Чувашское книжное издательство

Кушаксен уявĕ килсе çитрĕ

Çуркунне хăюллăнах çитсе кĕчĕ таврана – нарăс пирĕнтен уйрăлса кайрĕ ĕнтĕ, акă çурхи хĕвеллĕ кунсем таврана хавас кăмăл кӳреççĕ. Пуш уйăхĕн пĕрремĕш кунĕ Раççее кушаксен уявĕпе çитсе кĕрет. Мĕнлескер-ши вăл, халиччен илтмен Кушак кунĕ?

1933 çулта Мускавра Кушаксен музейне уçнă. Тĕрлĕ экспонатсемпе паллашма, паллă ӳнерçĕсен картинисене курса киленме пулать унта. Тĕп хулара кушак пурнăçĕпе паллаштаракан телепередачăсем эфира тухнинче те музей ĕçченĕсен тӳпи пысăк. Шăпах вĕсем тата «Кот и пес» журнал тăрăшнипе 2004 çултанпа Раççейре Кушак кунне йĕркелесе янă. Сăмах май каласан, Пĕтĕм тĕнчери Кушак кунĕн официаллă уявĕ çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче иртет. Апла пулин те тĕрлĕ çĕршывра ăна тĕрлĕ вăхăтра уявлаççĕ. Америкăн Пĕрлешӳллĕ Штатĕсенче, сăмахран, Кушак кунне юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Японире – нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Польшăра – чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Раççейре – пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.

Чăнах, çăмламас туссене юратмасăр май çук. Вĕсене ачашлас, алла илсе чăмăртас килет. Юратнă хуçана чир-чĕртен сыватма тăрăшаççĕ вĕсем. Кушак пур килте яланах лăпкăлăх хуçаланать. Ахальтен мар çыравçăсем кăпăшка çăмлă туссем çинчен тĕрлĕ хайлавсем шăрçалаççĕ.

Чăваш кĕнеке издательствинче çулсеренех кушаксене халалланă пуян кăларăмсем пичетленеççĕ. Кашни авторăн асра юлмалли сăнар пулса тухать.

Аттус ятлă кушак çинчен вуланах пулĕ эсир. Çук пулсан халех сире Ева Лисинăн «Вĕçекен кӳлĕ» кĕнекине алла тытма сĕнетĕп. Унта шăпах Мускавра пурăнакан Аттус кушак пурнăçĕпе паллашатаракан калав кĕнĕ. «...Ларать чӳрече умĕнче кунĕн-кунĕпе урамалла пăхса. Урамалла пăхать те, улттăмăш хут чӳречинчен мĕн куран? Çĕр питне те, йывăç-курăк хумханнине те кураймастăн... Ара, ку кушакăн куç туллии куççуль пуль тетĕп те, э-э, унтан та хăрушăрах иккен: куçĕ – пуш-пушă, унта савăнăç та, хуйхă та çук!

Чĕре шарах çурăлса кайрĕ – пĕтет вĕт чĕрчун! Мĕн тăвас?»

Çĕньялтан ывăлне курма тĕп хулана килнĕ Юманов Прокопий Степанччă пулăшатех Мускав кушакне. Лешĕ те пултаруллăскер иккен: урама хăех тухса кĕме вĕренсе çитет. Çулĕ вара унăн хăйне евĕр. Çакă ăна Мускавĕпех чапа кăларать. Мĕнле майпа Аттус палăрать тетĕр-и? Куна кĕнекене вуласан пĕлетĕр.

Александр Миллинăн «Мухтанчăк» кăларăмĕнчи Мурка мухтанчăках ĕнтĕ: пултарулăхĕпе пĕчĕк хуçа умĕнче мăнаçланать те... апатсăр тăрса юлать.

Галина Матвеевăн «Хамăркка» калавĕнчи тĕп сăнарăн Хамăрккан пурнăçăн тĕрлĕ хура-шурне астивсе пăхма тивет. Килсĕр кушак мар вăл, çук, йĕркеллĕ çемьерех çуралнă, лайăх хуçасем патне лекнĕ. Анчах та пĕррехинче...

«Хăй асăрхаттарнине шута хуман пирки кушак хăна енне вирхĕнчĕ, ăна шăлавар пĕççинчен çыртса илчĕ. ...Хамăркка тата ытларах тулхăрса кайрĕ, тата ытларах чавма çыртма тапратрĕ...» Кушак çыртинпе Саша больницăна лекет, Хамăркка – ветеринари станцине. Тепĕр тăхăн кунран хуçисем ăна илсе каймасан Хамăрккана ĕмĕрлĕхех çывратса яраççĕ. Ах, ăçта-ши çăлăнăç?

Кĕтмен çĕртен унăн шăпине пĕр çуртра пулса иртнĕ пăтăрмах татаса парать.

Çапла, кушаксем те, çынсем пекех, савăнăç кӳреççĕ, тарăхса кайсан хытах чавма та пултараççĕ. Хуçисене питĕ-питĕ юратаççĕ вĕсем. Сăмахран, Петĕр Çăлкуçăн Мăрăлкки ав еплерех хĕпĕртет:

...Мăрăлккам чӳречерен

Пĕтĕм вăйпа карăннă,

Вăл мана курнипелен

Питĕ-питĕ савăннă.

(Савăнăçлă тĕлпулу.)

Сăпайлă кушаксем хăйсене питĕ именчĕклĕ тытма пĕлеççĕ:

Юратать кушак хăйма,

Хăй вара ыйтма хăймасть.

Йăпшăнать вăл ман çума,

Тытăнать питне çума...»

(Л.Смолина. Хăна)

Кушаксене юратмасăр пурăнма ниепле те май çук. Эппин, вĕсен пурнăçĕ те телейлĕ те лăпкă пултăрччĕ, ăшă пӳртре те тату çемьере ирттĕрччĕ. Кĕлмĕç пек, урамара йăпшăнса, пуринчен те хăра-хăра пурнăма ан тивтĕрччĕ. Ку вара, туссем, пиртен килет.