Чувашское книжное издательство

Паха кĕнеке тусанпа ан витĕнтĕр

Ĕлĕк кĕнеке, чăннипех те, хаклă тупра пулнă. Кашни экземпляра алăпа çырса хатĕрленĕ-çке-ха. Паллах, ку ĕçе пурнăçлама чылай вăхăт кайнă, вăй-хала та самаях илнĕ вăл. Çавăнпа кĕнекене чухăнсем алла та тытса курайман. Ăна валли укçи-тенки те, пĕлӳ шайĕ те çитеймен. Вĕсемпе пуянсем çеç паллашайнă. Вăтам ĕмĕрти Европăра, сăмахран, обществăлла вулавăшсенче кĕнекесене çӳлĕксем çумне сăнчăрпах кăкарса хунă. Кам-тăр вăрласа каясран çапла майпа сыхланă. Ку меле XVIII ĕмĕрте тин пăрахăçланă.

Хальхи вăхăтра çĕршыври çĕршер издательство темĕн тĕрлĕ кĕнеке пичетлет. Кашниех хăйне кирлине суйлама пултарать. Лавккасем тĕрлĕ литературăпа тулли. Библиотекăсенчен те кăмăла кайнă кăларăма çăмăллăнах киле илсе кайма пулать. Унчченхи пек никам та сăнчăрламасть ăна. Чылайăшĕ вара вăл е ку хайлавпа Интернетрах паллашать. Ку хăвăртрах та, меллĕрех те. Таçта кайса шырамалла мар, йăлтах куç умĕнче.

Апла пулин те пурте кăмăлламаççĕ паянхи техника çитĕнĕвĕсемпе усă курма. Çĕнĕ кĕнеке хуплашкине пирвайхи хут уçнине, страницăсен чăштăртатăвне, типографи сăррин хăйне евĕр шăршине нимпе те ылмаштарма хатĕр мар чăн-чăн вулавçăсем. Май пулсанах вулавăша е лавккана чупаççĕ вĕсем. Килти харкам библиотекăна пуянлатсах пыраççĕ. Кирек мĕнле уявпа та кĕнеке парнелеме пултаратăр вĕсене. Ăна чунтан хĕпĕртесе, хĕвел пек ялкăшса йышăнĕç.

Эпĕ те пĕчĕкренех кĕнекепе туслашнă. Аннене пысăк тав сăмахĕ калатăп куншăн. Вĕрентекен пулнă май ялан мĕн те пулин çĕнни шĕкĕлчетчĕ вăл. Кăсăклă хайлав тĕл пулсан мана та унпа паллашма сĕнетчĕ, хăш-пĕр сыпăксене каласа е вуласа паратчĕ. Пĕр-пĕр сăнар тыткаларăшне, произведени фабулине сӳтсе явни пĕрре мар пулнă. Кунашкал калаçусем мана, çамрăкскерне, автор идейине тарăнрах ăнланма, ăша хывма пулăшатчĕç, шухăшламалăх çимĕç паратчĕç.

Хулана кайсассăн ялан кĕнеке илсе килетчĕ аннеçĕм. Вĕсене халĕ те упратăп эпĕ. Канмалли кунсене тăван киле таврăнсассăн уçкаласа пăхатăп, асаилӳ ытамне путатăп. Кашни кĕнекен хăйĕн историйĕ-çке-ха... Çавăнпа пурте хаклă, чуна çывăх. Çемье библиотеки пысăклансах пырать. Уйăхсерен темиçе кĕнеке туянма тăрăшатăп. Уйрăмах кăмăла каяканнине тĕл пулсан ăна юлташсене те сĕнес килет. Вара алăран алла каять хайхискер. Каялла çаврăнса килмессерен çынсем тав тăваççĕ. «Тахçанах кунашкал паха произведени вуламанччĕ. Хама валли усăлли илтĕм, тем чухлĕ кăсăкли пĕлтĕм», _ тенине илтсессĕн епле савăнмăн-ха?! Ку çепĕç сăмахсем сивĕ кун та ăшăтаççĕ.

Телее кĕсьере пытарса усрамалла мар, ăна çынсемпе пайламалла тет. Тĕлĕнмелле те, анчах ăна валеçсессĕн çухатмастăн, пачах тепĕр май: тивлечĕ хав патна тата ытларах çаврăнса çитет. Лайăх кĕнекене те çӳлĕк çинче вырттармалла мар. Вăл тусанпа витĕннинчен кам пархатар куртăр-ха? Тен, шăпах эсир сĕннĕ кĕнеке вăхăтлă пулăшу кӳрĕ...

Çулталăк каялла (тен, ытларах та) эпĕ те çапла çунатланса пĕр пĕлĕше интереслĕ кĕнеке вулама панăччĕ. Вăхăт шăвать, кунсем, уйăхсем иртеççĕ... Кĕнекем каялла таврăнмасть. Ыйтма, аса илтерме аван мар пек. Нумай пулмасть аран-аран çаврăнса çитрĕ хаклăскерĕм. Тепĕр çын урлă тыттарса янă ăна пĕлĕшĕм. Кĕнекен курсан тӳсеймерĕм, куççуль тухрĕ, кăмăл пăсăлчĕ. Вĕр çĕнĕ пулнăскер сарăхса, лутăрканса пĕтнĕ. Хуплашки çине те чей, те тата темĕскер тăкнă _ паллă мар. Кĕскен каласан, пурнăç хура-шурне самаях курнă кĕнекем.

Çын япалине яланах тирпейлĕ тытма вĕрентнĕ пире анне. Çавăнпа ку енĕпе ыттисене те шанатăп эпĕ. Шел, пурте манпа пĕр шухăшлă мар курăнать. Асăннă кĕнекене ĕçтешĕм те ыйтнăччĕ. Ăна памасăр пĕлĕш патне çитернĕччĕ хайхискерне. Халĕ, çапла пăтăрмах хыççăн, никама та тыттарас килмерĕ. Анчах тепĕр самантранах иртрĕ ку туйăм. Пĕри йăнăшнăшăн ыттисем айăплă мар-çке-ха. Тен, пĕлĕшĕм те асăрхамасăр, ăнсăртран вараланă ман кĕнекене? Тен, çавăнпах ăна тавăрса пама тăхтаса тăнă? Пурнăçра тем те пулать-çке-ха. Пурпĕр шанăçа, ĕненĕве çухатмалла мар. Çапла пĕтĕмлетрĕм те кĕнекеме ĕçтешĕме кайса патăм.

Тантăшăмăрсем, сирĕн те юратнă кĕнекесем пур-тăр. Çырса пĕлтерĕр пире вĕсем çинчен. Ыттисем те вулаччăр, тавракурăмне аталантарччăр.

Ольга ИВАНОВА.

«Тантăш», 19.02.2015.