Чувашское книжное издательство

Кирлĕ-и шкул ачине чăваш литератури? 2015 ÇУЛ - ЛИТЕРАТУРА ÇУЛТАЛĂКĔ

2015 çула Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин Литература çулĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев К.В.Иванов çулĕ тесе пĕлтерни тата чăваш чĕлхипе литературин урокĕсене шкул вĕрентĕвĕнчен хĕссе кăларма пуçлани шкулти литература вĕрентĕвĕ çинчен тĕплĕнрех калаçма хистет. Мускаври хаçатсем, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Пĕтĕм Раççейри ассоциацийĕ, çыравçăсем, вĕрентÿ меслетçисем вырăс литературине шкула тивĕçлипе тавăрассишĕн хăюллăн çырса улшăнусем тума пултарчĕç - ППЭ /ЕГЭ/ тытăмне тÿрлетÿ кĕртрĕç, сочинени çырассине каялла тавăрчĕç.

Çав вăхăтрах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, меслетçĕсем, çыравçăсем, шалуллă тÿресем тăван сăмаха хÿтĕлесе çырнине вулама тÿр килмерĕ. Çав териех хавшак-им чăваш чĕлхипе литератури, унта вуламалли те, вĕренмелли те çук-им вара? Халăха тăван литература кирлĕ мар пулса юлчĕ-шим?

Çак тата ытти ыйтăва чăваш литературипе вăтам шкулти /5-11 классем валли/ тата университетсенчи чăваш факультечĕсем валли программăсемпе вĕренкĕчсем хатĕрленĕ, «Чăваш сăмахлăхĕн вĕрентÿ меслечĕсем» кăтарту кĕнекине çырнă тата чăваш шкулĕнче 55 çул ĕçленĕ В.П.Станьял литературоведа хуравлама ыйтрăмăр.

- Мĕн вăл литература тата кама вăл мĕн чухлĕ кирлĕ?

- "Сăмахлăх вăл - сăмах ÿнерĕ, çĕршывăн сăнарлатнă историйĕ, халăхăн ĕмĕрхи ăсĕ, ăс-хакăлĕпе кăмăл-туйăмĕн пуянлăхĕ... Сăнарлă сăмахлăх этеме тата унăн чун-чĕри хусканăвĕсене тĕпчет... Вулакана кĕнекери лару-тăру тавра шухăшласа хамăр пурнăçра хак тупма, хăвăнпа çавăн евĕрлĕ самант сиксе тухсан тĕрĕс çул суйлама вĕрентет". Ку кăçал пичетленсе тухнă "Чăваш литератури. 9" кĕнекерен. Литература мĕнне тата вăл мĕн тума кирлине 5-мĕш класс вĕренкĕчĕ те, ытти кĕнеке те çине-çинех ăнлантарса хăварнă. Шел те, вĕсене шкул ачисен ашшĕ-амăшĕ те, журналистсемпе çыравçăсем те тытса пăхмаççĕ. Ертÿлĕхри тÿре-шара пирки каламалли те çук. Урăхла пулнă тăк чăваш литературин 9-мĕш класра вĕренмелли кĕнеки вунпĕр çул пичетленмесĕр выртмĕччĕ. Пушкăртстанри "Урал сасси" хаçатра чăваш чĕлхине, литературине хÿтĕлесе, вĕсене лайăхрах вĕрентмелли çинчен час-часах çыраççĕ. Çав вăхăтрах унти хăш-пĕр шкулта /хам çитсе курни тăрăх калатăп/ чăваш литературине паянчченех 1973-1976 çулсенчи кĕнекесемпе вĕрентеççĕ, çĕнĕ вĕренкĕчсене Ĕпхÿрен ыйтса ямаççĕ иккен, Шупашкартан ярса памаççĕ пулать. 9-мĕш класăн кĕнеки кăçал та вĕсем патне çитмен-ха.

Вара кĕçех чăваш литератури кама кирлĕ пулса тухать-ха? Çыравçăсене хăйсене, пĕр-ик вĕрентекене, виç-тăват карчăк-кĕрчĕке... Чăваш интеллигенцийĕн пуçаруллăрах пайĕ уçкаласа пăхĕ-ши? Каплах пулсан чăваш халăхĕ хăйĕн литератури пурри-çуккине кĕçех манса хăварĕ.

Президентпа Пуçлăх ку синкере сирес тесе Литература еннелле утăм туса пачĕç ĕнтĕ, анчах вăл Чăвашра, кăçалхи Культура çулталăкĕ пекех, пĕр-ик шавлă "мероприяти" тата "Нарспи" поэма тавра çаврăннипех иртсе кайма пултарать. "Хыпар" хаçат К.В.Иванов çулне кăçалах пуçланине Литература çулталăкне ячĕшĕн ирттерес мар тени вырăнне хуратăп. Анчах хаçатăмăрта чăнласа паха литература сăн-пичĕ çаплах çук вĕт-ха!

