Я. Составитель – Валерий Муравьев (1946 - 2017), член Союза журналистов России, поэт, прозаик, краевед, автор нескольких книг.
Первый том «Ядринской энциклопедии» вышел в 2015 году и получил положительные отзывы читателей. Второй том продолжит знакомить с историей, культурой, общественным и административным устройством района. Здесь приведены основные сведения о населенных пунктах, сельскохозяйственных и промышленных предприятиях, организациях и учреждениях. Большое внимание уделено знатным людям – уроженцам района.
Во второй том также вошли дополнения, которые по тем или иным причинам не были включены в первый том энциклопедии.
Книга адресована широкому кругу читателей. Издание рекомендовано к печати Ядринской районной администрацией.
О.ФЕДОРОВА, ведущий редактор Чувашского книжного издательства.
Ядринская районная газета "Знамя труда", 22.04.2017.

 

 

 

 

 

МИХЛЕЕВА «БЕЛАРУСЬФИЛЬМА» ЧĔНТЕРНĔ

Беларуҫре пурӑнакан чӑваш ҫыравҫи тата кинорежиссер Дмитрий Михлеев хӑйӗн 75 ҫулхи юбилейне Палестинӑри вырӑс культурин Центрӗнче ирттерни, унта Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ «Ось земли» кӗнекине хӑтлани пирки Чăваш ен хаҫачӗсенче нумаях пулмасть ҫырчӗҫ ӗнтӗ. Минска таврӑнсан ӑна «Беларусьфильм» наци киностудин илемлӗх ертӳҫи Вячеслав Никифоров хӑй патне чӗнтернӗ.
— Вячеслав — манӑн тахҫанхи сябра (пӗлӗш), — пӗлтерчӗ Дмитрий Никонорович хӑйӗн ҫырӑвӗнче. — Пӗлтӗр вӑл Мускаври кинофестивальте «Золотой Орел» тӗп приза илме тивӗҫ пулчӗ. Кӗҫех ӑна Минска чӗнсе илчӗҫ те киностудие ертсе пыма ыйтрӗҫ. Калас пулать, Беларуҫри киноӗҫченсем юлашки вӑхӑтра чылай йывӑрлӑх тӳсрӗҫ, халӗ лару-тӑру улшӑннӑ, кино искусствине кунта ҫӗнӗ вӑйпа малалла ярасшӑн. Вячеслав мана сценари ҫырса пама ыйтрӗ. Сюжетне хӑй шутласа тупнӑ. Ун тӗп геройӗ — ача ҫуртӗнче ӳсекен чарусӑр шӑпӑрлан, вӑл таҫта та ҫитсе тем те пӗр кӑтартать, ӑна пӗчӗк Остап Бендер теме те пулӗччӗ. Сценарин малтанхи вариантне апрель вӗҫнелле ӗлкӗртсе парасшӑн, фильм Ҫӗнӗ ҫул тӗлне экран ҫине тухмалла. Халӗ пуҫ ҫӗклемесӗр тӑрмашатӑп. Ӗҫ пурри, хӑвна шанни кама хавхалантармӗ?! Сӑмах май, эпӗ ҫырнӑ «Задание Президента» кинокомеди сценарине те (вӑл Шупашкарта пичетленнӗ) «Беларусьфильмӑн» илемлӗх ертӳҫи питӗ юратса вуласа тухрӗ, ӑна лартас шухӑш пурри пирки мана пӗлтерчӗ. Калас пулать, В.Никифоров халиччен кинокомеди ӳкерменччӗ.
Дмитрий Михлеевӑн сӗтелӗ ҫинче ҫавӑн пекех «Ветка Палестины» ятлӑ эссе пуххи, ӑна вӑл Шупашкарта кӑларасшӑн. Издательствӑра пӗлтӗр ярса панӑ сӑвӑсен пуххи те пур.
Паллӑ режиссер иртнӗ ҫул Шупашкарти театрсене тата культура министерствине «Банкет» комедине тата «Трубы третьего ангела» трагифарсне ярса пачӗ, анчах пирӗн режиссерсем вӗсене тытса та пӑхасшӑн пулмарӗҫ.


Валерий АЛЕКСИН.
"Сувар", 07.04.2017.