Чувашское книжное издательство

Литература çулĕ — тăван сăмах çулталăкĕ

Виççĕмĕш уйăх ĕнтĕ литература çулталăкĕнче пурăнатпăр. Çак ятпа мĕн те пулин тума ĕлкĕртĕмĕр-и-ха? Куçа курăнаканни мĕн те пулин пур-и? Нимĕн те туман тесе Эмблема Года Литературыкалаймăпăр. Тĕрĕс, хальлĕхе ытларах сăмах вĕççĕн кăна-ха. Çулталăк пуçĕнчех Слакпуçне Чăваш Енрен сумлă делегаци килсе çитнĕ, халăхпа чаплă ентешĕмĕр К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине çÿллĕ шайра паллă тăвассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, çак тĕллевпе туса ирттермелли ĕçсене палăртнă. “Урал сасси” хаçат “Чи илемлĕ сăвă” тата “Чи илемлĕ калав” конкурссене ирттересси пирки хыпарларĕ. Унта ярса панă малтанхи сăвăсемпе паллаштарма та ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Литература çулталăкĕ ячĕпе Пушкăртстанри чăваш çыравçисен пĕрлехи кĕнекине хатĕрлесе кăларассипе те ĕç тапраннă темелле. Малашне тĕрлĕрен мероприятисем иртессе те кĕтме майсем пур пек.

Çакна асра тытар: Литература çулĕ вăл пĕр вăхăтрах тăван сăмах çулталăкĕ те пулса тăрать. Хальччен эпир çулсеренех Тăван чĕлхе кунне паллă тунă. Шкулсенче, ытти вĕренÿ учрежденийĕсенче çулталăкра пĕрре тăван чĕлхе эрни ирттересси йăлана кĕрсе çитнĕ темелле. Вăл пур шкулта та пĕр майлăрах иртет: тăван чĕлхепе литература кабинетĕнче тăван сăмаха халалланă стена хаçачĕ кăлараççĕ, илемлĕ вулакансен ăмăртăвĕсене ирттереççĕ, пултарулăх ĕçĕсем çырассипе тупăшаççĕ. Чылай çĕрте çакнашкал ăмăрту-тупăшусене район шайĕнче те ирттереççĕ. Ку вăл республикăри ăмăртусене хутшăнма тивĕçлисене палăртма май парать.
Шуратăлçăсем алă усса ларман. Анчах пĕрле пухăнса калаçасси-канашласси кирлинчен сахалрах пулса пырать. Тен, çавăнпах сăвă-калав çыракансен йышĕ сайралать. Халĕ ун ретĕнче пенси çулĕнчисемпе çав ÿсĕме çитсе пыракансем анчах тăрса юлнă тесен те пысăк йăнăш пулас çук. Малтан самаях ăнтарса, пултарулăх ĕçне юратсах тытăннă çамрăксем тăван сăмах ÿнерĕнчен сивĕнчĕç. Çĕнĕрен килсе хутшăнаканнисем çукпа пĕрех. Хăш-пĕр шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем шкул ачисен сăвви-калавĕсене “Урал сассине” яркаласа параççĕ-ха. Анчах ун пеккисем ытла та сахал.
Вĕрентÿçĕсен тăрăшулăхĕ чакса пыни куç кĕрет. Тăван чĕлхе урокĕсене хĕснĕçем хĕссе пыраççĕ, ялсенчи шкулсенче “оптимизаци” текен сăмаха пула пĕрин хыççăн теприне хупаççĕ, маларах вăтам шкул пулнисем тăхăр çул вĕренмеллисем пулса юлаççĕ, кусем вара — пуçламăш шкулсем. Çакăн евĕр лару-тăрура çын чунне парса ĕçлессине кĕтмелли те çук. Вăл ыран-паян ĕçсĕр юласси, ăçта ĕç тупасси, кил-йыша мĕнле тăрантарса усрасси пирки ытларах шутлать. Çакă тĕлĕнтерет: çутĕç чиновникĕсем çак ĕçе план тăрăх туса пыраççĕ, хăçан хăш шкула хупассине пĕлсе тăраççĕ. Паян кун пуçламăш шкул та пулман ялсем йĕркерен. Пуçлăхсен хурав хатĕр — контингент çук. Çакăн пек лару-тăрура ачасен пултарулăхне асăрхасси, ăна аталантарма пулăшасси пирки сăмах та пулма пултараймасть. Кружоксем ĕçлемеççĕ. Мĕншĕн ĕçлеменни паллă: кружок ертÿçисене тÿлес пулать. Паянхи шуратăлçăсем вара хăйсен малтанхи утăмĕсене шăпах литература кружокĕсенче тунă. Вĕсем тăрăшнипе пурăнать, аталанать Пушкăртстанри чăваш литератури. “Урал сасси” хаçат пулăшнипе çыравçăсем хăйсен хайлавĕсене чи малтан республикăри чăвашсем патне çитереççĕ. Сăвви-калавĕсем хаçатăн кашни номерĕнчех пичетленсе пыраççĕ. Çаплах Шупашкарти кăларăмсем те хаваспах йышăнаççĕ вĕсене. Кĕнеке хыççăн кĕнеке те кăларакан çук мар. Вунă тата ытларах кĕнеке кăларакансем те пур. Акă иртнĕ çул кăна Шупашкарти издательствăсенче Аркадий Русаков, Геннадий Челпир, Василий Антонов тата çак йĕркесен авторĕ черетлĕ кĕнекисене кун çути кăтартрĕç. Чăвашла та, вырăсла та тухаççĕ. Литература çулталăкĕнче хамăрăн авторсен çĕнĕ кĕнекисемпе ытларах паллашасса шанса тăратпăр.
