Чувашское книжное издательство

Вĕрентекенсен пулăшуçисем – «Чăваш чĕлхи вĕрентмелли меслет кăтартăвĕсем»

Чăваш чĕлхине тăван мар чĕлхе пек вĕрентес ĕçре учителе вĕренӳ пособийĕпе ĕç тетрачĕ пысăк пулăшу кӳреççĕ. Çавăн пекех меслет кăтартăвĕсем те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем кулленхи вĕренӳ процесне йĕркелесе пыма, тĕп принципсене пăхăнса пурнăçлама пулăшаççĕ.

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче харăсах тăватă пособи пичетленсе тухрĕ – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕренӳ организацийĕсен 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш, 4-мĕш класĕсенче вĕрентекенсем валли «Чăваш чĕлхи вĕрентмелли меслет кăтартăвĕсем» кун çути курчĕç. Вĕсене В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, Л.В. Николаева хатĕрленĕ, редакторĕсем – Н.В. Вечеркина тата А.Г. Владимирова. Тиражĕ – 600-шер экземпляр.

Кĕнекесем Федерацин патшалăх вĕренӳ стандарчĕпе килĕшсе тăраççĕ. Вĕсем пуçламăш классенче чăваш чĕлхине çӳлерех асăннă авторсем туса хатĕрленĕ программăпа вĕрентмелли вĕренӳ комплектне кĕреççĕ. Меслет кăтартăвĕсенче ачасене чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçĕн тĕллевĕсемпе задачисене уçса панă, вĕренӳ кĕнекипе тата ĕç тетрачĕпе ĕçлеме пулăшакан сĕнӳсем панă.

Пĕтĕмĕшле илсен, кăларăмсем умĕн каланинчен, тематика планĕнчен, кашни урокăн юхăмне кĕскен çырса кăтартнинчен тăраççĕ. Кӳртĕм пайра авторсем ачасен чăвашла пуплевне аталантарассин тĕп уйрăмлăхĕсене, чăваш чĕлхи урокĕсен хăй евĕрлĕхне çутатса пама тăрăшнă. Пĕтĕмлетӳсене шкулта нумай çул вăй хуракан, мал шухăшлă, пуян опытлă учительсен ĕçĕсем çине таянса тунă. Вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрĕслемелли тата хакламалли виçесем программăна тивĕçтереççĕ.

Кĕнекесенче тематика планĕсем пурри те учительсемшĕн питĕ усăллă, мĕншĕн тесен вĕсем ĕçе тĕрĕс, çирĕп тытăмра йĕркелеме май параççĕ, мĕн кирлине куç умĕнче тытса тăма пулăшаççĕ. Уроксен юхăмĕсене çырса кăтартнинче вара кӳртĕмре каланă тĕп шухăшсем уçăмлăн палăраççĕ.

Кăларăмсене пуянлатакан харкам пайсем те пур. Сăмахран, «Чăваш чĕлхи вĕрентмелли меслет кăтартăвĕсем. 1 класс» кĕнекене физкультура саманчĕсем ирттермелли материал кĕртни паха. 2-мĕш классене чăваш чĕлхи вĕрентмелли меслетлĕх кăтартăвĕсен пособийĕнче «Ачасен пĕлӳ хăнăхăвĕсене тĕрĕслемелли ĕçсем» тата «Класра куллен усă куракан предложенисем» пайсем вырăн тупнă. Текстсем ачасен çыхăнуллă пуплевне кăна мар, чĕлхе материалне вĕрентме-çирĕплетме те пулăшаççĕ.

Паллах, кашни вĕрентекен уроксене хăйне майлă, хăй пĕлнĕ пек ирттерме пултарать, анчах алă айĕнче яланах меслет кăтартăвĕсен пособийĕ пулмалла, тата çакна асра тытмалла: чăваш чĕлхи вĕрентнин тĕп тĕллевĕ – ачасене кулленхи пурнăçра чăвашла хутшăнма вĕрентесси.