Ман хурав çапла: литература - çынна, ачасене халăх хушшинче тĕрĕс-тĕкел, ĕретлĕ пурăнма вĕрентекен, халăх тĕнче курăмне çирĕплетекен тата çĕршыв, халăх, наци туйăмне уçакан, этем чунне йĕркелекен философилле ÿнерсенчен тĕпри. Литература сулмаклă аталанмасан наци тытăнса тăраймасть. Лайăх, ăслă, тĕшĕллĕ литература кирек хăш çынна та мĕн чухлĕ те пулин кирлех. Вăл тăвакан ĕçе математика, физика, хими, техника, электроника е ытти хатĕр тăваймасть. Паллах, литературăсăрах мăнтăр пурăнакан этем те сахал мар.

- Çав териех хавшак-и чăваш чĕлхипе литератури?

- Хавшак мар, чухăн та мар. Чăваш чĕлхин аваллăхне тĕнче тĕпчет. Америка, Англи, Турци, Германи, Япони, Болгари, Франци тата ытти çĕршывра чăвашла калаçакан тĕпчевçĕсем чăваш чĕлхи пуянлăхĕнчен тĕлĕнсе те савăнса çыраççĕ. Кăйттă чăвашсем кăна тăван чĕлхе хакне пĕлмесĕр кутăнлашаççĕ.

Литературăра Раççей вулаканĕ хисеплемелли ятсем шăкăрин: Никита Бичурин, Спиридон Янтуш, Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Митта Ваçлейĕ, Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ, Хĕветĕр Уяр, Илпек Микулайĕ, Николай Терентьев, Александр Артемьев, Юрий Скворцов - классика ретне ларнă çыравçăсем. Вĕсен суйласа илнĕ хайлавĕсене "ылтăн çÿлĕк" валли чăвашла, вырăсла, акăлчанла, китайла кăларма вăхăт. Ăна пирĕн тумалла. Чăваш тĕпчев институчĕн ун пек йывăр ĕçпе аппаланма мар, литературăн кулленхи ĕç-хĕлне тишкерсе пыма та хăвачĕ çук. Университетсенчи чăваш факультечĕсем пирки калаçмăпăр та - вĕсем хăйсем алă тăратсах сÿнчĕç. Чăваш тĕпчевĕнче - пĕлÿ, вĕрентÿ ĕçĕнче - ăсталăх шайĕсем сасартăках анса ларчĕç, çамрăк ăрура конформистла шухăшлав çиеле тухрĕ тата - виççĕмĕшĕнчен - наукăри çĕнĕ шухăша Лысенковла-хурахла мелсемпе пусарасси вăйланса кайрĕ. Чăваш орфографине тÿрлетÿсем кĕртес тесе чĕрĕк ĕмĕр тăсăлнă кĕрешĕве тĕслĕхе илме пултаратăп. "Çĕршыв" /родина, отчизна/ сăмаха республика Гимнĕнчи пек, пĕтĕм академи сăмахсарĕсенчи пек пĕрле çыртарас тесе мĕн чухлĕ кĕрлесен те тĕрĕсси кăçалччен çĕнтереймерĕ. Мĕншĕн? Уйрăм çынна пуç çапса пурăннăран, ăслăлăха харкам çын кĕсйине пĕтĕрсе чикнĕрен. Пачах та ăслăлăх шайĕпе виçмен элексене 19 вĕрентекен /Хыпар, 2014, нарăс, 20/ тата 18 кандидатпа доктор /Патшалăх Канашĕн Наци ыйтăвĕсен комитечĕ 2014 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче ирттернĕ "çавра сĕтел"/ алă пусса кăларнисемех чăваш чĕлхе ăслăлăхĕнче инкеклĕ самана пулса тăнине кăтартрĕç. Çырасчĕ вĕсен çынна хурлакан элексем вырăнне тăван сăмахлăха - хăйсене! - хÿтĕлекен тĕплĕ ăнлантарусемпе çырусем, çивĕч статьясем! Çаплах тăн çитмест пулмалла чăваша пуçхĕрлĕрен ура çине тăмашкăн...

Чăваш депутачĕсен ертÿçи Ю.А.Попов чăваш чĕлхипе литературине пĕлмен, юратман пулсан намăс çак лару-тăру татах темччен тăсăлатчĕ ĕнтĕ. Телее, Юрий Алексеевич калле-малле вылямарĕ, ыйтăва шăв-шавсăрах тĕрĕс татса пама пултарчĕ. Ертÿлĕх ыйтусемпе тĕллевсене ăнлансан, кирлипе тĕрĕссине тĕпе хурса ĕçлесен, йăнăшсене тÿрлетсе тăрсан чăваш хушшинче элеклĕ çырусем те, ниме тăман пăтăрмахсем те самай чакнă пулĕччĕç!

Литература патне таврăнар-ха. Литература хирĕнче, тыр-пул анинчи пекех, тимлĕхпе тăрăшу пит кирлĕ. Кам тăрăшать халĕ чăваш литератури хăватланса пытăр тесе? Ку вăхăтра чăваш писателĕсен пĕр-пĕринпе килĕштереймен союзĕсене те, йĕкĕрлетнĕ "Тăван Атăл"-"Сунтал" журнала та, Чăваш кĕнеке кăларăшне те литература юхăмĕнчи ертÿçĕсем тесе калама пултараймастăп.