Çыравçăсем вулакансемпе тĕлпулусем ирттересси тахçанах йăлана кĕнĕ. Иртнĕ культура çулĕнче чылай пулчĕç вĕсем. Прозăра та, поэзире те ăнăçлă ĕçлесе пыракан Василий Антонов Мияки тăрăхĕнче çуралнине вулакансем пĕлеççĕ, халĕ Иглино районĕнче пурăнать. Анчах тăван ялне кашни çулах çитсе килет, вулакансемпе тĕл пулать, çĕнĕ кĕнекисен презентацийĕсене те унтах ирттерет. Иртнĕ çул та çаплах турĕ. Хурамалсемпе çеç мар, кÿршĕллĕ Еспуç ялне те çитрĕ, ентешĕсене çĕнĕ сăввисемпе паллаштарчĕ, баянпа тăван кĕвĕсене шăрантарчĕ, юратнă юррисене те парнелерĕ.
Аркадий Русаков çыравçă вара Эрĕнпур облаçĕнчи чăваш ялĕсене çитсе курма май тупрĕ, хăйĕн çĕнĕ кĕнекипе паллаштарчĕ. Çулçÿревĕ çинчен “Урал сасси” хаçатăн виçĕ номерĕнче вулакансене тĕплĕн каласа пачĕ. Кунта çакна каласа хăварни вырăнлă пулĕ тетĕп: Аркадий Никандрович чылайранпа ĕнтĕ чăвашсен историйĕпе кăсăкланать, унăн ку темăпа çырнă поэмăсем те пур. Темиçе çул каярах “Страницы чувашской истории” ятлă кĕнеке те кăларнăччĕ. Иртнĕ çул вара чăваш кĕнеке издательствинче çав ятпах тепре тухрĕ. Ку хăйне евĕрлĕ кĕнеке. Унта этемлĕх мĕнле аталанса пынине кăтартнă, чĕлхесем мĕнле майпа тĕрлĕ пулса кайнине ăнлантарнă. Тĕрĕк халăхĕн кун-çулне йĕрленĕ, чăвашсен несĕлĕсем çинчен каланă тата вĕсен паттăрĕсемпе, паллă çыннисемпе паллаштарнă. Çаплах авалхи тăванăмăрсен йăли-йĕркине, ĕçне-хĕлне илĕртÿллĕн çутатса панă. Хытă хуплашкаллă хулăн кĕнекере чăвашсен историйĕпе çыхăннă нумай ÿкерчĕк вырăн тупнă.
Геннадий Челпир Çтерлĕпуç районĕнчи Тетĕрпуçĕнче “Виç кĕтеслĕ юрату” кĕнеки тухнине ентешĕсемпе, çыравçăсемпе пĕрле паллă турĕ. Шучĕпе пиллĕкмĕш пулнă çав кĕнекере литпĕрлешÿ çыруçин сăвăласа çырнă виçĕ пьесипе сăвăсем пичетленнĕ. Пирĕн хушăмăрта хальччен пьеса жанрĕпе çине тăрса ĕçлекен пулманччĕ-ха. Тĕрĕс, пĕчĕк сценкăсем пулкаларĕç. Рудольф Павлов ятне асăнма пулать: вăл пĕр пьеса пичетлесе кăларнăччĕ. Геннадий Васильевич çак жанрпа çине тăрсах ĕçлес шанчăк та пур: ăна пĕлтĕр Шупашкара драматургсен канашлăвне хутшăнма та чĕнсе илнĕччĕ.
