Чувашское книжное издательство

Ефим Никитинăн «Маншăн пулсан ‒ хут купăс» кĕнеки кун çути курчĕ

«Çураласса эпĕ патша саманинче Арапуç çырми вĕçĕнче, чул тăвайкки çамкинче, вăтам хресчен çемйинче çуралнă теççĕ. Пирĕн атте иккĕ авланнă иккен, малтанхи арăмне вăл Пăвакассинчен, Аслă Кавал леш енчен, туянса килнĕ. Туянтарса янă çав ман аттене! Çураçма кайсан йăмăкне кăтартнă та аппăшне лартса янă. Хĕвел ансан, тăман тухсан йăмăкĕ вырăнне аппăшне тăлăп тăхăнтартнă та ăсатнă. Ирхине тăраççĕ, куçне уçса пăхаççĕ. Ак тамаша! Чиперкке вырăнне _ чĕмеркке. Ял кулли! Шăлна çырт та пурăн...» _ çапла юптарса пуçлать сăмахне Ефим Никитин пултаруллă артист, режиссер тата драматург «Пурнăç çулĕ такăр мар» асаилĕвĕнче. Вăл нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ «Маншăн пулсан _ хут купăс» кăларăмра кун çути курнă. Ăна пухса хатĕрлекенĕ _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Кириллов, редакторĕ _ Алина Майорова. Тиражĕ _ 1000 экземпляр.

 

РСФСР тава тивĕçлĕ, Чăваш АССР халăх артистне Ефим Никитич Никитина (1912_2000), Кĕлпук Мучие, пĕлмен-курман чăваш сайра-тăр. Унăн кулăшла та мыскараллă, ырă та çутă сăнарĕсем халĕ те халăх асĕнчех. Кĕнекери асаилĕве вуланă май вара куç умне ялти клубра спектакль курма юратакан, артист пулма ĕмĕтленекен, ниме пăхмасăр малалла талпăнакан, нихăçан та шанăçа çухатман çап-çамрăк яш тухса тăрать. Вăл, 1912 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Арапуçĕнче çуралнăскер, 1931_1932 çулсенче Ленинградри Сцена искусствин театр техникумĕнче Л.С. Вивьен тата А.В. Соколов паллă педагогсем патĕнче ăс пухнă. А.С. Пушкин ячĕллĕ Патшалăх академи драма театрĕн спектаклĕсенчи массăллă сценăсене хутшăннă.

 

1935 çулта Чăваш патшалăх музыкăпа театр техникумĕн актер уйрăмне, 1940 çулта Дон çинчи Ростов хулинче режиссер курсне вĕренсе пĕтернĕ. Э.Д. Фейертагпа М.Н. Фигнер педагогсем вĕрентнине ăша хывса ăсталăхне туптанă. 1933_1940 çулсенче Чăваш патшалăх ача-пăча театрĕн (халĕ _ Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ) актерĕнче, режиссер ассистентĕнче, режиссерта тăрăшнă. Унта лартнă пукане спектаклĕсенче те вылянă. 1942_1943 çулсенче Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă, унтан чирлесе таврăннă. Сывалсан 1943_2000 çулсенче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче актер пулса ĕçленĕ.

 

Ефим Никитичăн пултарулăх арчи калама çук пуян: халăх юратнă артист 300 ытла сăнар калăпланă. Вĕсенчен паллăраххисем: Король (Г.-Х.Андерсен юмахне тĕпе хурса çырнă «Матроспа Школяр», 1935), Тăхтаман (К.В. Иванов поэмине тĕпе хурса çырнă «Нарспи», 1941), Айтар (П.Н. Осипов «Айтар», 1948), Эрех Ваççи (П.Н. Осипов «Икĕ каччăн пĕр шухăш», 1959) тата ыт. те. Чăваш радиовĕпе телекуравĕ валли хатĕрленĕ лартăмсенче 200 ытла роль вылянă вăл, режиссер пулса чăваш театрĕсенче 30 ытла спектакль лартнă, 20 яхăн драма хайланă.

 

Кĕнекери асаилĕве ансат та яка чĕлхепе çырнă. Автор шӳтлеме-йĕплеме юратни тӳрех сисĕнет. Пĕр сыпăкĕпе паллашар-ха: «Пĕрремĕш юратăва çухатрăм. Иккĕмĕшне пистертĕм. Виççĕмĕш хĕре, Праские, качча патăм. Тăваттăмĕшне ăмăртусене çӳресе вĕçертрĕм. Пиллĕкмĕшĕ, Ксени текенни, летчика качча тухрĕ, улталарĕ. Улттăмĕшне, хамăр ял хĕрне Нинăна, пичче сивĕтрĕ. Шурăна Шупашкара хăвартăм. Тепĕр вырăс Нини вилсе кайрĕ. Çапла çирĕм сакăр çула çитрĕм, суйласах ватта тăрса юлтăм. Çӳçĕм те тăкăнма пуçларĕ. Полк шкулĕнче вĕреннĕ чух пулчĕ вăл. Çынсем ан курччăр тесе тӳпеттей тăхăнса çӳретĕп. Ун çинчен шлепке.

 

Çумра çамрăк хĕр ача ларать. Никама та юратса курман, чуптума та пĕлмест пулĕ. Ăна вĕрентме йывăрах мар...»

 

Кĕнекене çавăн пекех «Сарпике», «Вăрланă пике» юмахсем, «Хуняма», «Майлаштарчĕç», «Маншăн пулсан _ хут купăс, е ик айкки те тăвайкки» пьесăсем кĕнĕ. «Сарпике» юмах-пьесăра ырăпа усал кĕрешĕвĕ уççăнах палăрать. Савăнса та хавхаланса пурăнма пĕлекенсене ура хуракансем тупăнсах тăраççĕ-мĕн. Вун çиччĕри Сарпикепе Сартиван телейне ăмсанчăк Сахха тухатмăш карчăк (вăлах хĕрĕн ама çури амăшĕ) сăхланать, савнисене уйăрса яма тĕв тăвать. Палăртнине пурнăçа кĕртме пулăшаканĕсем те çумрах-мĕн... Хĕрпе каччă вĕсене хирĕç тăрайĕç-и, яваплă самантра тупа сăмахĕсене аса илейĕç-ши.

 

«Сарпикере» те, «Вăрланă пикере» те юрă-кĕвĕ пысăк вырăн йышăнать. Мал ĕмĕтлĕ сăнарсен чĕрисене вăл савăнăçпа тултарать, усал вăйсене вара хытах тарăхтарать.

 

Кăларăма И.Е. Егорова, Г.В. Кириллов тата К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн архивĕсенчи сăн ӳкерчĕксем пуянлатаççĕ. Асаилӳпе пьесăсен пуххипе пĕрле Кĕлпук Мучи кулăшла тата сатирăллă хайлавсене вуланине çыртарнă диск пур. Хайлавĕсене Чăвашрадио фондĕнчен илнĕ.

 

«Маншăн пулсан _ хут купăс» кĕнеке вĕрентекенсемпе шкул ачисемшĕн те, чăваш литературипе театрĕн кун-çулне тĕпчекенсемшĕн те интереслĕ пулĕ.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