Чувашское книжное издательство

Ача-пăчапа яш-кĕрĕм, пултарулăхăра кăтартсамăр!

Чăваш кĕнеке издательстви хăйĕн 95 çулхи юбилейĕ тĕлне "Чăваш кĕнеки. Çамрăк талантсем" конкурс йĕркелени çинчен пĕлтерет. Кăçалхипе улттăмĕш хут ирттерекенскерне предприятин çавра çулне кăна мар, Литература тата Константин Иванов çулталăкне те халалланă.

Конкурса Чăваш Республикинче вĕренекен шкул ачисем те, Раççейĕн кирек хăш тăрăхĕнче пурăнакан çамрăк çыравçăсем те хутшăнма пултараççĕ. Чи кирли - пултарулăх ăмăртăвне хутшăнакансен чăваш литературипе тата культурипе кăсăкланни, нумайрах пĕлме ăнтăлни. Конкурсантсем ÿсĕмне кура 3 ушкăна пайланаççĕ: кĕçĕннисем /6-12 çултисем/; вăталăххисем /13-15 çултисем/; аслисем /15-18 çултисем/.

Ĕçсене 5 номинаципе хакласа кашни ушкăнран чи лайăххине суйласа илме палăртнă: "Интереслĕ кĕнеке" темăпа çырнă калав е сочинени; "Ман юратнă литература геройĕ" ÿкерчĕк; "Вуласа тухма сĕнетĕп!" плакат, буклет, листовка, открытка е календарь; ача хăй çырса, илемлетсе ăсталанă кĕнеке; "Пирĕн кил-йышăн чи çывăх тусĕ - кĕнеке" эссе.

Конкурса тăратмалли ĕçсене хатĕрленĕ чух, тĕпрен илсен, Чăваш кĕнеке издательствинче 2010-2014 çулсенче тухнă кĕнекесемпе тата предприяти сайтĕнчи материалсемпе усă курмалла. Çĕнтерÿçĕсене издательствăн çуралнă кунĕнче, 2015 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче, хаклă парнесемпе чыслĕç.

Ĕçсене кăçалхи февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 12-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: 428019, Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, Пичет çуртĕнчи 703 тата 713 ĕç пÿлĕмĕсем. Конвертра çак проект координаторне Надежда Осиповăна тата конкурс ятне палăртсан та аван пулмалла. Ыйтса пĕлмелли телефон: /8352/ 66-44-51.