Ĕпхÿри П.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче иртнĕ тĕлпулу та асра юлчĕ. Унта шуратăлçăсемсĕр пуçне Шупашкартан çитнĕ Валерий Туркайпа Хусан хăни Ренат Харис та пулчĕç. Иккĕшĕ те халăх поэчĕ. Çавна май тĕлпулăва килнисем вĕсене тимлĕн итлерĕç. Шуратăлçăсемшĕн уйрăмах усăллă пулчĕç вĕсен сăмахĕсем. Валерий Владимирович шăпах çав вăхăталла Пушкăрт халăх поэчĕн Мустай Каримăн чăвашла куçарнă “Чи çÿллĕ ту çине хăпартăм эп” кĕнекине кăларнăччĕ. Унти хăш-пĕр сăвăсене вуларĕ. Чылайăшне кĕнекине те парнелерĕ. Ренат Харис чăваш авторĕсемпе çыхăнса ĕçленине, вĕсен чылай сăввине тутарла куçарса пичетленине пĕлтерчĕ. Çакă вăл икĕ еншĕн те усăллă пулнине палăртрĕ.
Куçару пирки асăнтăм пулсан, хамăр, шуратăлçăсем, ку тĕлĕшпе мĕнлерех ĕç илсе пынине те палăртма тивет. Кунта вара тÿрех халĕ пурнăçран уйрăлса кайнă Ялтăр Мучи — Николай Васильевич Дмитриев (1933-2011) — аса килет. Вăл пушкăртсен 4500 сăвă йĕркинчен тăракан эпосне чăвашла куçарчĕ, Ĕпхÿри П.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕ пулăшни-тăрăшнипе “Урал паттăр” эпос чăвашла уйрăм кĕнекен пичетленсе тухрĕ. Хăй пурăннă вăхăтра пушкăрт авторĕсен сăввисене куçарассипе Николай Леонтьев (1939-2002) чылай ĕçлеме ĕлкĕрчĕ.
Пĕр-ик сăвă куçарса пăхнисем сахал мар, анчах çине тăрса ĕçлени çитмест. Чăвашларан вырăсла куçаракансем пирки те çав сăмахах. Тÿрех вырăсла çыракансем те çук мар. Василий Антонов ку тĕлĕшпе самаях ăнтарать. Вырăсла сăвăсен кĕнекине те кăларчĕ. Рудольф Павлов-Илькелри вара вырăсла роман та калăпларĕ.
Чикĕ тулашĕнче пурăнакан ентешĕмĕрсем хушшинче те пур çыравçăсем. Пишпÿлек районĕнчи Мелеспуçĕнче тĕнчене килнĕ чăваш хĕрĕ Дина Гаврилова шăпах çавсенчен пĕри. Вĕренсе диплом илсен ăна вăл вăхăтри йĕркепе Эстоние ĕçлеме янă. Ĕçленĕ, малалла вĕренме те пăрахман. Унтах çемьеллĕ пулса тăнă. Литературăпа интересленнĕ. Вырăсла çырнă. Кĕнекесем те кăларнă. Вĕсем вара вырăсла кăна мар, эстонла та тухнă. Хайлавĕсем пĕтĕмпех чăвашсем çинчен. Чылайăшне чăвашла та куçарнă. Вĕсем “Урал сассинче”, Шупашкарти хаçат-журналсенче пичетленсех пыраççĕ.
Пирĕн çыракансем те, пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхене куçаракансем те пур. Кĕнекесем те кăлараççĕ терĕмĕр. Анчах ку чухне кĕнеке кăларасси çăмăл мар. Укçа кирлĕ. Патшалăх енчен пулăшу çук. Çыракан хăй майне-шывне тупать. Пенсирисем пенси шутĕнчен кăлараççĕ, ĕçлекенсем — ĕç укçипе. Спонсорсен пулăшăвĕ пулсан та питĕ сахал. Тен, Литература çулталăкĕнче мĕнле те пулин çăмăллăх пуласса кĕтеççĕ-ха çыравçăсем. Тем пекехчĕ. Çакна та шута илмелле. Литература çулталăкĕ ирттернипех çÿлтен сăвă-калав та çумĕ, повесть-роман та тăкăнмĕ. Ку вăл пĕтĕмпех çыравçăсен ĕçĕ.
Александр САВЕЛЬЕВ-САС.
"Урал сасси", 10.03.2015.