Шĕкĕр турра, чăвашăн çыракан, пичетленекен яланхи пекех нумай. Анчах вĕсен хайлавĕсене вуласа хак паракан юлмарĕ - критикăпа тишкерÿ çук чухне литературăн хастарлăхĕ, пултару таппи чакса пыни тÿрех курăнать.

Кĕскен, паянхи литературăн чăн хакне пĕлсе тăрас тесен çивĕч те тĕрĕс куçлă тиркевпе тишкерÿ куллен пулса пымалла. Вăл хальлĕхе çук.

- Чăваш литературин сехечĕсене сахаллатаççĕ тĕк ачасене вĕрентмелли хайлавсем юлман-им?

- Чăваш литературине шкул стандартĕнче хĕссе тăкни вĕрентмелли пурри-çуккипе çыхăнман. Мускав чиновникĕ мĕн сĕннĕ - пирĕн кунта ним уямасăр йăрст! тăнă. Эрнере 5 кун вĕренмелле пулсан та унта хамăр тымарсене татмасăрах кĕскетмелли тем чухлех. Ачасене техника тата гуманитари шайĕсемпе вĕрентнĕ чухне тăван чĕлхене, литературăна, культурăна, музыкăна, халăх историне гуманитари класĕсенче вырăс урокĕсенчипе танах вĕрентме май пур. Тутарстан шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине Чăваш Республикинчен ытларах сехет вĕрентеççĕ. Чăвашра вара сехетне те куç хупса иличчен "касса" тăкма тытăнчĕç, мĕнле вĕрентнине теçетке çул никам та тĕрĕслесе курман. Чăваш урокĕсенче нимле паллă та лартмалла мар тесе хистет Вĕрентÿ шаралăхĕ. Мĕн тени пулать ку? Ытти республика "Шкулти филологи вĕрентĕвĕн концепцийĕсене" хатĕрленĕ, пирĕн республикăн вăл пур-и тата мĕнлерех? Тытса пăхасчĕ.

Чăвашсен ача-пăча литератури хăй те, унăн историйĕ те пуян. Александр Мефодьев, педуниверситет доценчĕ, хăй укçипе "Чăваш ача-пăча литератури" тĕпчев кĕнекисене тапхăрсем тăрăх кăларса пычĕ. Манăн ача-пăча пахчисем валли хатĕрленĕ алçыру кивелсе выртать. Тинех вăл пичетленмĕ, мĕншĕн тесен чăвашла вĕрентекен ача пахчисем ялта та, Шупашкарта та юлмарĕç. Хут çинче пĕр-иккĕ шутланатчĕç, вĕсене те сÿнтерчĕç. Чăваш лицейне пĕтернĕ пек, тарăнрах пĕлÿ класĕсене хупнă пек, чăваш факультечĕсене пĕрлештерсе янă пек, шкулчченхи чăваш ачисем валли педуниверситетра сапăрçăсем хатĕрлеме пăрахнă пек...

Литература вĕрентĕвĕ шкултан ниепле те тухса ÿкме пултараймасть. Литература алгебра мар, ăна формула ăшне чиксен вăл ÿнер пулма пăрахать. Ку айванлăхсем иртрĕç. Литературăпа ÿнер вĕрентĕвĕсĕр ачан виçелĕхпе илем туйăмĕ аталанаймасть. Чăваш Республикин, Раççейри ытти республикăри халăхсем пекех, вырăс литературипе тачă çыхăнтарса тăван сăмахлăха çителĕклĕ те усăллă вĕрентесси пирки пуç ватмалла. "Ашшĕ-амăшĕ чăвашла вĕренни кирлĕ мар тесе шухăшлать", - тет мана хăш-пĕр ертÿçĕ. Темле шутлакан е пачах ним те шухăшламан ашшĕ-амăшĕ тем чухлех. Аркатас текенĕсем тинĕс леш енче те, хамăрăн çÿллĕ пукансем çинче те халăхран шикленмесĕрех кулса, саркаланса лараççĕ. Вĕсене тĕрĕс сăмаха куçран тÿррĕн каланипе усси пулĕ-и е пулмĕ-и - ку иккĕленÿллĕ, вылянакан влаçа шанма, паллах, ытла та кансĕр. Анчах хамăр мĕн кĕтнине, мĕншĕн пурăннине, тăрăшнине хамăрăн ертÿлĕхе каламаллах тетĕп. Çак пăтăрмахлă самантра чăваш интеллигенцийĕ чĕмсĕр ларнине е элекпе аппаланнине вилме выртнă халăх кăна каçарма пултарать. Вилме выртнă-им эпир, чăваш çыравçисем, тĕпчевçисем, вĕрентекенĕсем, журналисчĕсем?

Сассăр пур-и сирĕн е пăсланса пĕтрĕр, Çеçпĕл ачисем?

"Хыпар", 15.11.2014.